Канаш районӗнче пурӑнакан 60 ҫулти арҫын нумаях пулмасть больницӑна лекнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл пӗр ялта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма банк карттине вӑхӑтлӑха шанса панӑ, унпа вӑл хӑйӗн валли апат-ҫимӗҫ туянма ыйтнӑ.
Арҫын больницӑра сипленнӗ чухне унӑн картти ҫинчен 80 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Ҫавна вӑл кайран ҫеҫ пӗлнӗ-ха. Асӑннӑ суммӑран ҫуррине банкоматсенче илнӗ, ыттине тӗрлӗ лавккара тавар туянса пӗтернӗ.
31 ҫулти хӗрарӑм хӑй тытнине йышӑнасшӑн пулман-ха, анчах йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене тишкернӗ. Ҫын укҫине хапсӑнакан тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар ҫынни ӑратлӑ йытӑ ҫури туянма ӗмӗтленнӗ. Шпиц ӑратлӑ йытӑ ҫурине сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ хыҫҫӑн вӑл тӳрех сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Тавар сутаканни хӗр иккен.
Сутуҫӑ йытӑ ҫуришӗн малтанласа 6500 тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Тепӗр 8500 тенкине кайран, ҫурана ятарлӑ служба урлӑ ҫитерсе панӑ хыҫҫӑн, тӳлемелле тесе ӗнентернӗ.
Шупашкар ҫынни укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн тавар сутакан ҫухалнӑ.
Улталаннӑ арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 25 ҫулти хӗре тытса чарнӑ. Вӑл ҫынсене унччен те ҫавӑн пек майпа улталаса пурӑннӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа явап та тыттарнӑ. Вӑл вара пӗрре тӑнӑ ҫул ҫинчен пӑрӑнма шутламан.
Паян Шупашкарта троллейбус хыпса илнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспортра вут-ҫулӑм 15 сехет тӗлӗнче хыпса илнӗ.
Троллейбус хулари Иван Яковлев проспекчӗпе пынӑ. Чукун ҫул вокзалӗпе Пичет ҫурчӗ хушшинче троллейбус водитель кабининче ҫунма пуҫланӑ. Унтан пушар кабинӑран салона хӑвӑрт куҫнӑ.
Кӳкеҫре йывӑр тиевлӗ машина аварие лекнӗ. Вӑл хӑвӑрт хыпса илекен шӗвек илсе пынӑ.
Ку паян 11 сехет те 50 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина тепӗр транспортпа ҫапӑнас мар тесе кювета тухса кайнӑ.
Машинӑн пички кювета чӑмса картана лапчӑтнӑ. Юрать, техногенлӑ инкек пулман.
Паян ирхи 4 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче Мускавран Шупашкара килекен автобус аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ та йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн грузовик автобуса пырса тӑрӑннӑ.
Салонра 48 ҫын пулнӑ. 4 арҫын тата 1 хӗрарӑм аманнӑ. Вӗсене Лысковӑри пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Авари хыҫҫӑн ҫула май каякан водительсем пулӑшу сӗннӗ, пассжирсене лартса кайнӑ.
Мари Элте виҫӗ пулӑҫ пӑр айне анса кайнӑ. Вӗсем - Чӑваш Енрен.
Ку пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Телее, пулӑҫсем чӗрӗ юлнӑ. Вӗсем шывран хӑйсемех тухнӑ. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Сӑмах май, Мари Элте кӑҫал ҫынсем пӑр айне анса кайнӑ пӗрремӗш тӗслӗх пулнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пулӑҫ пулла кайсан ҫухалнӑ. Кайран унӑн виллине тупнӑ.
Паян 15 сехет тӗлне М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнче, икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Ҫав йышра - икӗ ача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" водителӗ, 38 ҫулти арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Лада Грантӑпа" ҫапӑннӑ. Арҫын авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Иномаркӑри 35 ҫулти хӗрарӑм, 11-ти хӗрачапа 10-ри арҫын ача аманнӑ. "Лада Грантан" 27 ҫулти водителӗ тата 24-ри пассажирка суранланнӑ.
Вӑрнар районӗнче пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ. Икӗ эрне каяллах. Вӑл ӑҫтине ҫывӑх ҫыннисем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «ЛизаАлерт» шырав отрячӗ шырама тытӑннӑ.
41 ҫулти Наталья Костяковӑна хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, Мускавра та шыраҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн ҫумӗнче икӗ спорт сумки пулнӑ.
Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗри пӗлтӗрхи ҫулла кабель ҫухатнӑ. Асӑннӑ организаци Ярмарка урамӗнчи пӗр ҫуртра отделка ӗҫӗпе аппаланнӑ. Стройматериала ӗҫ хыҫҫӑн хваттерте хӑварнӑ, хваттере питӗрсе илнӗ, уҫҫине подъездри сейфа хунӑ. Апла пулин те унти пурлӑх — 400 метр тӑршшӗ кабель — ҫухалнӑ.
Вӑрӑсем сейфа ватса уҫҫа кӑларса илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тупса палӑртнӑ. Вӑл стройорганизацире тӑрӑшакан рабочисенчен пӗри пулнӑ. Тутарстанри 50 ҫулти арҫын тата унӑн Пермь тӑрӑхӗнчи пӗлӗшӗ вӑрланӑ. Ҫав укҫапа вӗсем эрех туянса ӗҫнӗ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Буинск ялӗнче 47 ҫулти арҫынна пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе маларах пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче арҫын пӗрле пурӑннӑ, хӑйӗнчен виҫӗ ҫул аслӑрах хӗрарӑма кӗвӗҫнипе хӗненӗ. Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӗленчепе те ҫапса пӗтернӗ.
Йывӑр суранланнӑ хӗрарӑм тепӗр кунхине куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |