Красноармейски округӗнчи Ҫӗньял Чуракассинче 59 ҫулти арҫын 3 кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тупнӑ. Тӗрӗсрех каласан, унӑн виллине тупнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 14 сехетре Ҫӗньял Чуракасси ҫывӑхӗнчи пӗверен унӑн виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Аса илтерер: ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче 52 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тупнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 15 ҫын путса вилнӗ, ҫав йышран 13-шӗ – ҫӗртме уйӑхӗнче. Вӗсен йышӗнче – 3 ача.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Колешша ялӗнче пурӑнакан ҫынна кӳршине кӳрентерсе пӗтернӗшӗн явап тыттарнӑ. Ӑна суд штрафланӑ.
Ял ҫынни пӑтӑрмах пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн унтисем тӗрӗслев ирттернӗ. Колешша ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗр ирхине, чӑн та, хӑйӗн кӳршине килӗшӳсӗр сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернине палӑртнӑ. Лешӗ ҫавна телефон камери ҫине ӳкерсе илнӗ.
Чӗлхене ирӗке янӑшӑн арҫынна суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енри пӗр ялта пурӑнакан арҫын утӑ ҫулма тухса граната курнӑ. Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан ҫын хӑй асӑрханӑ япала пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Вырӑна Росгвардин ОМОН ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Граната вӗренмеллискер пулнӑ иккен.
Граната хӑҫантанпа унта выртнине калама йывӑр, вӑл тутӑхма ӗлкӗрнӗ.
Йӗрке хуралҫисем ун пек япалана курсан тӳрех хӑйсене систерме сӗнеҫҫӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла Шупашкарти Алькеш поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, ҫуртӑн шалти отделкине, гаража сиенлетнӗ.
Пушарта 1993 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 689 пушар пулнӑ. Вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. 94 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче «Хусан — Канаш» пуйӑсра Тутарстанри пӗр хӗрарӑм пуҫтахланма тапранса кайнӑ.
Вӑл эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те пассажирсем ҫумне ҫулӑхнӑ. Билет кассирӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен. Унран та ытларах: ӳсӗр хӗрарӑм кассир ҫине алӑ ҫӗкленӗ.
Кибеч станцийӗнче хӗрарӑм стоп-крана туртса антарнӑ.
Чӑркӑш хӗрарӑма транспорт полицейскийӗсем тытса чарнӑ. 47 ҫулти хӗрарӑма ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш округӗнчи Вырӑскас Пикших ялӗнчи пушарта 37 ҫулти арҫын вилнӗ. Унта йывӑҫ ҫурт каҫхи 5 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухни хальлӗхе паллӑ мар.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 686 пушар тухнӑ. Ҫав пушарсенче 34 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. Ҫулӑмран 93 ҫынна ҫӑлма май килсен.
Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Ку инкек иртнӗ эрнере пулнӑ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 52 ҫулти арҫын пӗвере шыва кӗнӗ те путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ. Палӑртмалла: арҫын ятарласа хатӗрлемен выранта шыва кӗнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Ҫав йышра – 3 ача. Чылай чухне ҫынсем юраман вырӑнта тата ӳсӗрле шыва кӗрсе путнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти хӑйӗн кушакне Архангельск облаҫне ӑсатасшӑн пулнӑ. Ун пек пулӑшма килӗшекене вӑл халӑх тетелӗсенчен пӗринче тупнӑ.
Кушак аҫине ӑсатма килӗшекене вӑл 5 пин тенке яхӑн укҫа куҫарса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗнче тетелӗнчи ҫав ҫын ҫухалнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн кушак аҫин хуҫи пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Улталаканни Ставрополь крайӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем вырӑна тухса кайса тытса чарнӑ. Анчах ӑна хупса хуман. Следстви пынӑ вӑхӑтра хайне йӗркеллӗ тытмалли, таҫта тухса кайма юраманни ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи Лапсарти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм усӑ курман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм 2 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Аса илтерер: унччен асӑннӑ фабрика «Юрма» ятлӑ пулнӑ, унӑн хуҫи Владимир Ермолаевчӗ. Кайран хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн «МЕГАМИКС» ятлӑ пулса тӑчӗ.
Ҫӗрпӳ хулинче стройкӑра рабочи башня кранӗ ҫинчен ӳксе вилнӗ. Халӗ ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри специалисчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем тӗпчеве РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳри строительство организацийӗн территорийӗнче пулса иртнӗ. 57 ҫулти арҫын техникӑна ӗҫе хатӗрлессипе тӑрӑшнӑ чухне ҫӳлтен персе анса кранӑн тимӗр лаптӑкӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл вырӑнтах висле кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |