Паян ирхине Кӳкеҫпе Апаш хушшинче, Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель «зебра» умӗнче чарӑннӑ. Хыҫалта пыракан «Шевроле» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире «Шевроле» водителӗ вилнӗ. Вӑл 34 ҫулта пулнӑ. 32 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварире вилнӗ водитель Ҫӗрпӳ район хаҫачӗн водителӗ пулнӑ. Унӑн икӗ пӗчӗк ачи юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Атӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран тухнӑ. Пушар стенана сиенлетнӗ.
Ҫак ялти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗ мар. Вӑл 1979 ҫултах хута янӑскер.
Кӑҫал ҫулла ЧР Сывлӑх министерстви ҫак ФАПа юсаса ҫӗнетессине пӗлтернӗ. Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта каллех 33-мӗш автобус ҫуннӑ. Хальхинче ку Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.
Автобус ирхи 8 сехет те 25 минутра ҫунма тытӑннӑ. Салонра ун чухне пассажирсем пулман, водитель автопарка кайма тухнӑ. Ҫулӑм двигателе сиенлетнӗ. Автобус мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗнче, Шупашкарта 33-мӗш автобус ҫунса кайнӑччӗ. Инкек Мир проспектӗнче пулнӑччӗ. Салонри пассажирсем урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Хулан 108-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ май янӑ салют вӑхӑтӗнче Кызылра пӗр пайӗ тӳпенелле мар, хула ҫыннисен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ. Пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем хӑйсен видеосене авӑнӑн 10-мӗшӗнче халӑх тетелӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫинче фейерверксем тӳрех асфальт ҫине ӳкнине асӑрхама пулать.
Тыва Республикин Пуҫлӑхӗ Владислав Ховалыг палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ службӑсем пурте пӑтӑрмах мӗнле сӑлтавсене пула тухнине тишкереҫҫӗ. «Лару-тӑрӑва хам тӗрӗслесе тӑратӑп. Подрядчик хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманни ҫиеле тухсан, унӑн саккуна пӑхӑнса ҫирӗп явап тытма тивӗ», — палӑртнӑ вӑл.
Ҫавӑн пекех Владислав Ховалыг шар курнисем пирки пӗлтернӗ, вӗсене халӗ пулӑшу параҫҫӗ. Сайзан Товуу ача-пӑча омбудсменӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула ҫул ҫитмен виҫӗ ача шар курнӑ.
Авӑрланма лартнӑ Redmi 6A смартфон сирпӗнсе хӑйӗн хуҫине вӗлернӗ. Пӑтӑрмах Индире пулса иртнӗ.
Хӗрарӑм ҫывӑрма выртнӑ та телефонне авӑрлама минтер ҫине хунӑ, тахӑш самантра вӑл унӑн пуҫӗпе юнашар сирпӗннӗ. Шар курнӑ хӗрарӑм йывӑр сурансене пула вилнӗ, унӑн юнланса пӗтнӗ виллине тӑванӗсем тупнӑ.
Вилнӗскер паллӑ видеоблогерӑн тӑванӗ пулнӑ, пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки лешӗ халӑх тетелӗсенче каласа кӑтартнӑ. Арҫын палӑртнӑ тӑрӑх пӗтӗм айӑп смартфона туса кӑларакан ҫинче.
Компанин вырӑнти уйрӑмӗ пӑтӑрмах пирки хурав панӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗне пула сиксе тухнине тишкереҫҫӗ.
Паян 8 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче икӗ шурӑ машина ҫапӑннӑ. Аварире 9 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Опель» машинӑн рулӗ умӗнче 34 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Хендай» машинӑна ҫул паман. Икӗ машина пырса тӑрӑннӑ.
9 ҫулти хӗрача хӗрарӑмпа пӗр машинӑра пулнӑ. Аварире вӑл купарча шӑммине хуҫнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр автобус инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 6 пассажир, ҫав шутра ҫул ҫитмен 2 ача, аманнӑ.
Инкек каҫхи 8 сехет ҫурӑ иртсен пулса иртнӗ. Энтузиастсен урамӗпе Никольский проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта «Ford Tranzit» микроавтобус (руле 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ) светофорӑн чару ҫутине пӑхмасӑр ҫулпа вӗҫтернӗ. Пассажирсене 44-мӗш маршрутпа турттаракан транспорт «BMW» ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре 6 пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарти пӗр общежитире 40 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна вӗлерни паллӑ пулнӑран кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, арҫынна авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине вӗлернӗ. Ӑна ӳсӗр пӗлӗшӗ тапӑннӑ, мӑйӗнчен кӑранташпа икӗ хутчен чикнӗ. Ҫапла вӑл юн тымарне лектернӗ. 40 ҫулти арҫын ҫак сурана пула вилнӗ.
Лешӗ вара преступлени вырӑнӗнчен тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем хӑвӑртах тытса чарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм ҫынна 105 хутран кая ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, унсӑр пуҫне вӑл 20 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах хӗрарӑмӑн килӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскер пӗрле пурӑнакан 56 ҫулти арҫынпа тем пайлайман-ҫке — хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ унчченхи сурана пула хирӗҫ тӑрайман, хӑйне ниепле те хӳтӗленеймен.
Шар курнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах ӑна ҫӑлса хӑварма май килмен. Тепӗр кунне вӑл реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑм судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен. Ватлӑх ҫулӗсене вӑл кирпӗч шутласа ирттерӗ — тӗпчевӗҫсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Паян Вӑрнарта аш-какай комбиначӗ ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пушар тухни пирки паян ирхи 8 сехет те 50 минутра хыпарланӑ. Вӑрнар поселокӗнчи Карл Маркс урамӗнчи 54-мӗш ҫуртран инҫех мар вырнаҫнӑ комбинатра ҫулӑм тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнта пушарнӑйсем ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |