Шупашкар хулинче пурӑнакан темиҫе ватӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Хайхисене тӑванӗсем пӑтӑрмаха лекнӗ, вӗсене пулӑшас тесен укҫа кирлӗ тесе телефонпа хӑратнӑ. Ҫапла майпа 62 ҫултан пуҫласа 85 ҫулсенчи 5 ватӑ улталаннӑ. Унтан вӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
80-ри кинемей, сӑмахран, курьера 500 пин тенкӗ тыттарнӑ янӑ. Ӑна хӗрӗ машинӑпа инкеке лекнӗ, пуҫиле майпа явап тыттарасран укҫа парсан ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
Ҫавӑн пек меслетпе ватӑсене 900 пин тенкӗлӗх улталанӑ.
Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен 24 ҫулти каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх пӗлнӗ. Укҫан 10 процентне вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ, ыттине «ӗҫпе тивӗҫтерекенсене» куҫарса панӑ.
Паян Шупашкарта Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вӑйлӑ пушар пулнӑ. Унта 3 пӳлӗмлӗ хваттер, распашонка, ҫуннӑ.
Пушар 6-мӗш хутри хваттерте тухнӑ. Ҫулӑм ҫӳлти хваттер ҫине те куҫнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче ҫывӑхри ҫулпа транспорта ытлах ҫӳреттермен. Вырӑнта пушарнӑйсем, полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такамсем унӑн банкри укҫине хапсӑннине пӗлтернӗ. Ватӑскере кун пирки никама та калама хушман.
Палламан ҫын хӗрарӑма банкри укҫине илсе урӑх счетсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм 10 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Кунпа кӑна ҫырлахман ултавҫӑсем. Хӗрарӑмӑн хваттерне салук хурса такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Ӑна хваттере часрах йӳнӗрехпе сутса укҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тепӗр 3 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине 3 эрнерен кӑна ӑнланнӑ.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ.
Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш.
Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакансем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ ҫӗркаҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫутӑ 21 сехет те 2 минутра сӳнсе ларнӑ. Тепӗр сехетрен те ҫутӑ пулман.
Сӑмах май каласан, хулара ҫутӑ сӳнсе ларсан
8 (8352) 58-01-28, 58-03-01 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ номерсем Шупашкар хулин электросечӗн хӗрӳ линийӗ шутланаҫҫӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта автобус инкеке лекнӗ.
Хулара 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Toyota Land Cruiser» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкек Машина тӑвакансен проездӗнче, машинӑсене ҫумалли вырӑнтан инҫех мар тӗлте, пулса иртнӗ. Автобус Ленинла Комсомол урамӗ еннелле кайма тухнӑ.
Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче вӑхӑтлӑха пӑкӑ йӗркеленнӗ.
Йӗпреҫ поселокӗнчи 30 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Вӑ этем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне темиҫе хутчен те хӗненӗ. Тапса-ҫапса пӗтернӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман — кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулса иртнӗ. Арҫынна 3,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ.
Паян Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки ирхи 4 сехетре хыпарланӑ.
Пушар пӗр пӳлӗмре тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пӳлӗм хуҫине, 51 ҫулти арҫынна, тата унӑн 22 ҫулти кӳршине пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
Аса илтерер: ҫак общежитире 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче те пушар пулнӑ. Ун чухне 7-мӗш хутри пӳлӗм ҫуннӑ. Сӑлтавӗ каллех пирус асӑрханмасӑр туртни пулнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 25 минутра Канашра «Киа Спортаге» йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Ку авари Фрунзе урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи водитель руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Шел те, иномарка водителӗ вилнӗ. Унӑн чӗри пульницӑра тапма пӑрахнӑ.
Халӗ патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре кроссовер кӗпер ҫинчен вирхӗнсе аннӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ.
Аманнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тасатмаҫҫӗ. Районти ытти ҫул тӗлӗшпе те ҫӑхавсем килеҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |