Шупашкарта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла 9 ҫулти арҫын ачана вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви ачана кукамӑшӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шутлать. Верси ҫакнашкалтарах: кукамӑшӗпе мӑнукӗ хваттерте пулнӑ (унта ача, унӑн амӑшӗ тата кукамӑшӗ пурӑннӑ). 61 ҫулти кукамӑшӗ тахӑш самантра мӑнукне пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл килтен тухса кайнӑ. Ӑна полицейскисем дачӑра тытса чарнӑ. Амӑшӗ ӗҫрен таврӑнсан ача виллине тупнӑ.
Мӑнукне мӗншӗн вӗлернӗ? Следстви ҫакна уҫӑмлатать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма ача хӑйне мӗнле тытни килӗшмен.
Следстви суда хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ.
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм ҫак кунсенче икӗ хутчен Тав хутне тата парнелӗх сехете тивӗҫнӗ. Маларах Елена Патласовӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав хутне панӑ тата регионти суйлав комиссийӗ ячӗпе алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ.
Елена Патласова пуш уйӑхӗнче иртнӗ Президент суйлавӗн вӑхӑтӗнче суйлав комиссийӗн пайташӗ пулнӑ. Вӑл хулари 53-мӗш шкулта участокра пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче участокра пырса кӗнӗ пӗр хӗрарӑм бюллетень ямалли ещӗке чӗртсе яма тӑнӑ. Анчах ҫавна Елена Патласова вӑхӑтра асӑрханӑ.
Паян хӗрарӑма Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Тав хучӗпе чысланӑ.
Паян Шупашкарта пӗр арҫын хӗрарӑма ҫӳҫрен тытса сӗтӗрнӗ. Пӑтӑрмах Бзаа проездӗнче пулса иртнӗ.
«Land Cruiser М407МК 21рус» машина водителӗ ҫамрӑк хӗрарӑма машинӑран тӗксе кӑларса янӑ, унтан ӑна ҫапнӑ, кайран ҫӳҫӗнчен тытса ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрнӗ, унтан вӑйпа машинӑна кӗртсе лартнӑ.
Cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх, право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсем малтан машинӑна тупнӑ. «Лэнд Крузер» авомобиль коопераци институчӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр айӗнчи паркингра ларнӑ. Кӗҫех арҫынна та тытса чарнӑ. Вӑл ҫав вӑхӑтра урама ачапа уҫӑлма тухнӑ.
«Ҫыхӑнура» форума малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ хӗрарӑм — арҫыннӑн гражданла арӑмӗ. Арҫын унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн пулӑшуҫи пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Стемас ялӗнче 64 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. 19 сехет те 25 минутра унӑн килӗнче пушар пуҫланнӑ.
Ҫулӑм пӳрт тӑррине, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушар 45 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Шел те, инекре кил хуҫи, 64 ҫулти арҫын, вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 тата 22 ҫулсенчи икӗ хӗр-тус комментари ҫырса укҫа тӑвас тенӗ. Анчах вӗсем 900 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Укҫана кивҫен илнӗ.
Капкӑна малтан туссенчен пӗри ҫакланнӑ. Тӗрӗссипе, капкӑн иккенне вӑл тавҫӑрса илеймен-ха. Ун патне «финанс аналитикӗ» шӑнкӑравласа «интернет урлӑ укҫа ӗҫлесе илме» сӗннӗ. «Комментари ҫыр та укҫаллӑ пулӑн», — сӗннӗ хайхи.
Савӑнса кайнӑ хӗр валюта счёчӗ уҫнӑ. Унтан кредит илнӗ. Ку вӑл кивҫен укҫана епле майпа панине ӑнланса илме кирлӗ пулнӑ иккен. Кивҫене вӑл хӑйӗн счёчӗ ҫине куҫаратӑп тесе шаннӑ. Мӗнпур утӑма вӑл «аналитик» сӗннипе тунӑ.
Укҫа тума май пурри ҫинчен тусне те пӗлтернӗ хӗр. Лешӗ те савӑнсах килӗшнӗ.
Шупашкар хулинче ача шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ тесе халӑх тетелӗсенче сас-хура сарӑлнӑран прокуратура тӗрӗслев пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хулари Прокопьев урамӗнче пулса иртнӗ. 9 ҫулти хӗрача ҫумӑр шывӗ юхса каймалли канализаци шӑтӑкне анча ӳкнӗ. Шӑтӑк тарӑнӑшӗ 3 метр ытларах пулнӑ. Унтан тухма пӗчӗкскере аслисем пулӑшнӑ.
Шӑтӑк хупӑлчи юра тракторпа тасатнӑ чухне уҫӑлса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти К.Иванов урамӗнче Пӗрремӗш хула пульници умӗнче 83 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ. Вӑл светофор пулман вырӑнтан, «зебра» патӗнче, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
«Лада Ларгус» рулӗ умӗнче ларнӑ 44 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, ватӑ арҫын малтан чарӑннӑ, унтан тӑрук ҫул ҫине тухнӑ.
Старике, ку инкек пульница умӗнче пулнӑ пулсан та, васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче шырав ирттернӗ. Ӗҫ пӳлӗмӗсенчи документсене, серверсене тата телефонсене илсе кайнӑ.
CHEB.ru пӗлтернӗ тӑрӑх, право хуралӗн органӗсенче ӗҫлекенсем иртнӗ эрнери кӗҫнерникун транспорт министрӗн ҫумне Юрий Арлашкина тытса чарнӑ. Хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт пайӗн ирӗк паракан тата конкурс процедурисен секторӗн заведующине те тытса чарма пултарнӑ. Ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑ иккӗшне те каялла янӑ имӗш. Теприсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсенчен кӳнтеленрен евӗр ыйтса пӗлме пултарнӑ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа ведомствӑра Юрий Арлашкин ӗҫрех, шырав ирттерни пирки илтмен тесе пӗлтернӗ.
Кӗҫнерникун транспорт министрӗпе Максим Петровпа тӳрӗ эфир иртмелле пулнӑ. Анчах ведомство унччен темиҫе сехет маларах техника сӑлтавне пула тӳрӗ эфира ирттереймесси пирки хыпарланӑ.
Паян ҫӗрле Етӗрне муниципаллӑ округӗнче ватӑ хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ. 66-ри хӗрарӑм Никиткино ялӗнче пурӑннӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек «Никольское - Ядрин - Нурӑс» ҫул ҫинче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 15 минутра пулнӑ. Хӗрарӑм ҫул хӗррипе пынӑ, тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман. Ун ҫине «Форд» пырса кӗнӗ. Вӑл ҫав вырӑнтах вилнӗ.
Атӑлта пӗр арҫын сӗрекепе пулӑ тытнӑ. 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна транспорт полицейскийӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче асӑрханӑ. Вӗсем юханшыв тӑрӑх рейда тухнӑ. Ку хыпара Шалти ӗҫсен министерствин Атӑлҫи федераци округӗнчи Транспорт ҫинчи управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Браконьер сӗрекепе тӗрлӗ йышши 20 пулӑ тытма ӗлкӗрнӗ. Унӑн пуллине тата сӗрекине туртса илн.
Хальхи вӑхӑта тӗрӗслев пырать, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе пуҫармассине палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |