Элӗк районӗнчи Анатри Хурасанти арҫын почтальона вӗлернӗ те унӑн укҫине пуҫтарса чикнӗ.
Хӗрарӑм ҫухалнӑ хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӑл пӗрмай пӗр арҫынпа калаҫнине палӑртнӑ. Хӑй ҫуралнӑ кун та ҫав ҫынпа калаҫнӑ иккен. Анчах 51 ҫулти арҫын туннӑ, эп ӑна пӗр ялтан тепӗр яла ҫитерсе ятӑм ҫеҫ тесе турткаланнӑ.
Тӗрӗссипе, иикӗш хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна кӗленчепе пуҫӗнчен ҫапнӑ, хӗрарӑм тӗнне ҫухатнӑ. Унтан ӑна машинӑран туртса кӑларнӑ та пӑвса вӗлернӗ. Вилене вӑрманти ҫырмана пенӗ, ҫулҫӑпа тата туратпа хупланӑ. Машинӑра хӗрарӑмӑн сумки тӑрса юлнӑ, унта ялти ватӑсене памалли 200 пин тенкӗ пулнӑ. Ӑна арҫын кӑларса илнӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пульницӑна икӗ ача лекнӗ. Вӗсем Вутланти шкулта вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем хӑйсене япӑх туйнӑ, вар пӑсӑлнине, ӑш пӑтраннине пӗлтернӗ. Вӗсене пульницӑна вырттарнӑ. Ҫавӑн пек нушаланакансем татах пулнӑ. Темиҫе ача тата шкулта ӗҫлекенсем. Вӗсем килте сипленеҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑй апачӗпе наркӑмӑшланнӑ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче ҫӗкленекен элита ҫуртра инкек пулнӑ. 23 ҫулти рабочи 11 тата, 12-мӗш хушшинчи урая тунӑ хыҫҫӑн картламан лифт шахтине ӳкнӗ. Вӑл суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫынна йӗркене пӑхӑнса илмен, инструктажсем ирттермен. Яваплӑ ҫын лифт шахтине картлассине сӑнаса тӑман. Инкек сӑлтавӗ урӑххи те пулма пултарнӑ: арҫын напарникӗпе ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ.
Шупашкарти пӗр водитель машинӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Хулари Ленин районӗн сучӗ 36 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 264.3-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн водитель правине пӗрре туртса илнӗ, вӑл пӗрех каллех руль умне ларнӑ. «Skoda Octavia» автомобильпе вӑл хула тӑрӑх пынӑ, ӑна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ.
Йӗркене пӑсакан водителе суд 280 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма, 2 ҫул руль умне ларма чарнӑ. «Skoda Octavia» автомобиле конфискациленӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Пысӑк Хирлеп ялӗнчи арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн. Ку статьяпа ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн суд тӑваҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫса кайнӑ. Харкашӑвӗ хӗрарӑм эрех ӗҫме юратнишӗн сиксе тухнӑ. Тарӑхса ҫитне арҫын ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 16-ри геймер улталаннӑ. Яш хӑйне аслисем ҫуралнӑ кунта парнеленӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах пирки яш раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӑл компьютер вӑййине выляма юратнӑ. Мессенджерсенчен пӗринчи чатра хайхи администраторпа калаҫса кӗрсе кайнӑ.
Лешӗ унран малтан 700 тенкӗ ыйтнӑ, унтан — 1 тенкӗ, кайран — 2 пин тенкӗ. Ача онлайн-укҫӑллӑ пулайман, хӑйӗн пуррине вара ҫухатнӑ. Бот ултавҫӑ пулнине вӑл хӑйӗнчен тата тепӗр 5 пин тенкӗ ыйтсан ҫеҫ ӑнланса илнӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленность урамӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ирхи 6 сехетре «Шевроле Нива» ҫӑмӑл машина 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах вӑл унта куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Руль умӗнчи 47 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ.
Вӑрмар тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан харӑсах темиҫе ҫын ултавҫӑсен капкӑнне лекнӗ.
Ҫав ял ҫыннисенчен пӗри, вахтӑпа республика тулашӗнче тӑрӑшакан 49 ҫулти арҫын, укҫана инвастици компанине хывса пуяс тенӗ. Кӑштахран ултавҫӑсем ӑна поручительсем тупса пама ыйтнӑ. Ун пек тусан тупӑш ӳсӗ тесе ӗнентернӗ. Ют ҫынсен телефонӗпе уса курса хайхи этем 1,7 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ те такамсене куҫарса панӑ.
Ҫапла вара арҫын пӗрре хӑй шар курнӑ, тепре ҫынсене улталанӑшӑн явап тытӗ.
Шупашкарта пурӑнакансене реклама баннерӗсем килӗшмен. Кун пирки Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ.
Хулари Марков урамӗнче пурӑнакансем картлашкапа анса хӑварнӑ чухне реклама баннерӗсем кансӗрленине систернӗ. Вӗсем анса хӑпаракансене чӑрмантараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене илсе пеме ыйтнӑ.
Сӑмах 8-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе ача пахчи хушшинчи тимӗр картлашка пирки пырать иккен. Шӑпах ҫавӑн ҫине реклама баннерӗ вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсене пуҫтарса илнӗ.
2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьел пульницин пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ ватӑ пациента Шупашкара харпӑр клиникӑна МРТ тума илсе килнӗ. Пациентӑн вара электрокардиостимуляор пулнӑ, унпа вара МРТ тума юрамасть. Процедура вӑхӑтӗнче ватӑскер сывлама пӑрахнӑ.
Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла суд пациентӑн арӑмне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе район пульницинчен 500 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Палӑртмалла: ҫак тухтӑр унччен медпулӑшу панӑ чухне ҫынна асӑрханмасӑр вӗлӗрнӗшӗн айӑпланнӑ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |