Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать.
Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен.
Чантӑрта пурӑнакан пӗр ҫын хула ҫӗрне ярса илнӗ. Вӑл хӑйӗн саккунлӑ чиккине пӑсса профильлӗ тимӗртен карта тытса ҫавӑрнӑ, ҫӗр лаптӑкне унчченхи 400 тӑваткал метр вырӑнне 466 тӑваткал метра ҫитернӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗнчи сучӗ муниципалитет ҫӗрне 30 кунта тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ.
Арҫын суд йышӑнӑвне пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын тимӗр картана сӳтсе ҫӗнӗрен тытнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан пӗр вӑйпиттин ҫак кунсенче чикӗ леш енне тухса каяс килнӗ. Анчах ҫавӑн пек тума ӑна банк умӗнчи парӑм кансӗрленӗ.
84 пин тенкӗ пысӑк суммах та мар та, ҫапах та арҫын ӑна тӳлеме васкаман. Суд приставӗ явап тыттарассипе темиҫе хутчен хӑратни те пулӑшман.
Нумаях пулмасть суд приставӗ арҫынна чикӗ леш тухса каймалла мар туса хунӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн парӑмлӑ арҫын банкран илнӗ кивҫене те, парӑма шыраса илессипе ӗҫленишӗн илекен 5 пин тӳлеве те йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче арӑмӗпе упӑшки авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана тухса кайнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем йыттине те ертсе кайнӑ. «Полярная Звезда» посёлок патӗнчен вӑрмана кӗрсе кайнӑскерсенчен пӗри (арҫынӗ) килне кайнӑ, хӗрарӑм вӑрмантах тӑрса юлнӑ.
Кӑштахран йытӑ киле таврӑннӑ, хӗрарӑм — ҫук. Ҫавна кура арҫын пӑлханма тытӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑма шырама ял ҫыннисем, йӗрке хуралҫисем, вӑрманта ӗҫлекенсем, кӳршӗллӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи нимеҫӗсем тухнӑ. Пурӗ 50-а яхӑн ҫын ура ҫине тӑнӑ. Квадрокоптерпа та усӑ курнӑ.
Хӗрарӑма темиҫе ушкӑна пайланса шыранӑ. Ӑна тепӗр кунхине ҫеҫ, 17 сехет тӗлӗнче, тупнӑ. Хӗрарӑм машинӑсем кӑшкӑртнӑ сасӑпа вӑрман хӗрне тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски ялӗнчи «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑра бензовоз ҫунма тытӑннӑ. Вӑл дизель топливине упрамалли резервуарсемпе ҫумӑн пулнӑ.
Пушара икӗ техника, тӑватӑ ҫын сӳнтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах парӑнтарнӑ: 7 минутран бензовоз ҫунма пӑрахнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗ ҫывӑхӗнче 12 сехетре васкавлӑ медпулӑшу аварие лекнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Иртсе пыракансем ҫакна видео ҫине ӳкернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫул хӗрринче ларнӑ. Инҫех мар – ҫӑмӑл машина.
«Эпир иртсе кайнӑ чухне унта 3 тухтӑрччӗ. Вӗсенчен пӗри макӑратчӗ, тепри пуҫӗнчен аллипе тытнӑччӗ», — пӗлтернӗ «Про Города» халӑх корреспонденчӗ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи станцире пуйӑс ҫунма пуҫланӑ, пӗр вакунра ҫулӑм тухнӑ.
"Мускав - Шупашкар" локомотива 15 вакун кӗнӗ, унта 293 пассажир пулнӑ. Пушара локомотив бригади сӳнтернӗ. Никам та шар курман.
Пушара пула пуйӑс 1 сехет те 17 минут тытӑнса тӑнӑ. Ӑна тепӗр пуйӑс тапранса каймалли вырӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ транспорт прокуратури пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 25-ри хӗрарӑм амӑшне вӗлерме тӑнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехетре хайхискерпе 48 ҫулти амӑшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Пӑтӑрмах хулари Граждан урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пулса иртнӗ. Тарӑхса кайнӑ хӗрӗ алла ҫӗҫӗ ярса илсе амӑшне хырӑмӗнчен тата ҫурӑмӗнчен 7 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан вӑл килӗнчен тухса утнӑ.
Суранланнӑ хӗрарӑм хваттертен тухма пултарнӑ, унтан вӑл кӳршисенчен пулӑшу ыйтнӑ, лешсем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Амӑшӗпе хирӗҫнӗ хыҫҫӑн 25-ри хӗр хулари кафесенчен пӗрне кайнӑ, унта пынисемпе хирӗҫме тытӑннӑ. Унтан ӑна йӗрке хуралҫисем тытса кайнӑ.
Хӗре хальлӗхе психиатри больницине вырнаҫтарнӑ. Амӑшне вӗлерме тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Куславкка районӗнче, М-7 ҫул ҫинче, фурӑпа ГАЗ машина ҫапӑннӑ. Шел те, ГАЗель водителӗ, 35 ҫулти арҫын, ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл Хусан ҫынни пулнӑ.
Фура рулӗ умӗнче 36 ҫулти Дагестан ҫынни ларнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Мазда» автомобиль хулари Дзержинский урамӗнчи йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. Инкекре никам та шар курман имӗш. Кун пирки «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхсен хули) проектра пӗлтернӗ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Рено» водителӗ малтан сылтӑм енчен сулахаялла пӑрӑнма тӑнӑ. «Мазда» машина водителӗ «Ренопа» пырса ҫапӑнас мар тесе тротуар ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Ҫыхӑнура» формура пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекчен пӗр-икӗ ҫеккунт маларах «Мазда» водителӗ анлӑ сарлака йӗре пӑхмасӑр малалла вӗҫтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |