Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 19 сехет те 40 минутра ҫӑлав службине Муркаш муниципаллӑ округӗнче арҫын нӳхрепре тӑпра айне пулни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Вӗсем ҫакӑнса тӑракан конструкцисене илсе стенана ҫирӗплетсе арҫынна чавса кӑларнӑ. Анчах ҫав тӗле вӑл сывлама пӑрахнӑ.
Паян шыв ҫинче тепӗр инкек пулнӑ. Каллех ача путса вилнӗ.
Ку инкек Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Уйкас Асламас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Вести Ядринского района» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан кӗлеткине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Арҫын ача 14 ҫулта пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑрӑшлӑх ращинчи 6-мӗш рортӑн Астӑвӑм аллейинче пӗр десантник портретне ватнӑ тесе халӑх тетелӗнче маларах пӗлтернӗччӗ-ха.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ те портрета ҫын сиенлеменнине палӑртнӑ. Пластикран хатӗрленӗ портрет вӑйлӑ ҫилпе япӑхнӑ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӑна ращӑра ӗҫлекен хӗрарӑм юсама хӑтланнӑ, анчах май килмен. Халӗ плаката юсама илсе кайнӑ. Ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ӑна каялла вырнаҫтарса хурӗҫ.
Паян 16 сехет тӗлӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ.
Унӑн виллине ҫыран хӗррине ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 25 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем.
Паян 16 сехет тӗлӗнче тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинче, Чӑваш Ен чиккинчен инҫех мар, авари пулнӑ. Пӗр машини - чӑваш номерӗллӗ.
Унта ГАЗель тата БМВ ҫапӑннӑ. Иномарка - Чӑваш Енри. Машинӑсем вӑйлах ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире икӗ ҫын вилнӗ. Пӗри - иномаркӑри хӗрарӑм, тепри - ГАЗельти пассажир.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын амӑшне вӗлернӗ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Амӑшӗпе харкашма тытӑннӑ. 58 ҫулти хӗрарӑма вӑйпитти этем хытах хӗнесе пӗтернӗ. Шар курнине пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах вӑл унта реанимаци уйрӑмӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Усал арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа суд 7 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Ҫӗн Шупашкарти карас ҫыхӑнӑвн салонне пӗри вӑрӑ шухӑшӗпе пырса каӗнӗ. Вӑл сутуҫӑна карас телефонне кӑтартма ыйтнӑ.
Ҫамрӑк ҫын 25 пин тенкӗ тӑракан смартфон алла кӗрсен унпа лавккаран тухса тарнӑ.
Пӑтӑрмах пирки сутуҫӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӗсем вӑрра 8 минутран тытса чарнӑ. Вӑл юнашар урамра пулнӑ. Телефон та ун ҫумӗнче пулнӑ.
Паян ҫӑлав службине Ҫӗрпӳ округӗнче ҫын путса вилни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. «Асамат» турбаза ҫывӑхӗнчи пӗвере, Ҫӗньялта, 41 ҫулти хӗрарӑм шыв айне кайнӑ. Вӑл Красноармейски округӗнчен пулнӑ.
Ҫак инкеке курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм кимӗпе ярӑннӑ, ҫаврӑнса ӳксен вӑл шыв айне кайнӑ та тухман. Унӑн виллине водолазсем шыраҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 27 ҫын путнӑ. Ҫав йышра - 3 ача.
Мускав тӑрӑхӗнчи Одинцово хулинче Чӑваш Ен арҫынни ҫавӑнта пурӑнакан ҫыннӑн сумкине вӑрланӑ. Унта 1,5 миллион тенкӗ укҫа пулнӑ.
Шар курни, 23 ҫулти каччӑ, йӗрке хуралҫине пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн сумкине Чистякова урамӗнчи ҫурт умӗнчи сак ҫинче лартса хӑварнӑ, хӑй йӑпӑртлӑха айккине пӑрӑннӑ. Каялла таврӑнсан сумка пулман.
Видеокамера тӑрӑх вӑрра, 57 ҫулти арҫынна (вӑл Чӑваш Енрен пулнӑ), часах тупса палӑртнӑ. Вӑл сак ҫинчи спорт сумкине асӑрханӑ та ӑна йӑтиса кайнӑ. Сумкӑри 15 миллион тенкӗрен 717 пин тенкине каччӑна тавӑрса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче инкек пулса иртнӗ. «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулӑн 78-мӗш километрӗнче 8 сехет те 30 минутра «Мицубиси Лансер» автомобиль груз турттаракан «Рено» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Рено» рулӗ умӗнче Дагестан ҫынни пулнӑ.
Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн машинӑсем ҫул айккине кӗрсе кайнӑ, хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри 59 ҫулти водитель, Шупашкар арҫынни, инкек вырӑнӗнчех вилнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Водителе ҫав вӑхӑтра япӑх пулса кайма пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |