Ӗнер Муркашра пушар пулнӑ. Унта 7 ҫулти ача шар курнӑ. Ӑна Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Амӑшӗ аслине шкула илме кайнӑ вӑхӑтра хваттерте пушар тухнӑ. Ун чухне 7 ҫулти ача килте пӗччен юлнӑ. Вӑл килнӗ ҫӗре пушарнӑйсем ҫитнӗ, хваттере чӳрече урлӑ кӗме пусма хатӗрленӗ. Юрать-ха, амӑшӗ ҫитсен пушарнӑйсем алӑкранах кӗме пултарнӑ.
Пушарнӑйсем 2 минутран ҫитнӗ. Ҫулӑм тухнине асӑрхасан кӳршисем часрах шӑнкӑравланӑ. Вӗсемех иккӗмӗш хутри хваттерте ача пулма пултарни пирки каланӑ.
Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ.
Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ветерана вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫын суд сакки ҫине ларнӑ.
Ҫак арҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе, тыл ӗҫченӗпе - 92 ҫулти хӗрарӑмпа - пӗр килте пурӑннӑ. Ҫав кун вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 50 хутран кая мар ҫапнӑ. Ватӑ ҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах нушаланса вилнӗ.
29 ҫулти арҫынна суд тӗрмене 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӑл - Мари Эл ҫынни.
Паян ирхи 7 сехетре Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗнче, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонтан инҫех мар, автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах ҪҪХПИ постӗнчен инҫех мар пулнӑ. 331-мӗш автобус водителӗ машинӑран иртсе кайма тесе руле тӑрук пӑрнӑ та салонри алӑк уҫӑлса кайса хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Хӗрарӑм чӗрех.
Ытти пассажир малалла урӑх транспортпа кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче ӗҫленӗ арҫын муниципалитет ҫӗрӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхӗнчи икӗ лаптӑк ҫӗре аукцион ирттермесӗр йӳнӗ хакпа хӑйӗн пӗлӗшне тата тӑванне сутнӑҫи тунӑ. Кайран ҫав лаптӑкран пӗрне 2021 ҫулта сутса янӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫав ҫын хыснана 3 миллион та 378 пин тенкӗлӗх тӑкак кунӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе район судне ярса панӑ.
Шупашкарти Кадет корпусӗнче ачасене географи вӗрентнӗ учительницӑран пӗр яш тӑрӑхлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пӗр яш хӑйӗн учительне машинӑпа йӗрлесе пынӑ май ун пирки килӗшӳсӗр сӑмахсемпе перкелешнине сӑнлакан видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ача республикӑри Кадастр палатин директорӗн ывӑлӗ иккен.
Кайран каччӑ учительтен каҫару ыйтса видео ӳкерсе илнӗ, ашшӗ каҫару ыйтса СМС-ҫыру янӑ-мӗн.
Хӗрарӑм хӑйне кӳрентернӗшӗн каччӑпа судлашасшӑн та пулнӑ-мӗн, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче учитель те, Кадет корпусӗн директорӗ Наталья Тимофеева та (вӑл учителе хӳтӗленӗ иккен) ӗҫрен кайнӑ. Вӗрентекен заявлени ҫырса панӑ иккен, директорӑн вара ӗҫ килӗшӗвӗнче палӑртнӑ вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ-мӗн.
Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Дубовски поселокӗнче пӗр ҫуртра икӗ ҫын виллине тупнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 57-ри арӑмӗпе 64 ҫулти упӑшки сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кӑмака пӑрахӗ пӑрланса ларнӑ-мӗн.
Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрлӗ экспертиза тӑвӗҫ.
Паян ирхи 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Кӑшмаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пушарта 53 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ведомство ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.
Шупашкарта хӗр чутах тротуарпа пыракан каччӑ ҫине ӳкмен. Хӗр 8-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл, телее, кӗрт ҫине ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӑнне ҫухатман, чӗрех пулнӑ.
Ку пӑтӑрмах Ярославль урамӗнчи 72-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӳкнӗ саманта хыпара илнӗ ҫӑлкуҫра пӑхма пулать.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Ку "Лакрей вӑрманӗ" чарӑну патӗнче пулнӑ. Инкеке курнӑ ҫын "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, салонран 20 ҫынран кая мар тухнӑ.
Салона шӑршӑ тухнине, унтан тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑннине пассажирсем курнӑ. Водитель алӑка уҫса пассажирсене тухма ыйтнӑ. Хӑй вара огнетушитель илсе ҫулӑма сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |