Берлинти Dom Aquaree отельти тӗнчери чи пысӑк AquaDom цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 1 млн литр пулнӑ, унта 1,5 пин пулӑ пурӑннӑ.
Der Spiegel пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула икӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсене госпитализациленӗ. Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ.
Халӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнче ҫӑлав службисем ӗҫлеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле вӗсен йышӗ 100 ҫынна яхӑн. AquaDom-а 2003 ҫулта уҫнӑ, проект хакӗ — €12,8 млн. Аквариум ҫӳллӗшӗ 16 метр, диаметрӗ — 11,5 метр. Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ.
Паян 17 сехетре Красноармейски тата Элӗк районӗсен чиккинче, "Сӑр - Шупашкар" ҫул ҫинче, авари пулнӑ: ҫӑмӑл машина васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Шкодӑпа" пынӑ хӗрарӑм руле итлеттереймен - хирӗҫ килекен васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ. Медпулӑшу машини аяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Икӗ медик суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Иномарка водитель вилнӗ. Ҫак хӗрарӑм кам пулнине хальлӗхе палӑртман.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр предприятири арманта рабочие ток ҫапнӑ.
Унта пӗр арҫын ҫӑнӑх миххине ҫӗлессишӗн явапли пулнӑ. Аппаратчик должноҫӗнче тӑрӑшаканскер ӗҫе электричество оборудованийӗпе пурнӑҫланӑ. Анчах ҫав хатӗр патне пыракан ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Ток ҫапнӑ арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн 77 ҫулти арҫын, техника директорӗ, яваплӑ пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав этем хӑйӗн тивӗҫне ҫителӗклӗ пурнӑҫламан. Ӗҫри инкекшӗн техника директорне суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.
Шупашкарта ҫынсем газпа наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ав раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тепӗр тӗслӗх пулнӑ.
Хальхинче – Карл Маркс урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра. 41 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 12-ри ачи газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Пациентсен сывлӑхӗ йывӑр.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Кривов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра тата Энтузиастсен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче ҫынсем газпа наркӑмӑшланнӑ. Кривов урамӗнче пурӑнакан ҫемьере 8 ҫулти арҫын ача вилнӗ.
Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Етӗрне районӗн администрацийӗ подряд организацийӗпе коммуналлӑ каяшсен свалкине рекультивацилеме килӗшӳ тунӑ.
Ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне подряд организацийӗ йӳнӗрех материалсемпе усӑ курнӑ. Ӗҫе йышӑннӑ чухне вара урӑхла кӑтартнӑ. Ҫавна пӗлсе тӑрсах пуҫлӑхӑн заместителӗ документсене алӑ пусса панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн бюджетран укҫа куҫарса панӑ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Арлашкин урамӗнчи кирпӗч-йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ.
Шел те, вилесӗр пулман. Пушара сӳнтернӗ хуҫҫӑн 1974 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ.
Ҫулӑм йывӑҫа, хуралтӑ таврашӗсене тӗп тунӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Етӗрне районӗнче пушар пулнӑ. Унта 3 ҫын ҫунса вилнӗ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ.
Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ.
Ҫак эрнере Шупашкарти 4-мӗш лицей умӗнче пӗр арҫын ача ҫумне ҫулӑхнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 36 ҫулта, Шупашкартан. Управлени сайтӗнче унтан ытла нимӗн те пӗлтермен.
«Ҫыхӑнура» форумра вара Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӗр арҫын хӗрарӑмсем ҫумне унччен те ҫулӑхнине, вӗсене хӗненине пӗлтернӗ. Арҫын амӑшӗпе пурӑнать, ӑна амӑшӗ хӳтӗлет тесе хыпарланӑ. Арҫын пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернин усси пулман имӗш.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта паллӑ мар пӗр арҫын хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах хулари 4-мӗш лицей умӗнче (вӑл хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ) пулса иртнӗ.
Видео тӑрӑх хакласан, ирхи 8 сехет те 18 минут тӗлӗнче вӗренӳ учрежденийӗн Чернышевский урамӗнчи 1-мӗш корпусӗ патӗнче пӗр хӗрача хыҫҫӑн хура тӗслӗ, шурӑ йӗрлӗ куртка тӑхӑннӑ арҫын утса пырать. Хӗрача шкула кӗрсе каяс умӗн вӑл ӑна айккинелле илсе каять. Унтан вӑл ӑна ыталама хӑтланать, аллине хӗрачан куртки ӑшне чиксе ярать. Кайран вӑл ҫаврӑнса утать, васкамасӑр шкул картишӗнчен тухса каять.
Чӑваш Енри пысӑк пуҫлӑх ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кӑҫал вӑл Шупашкарти Кадет корпусӗнчен вӗренсе тухнӑ иккен. Видео вара тӗнче тетелӗнче халӗ сарӑлнӑ.
Каччӑ шкулти географи учительне кӳреннӗ. Вӗрентекен такси тытса килне кайнӑ чухне каччӑ ун хыҫҫӑн «Ниссан» машинӑпа йӗрлесе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл учителе кӳрентермелле сӑмахсемпе перкелешсе пынӑ. Ҫавна видео ҫине ӳкерсе илнӗ.
Учитель пирки каччӑ: «Ҫӗршыври чи аскӑн хӗрарӑм», «Ӑна машинӑпа турттарса ҫӳреме унӑн арҫын та ҫук вӗт», — йышши сӑмахсемпе хурласа пынӑ.
Ҫав каччӑн ашшӗ Чӑваш Енри Кадастр палатин филиалне ертсе пырать-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |