Канаш хулинче ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Хӗвелтухӑҫ районӗнче пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 14 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Пушарта 25-мӗш ҫуртӑн тӗпелӗ ҫунса кайнӑ.
Вырсарникун каҫхине Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче хута яма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ тесе палӑртнӑ. Пушарта стройматериал, хӑма урай ҫунса кайнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кафере арҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман, арҫынсенчен пӗри ӳсӗр хӗрарӑмӑн телефонне туртса илсе тарнӑ.
Пӑтӑрмах пирки 37 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Ушкӑн хулари Декабристсен урамӗнчи кафере пулнӑ. Тӗрӗсрех, апатлану ҫуртӗнчен тухсан, урамра.
Ҫаратакан арҫынна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Вӑл такси тытса ларса кайма тӑнӑ, анчах ӗлкӗреймен. 49 ҫулти арҫын судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен.
Ӗнер, пушӑн 13-мӗшӗнче, Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӳрт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ.
Пушара сӳнтерсен 1933 ҫулта ҫуралнӑ кинемей виллине тупнӑ. 1958 ҫулта кун ҫути курнӑ хӗрарӑм вара суранланнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине, инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртаҫҫӗ.
Кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗнче 82 ҫулти арҫыннӑн килӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм кӗске вӑхӑтранах юнашар ларакан ҫурт ҫине куҫнӑ.
Пушарнӑйсем 96 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар мунчана, пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ. Юрать, кил хуҫи хӑй шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе пулнӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑрсакасси ялӗнчи 24 ҫулти каччӑна 9 ҫул ҫурӑлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Аса илтерер: Мӑрсакасси каччи виҫӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑ, вӗсенчен укҫа тапӑннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вара вӑл 56-ри арҫынна килне кайса хӗнесе пӗтернӗ, Унтан ӑна ятарлӑ шӗвекпе сапнӑ та вӗлерессипе хӑратса чӗртсе янӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каччӑ каллех ҫав арҫын патне пырса кӗнӗ. Хытах хӗнесе пӗтернӗ хыҫҫӑн шар курни вилнӗ.
Пуҫтах ҫав каччӑ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче тепӗр ҫынна хӑратса унтан укҫа тапӑнса пурӑннӑ, хӗненӗ. Лешӗ ӑна пурӗ 30 пин тенкӗ панӑ. Кунсӑр пуҫне каччӑ тепӗр ҫынна хӗненӗ.
Патӑрьелте Хусантан килнӗ ултавҫӑна тытса чарнӑ. Вӑл 62 ҫулти хӗрарӑма хӑратса унран 400 пин тенкӗ илсе тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Улталаннӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн тӑванӗн хӗрӗ ҫул ҫинчи инкек лекнӗ тесе хӑратнӑ. Яваплӑха кӑштах «ҫемҫетме» курьер урлӑ 400 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ял хӗрарӑмӗ ҫапла тунӑ та. Укҫана темле каччӑна тыттарса янӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм тӑванӗ патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитернӗ.
Укҫа илсе кайнӑ каччӑна кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Хусантан килнӗ 19 ҫулти каччӑ пулнӑ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ют ҫӗршыв арҫынни пенсири хӗрарӑма ҫаратнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен тытса чарнӑ.
Вӑтам Азири ҫӗршывсенчен пӗринчен килнӗ 38 ҫулти арҫын 72-ри кинемейӗн сумккине ярса илнӗ. Ватӑ ҫын лавккаран таврӑнать пунӑ. Ют ҫын сумккипе аякка тарайман — хӗрарӑм сумккипе урам тӑрӑх чупакана, ун хыҫӗнче пулӑшу ыйтса кӑшкӑракан ватта курсан Павел Ивашков таркӑна такӑнтарса ӳкернӗ. Вырӑна Лариса Изотова чупса пынӑ, вӑл йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Ватта ҫаратма тӑнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ, ҫынна пулӑшнисене вара Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкар хулинче вырӑн тавраш сутакан лавккана явап тыттарасшӑн. Тавар сутнишӗн мар-ха. Ытла хытӑ рекламӑланӑшӑн.
Усламҫӑна явап тыттарасси пирки Федерацин монополипе кӗрекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Сасӑ рекламине Иван Яковлев проспектӗнчи 3 ҫуртра вырнаҫнӑ «ЦентрУМ» универмаг умӗнче янӑратнӑ.
Ивановӑри вырӑн таврашне сутасси пирки Екатерина Ермакова уйрӑм усламҫӑ ҫавӑн пек пӗлтернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫ пӳрте тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен 64 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Халӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав кунах Шупашкар округӗнчи Вӑрманкасра пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм 61 ҫулти арҫынна кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, унтан ҫулӑм пӳрт ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ.
Паян пирӗн республикӑра ҫул ҫинич инкекре виҫӗ ҫулти ача аманнӑ. Инкек Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Карачура ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑрӑннӑ чухне «Cherry» водителӗ «Лада Гранта» машинӑна ҫул паман.
Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомбильте, хыҫалти ларкӑч ҫинче 3 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӑл сӑмсине амантнӑ. Ача, сӑмах май каласан, ятарлӑ ларкӑч ҫинче пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |