Паян, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Ку хыпара Телеграмри «Аварком21» каналта пӗлтернӗ.
Инкек Шупашкар варринче ирхи 11 сехет хыҫҫӑн пулса иртнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл ятарлӑ ҫутӑпа тата сасӑ сигналӗпе пынӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем видеорегистраторсене тӗпе хурса палӑртӗҫ.
Етӗрне хулинче ӳсӗр ҫамрӑксем ёлка ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӗсем гирляндӑна ватса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Кивӗ хула» паркра пулса иртнӗ. Кун пирки Етӗрне мунициапллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Пуҫтахланнӑ ӳсӗр ҫамрӑксене халӗ явап тыттарасшӑн. Ушкӑнри пӗр ҫамрӑк капӑрлатнӑ ёлка тӑррине хӑпарса кайнӑ, ун ҫинчи ҫӑлтӑра ватма хӑтланнӑ. Хӑпарса кайнӑ чухне гирляндӑна ватнӑ.
Паян 14 сехет те 50 минутра Етӗрне ҫывӑхӗнчи кӗпер ҫинче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймесӗр хирӗҫ килекен КамАЗпа ҫапӑннӑ. Унтан ҫӑмӑл машина тепӗр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Аварире пӗр ҫын вилмеллех суранланнӑ. Миҫе ача аманнине тӗрлӗрен хыпарланӑ: 4 е 5. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ йӗрке хуралӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкерет.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна Канаш вокзалӗнче ҫаратнӑ. Вӑл, сусӑрскер, унта ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ун патне палламан ӳсӗр арҫын пынӑ та хӑйне тахҫанхи тусӗ пек тыткаланӑ, ыталаса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл сусӑрӑн енчӗкне кӑларса илнӗ. Унта вара 4 пин тенке яхӑн пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакна ҫав округрах пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 39 ҫулти арҫын тунине палӑртнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Паян ирхине Шӑмӑршӑран инҫех мар авари пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 24 ҫулти хӗрарӑм руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Хӑй вӑл – Чӗмпӗртен.
Салонра ҫур ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ятарлӑ люлькӑра выртнӑ. Ӑна пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн упӑшки чиперех – аманман.
Паян кӑнтӑрла Вӑрмар поселокӗнче КамАЗ ҫул урлӑ каҫакан икӗ ача ҫине пырса кӗне. Шел те, пӗрне вилмеллех таптаса кайнӑ.
Руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ. Вырӑна Вӑрмар районӗн прокурорӗ Александр Левый ҫитнӗ. Халӗ следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Район прокурорӗ ӗҫ-пуҫа тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ҫакӑ паллӑ: хӗрача 4-мӗш класра вӗреннӗ.
Паян 16 сехетре 333-мӗш маршрутка ГЭС патӗнче аварие лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка Шупашкартан Сосновкӑна кайнӑ чухне ҫул ҫинче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Фура маларах тепӗр пысӑк машинӑпа ҫапӑннӑ, вӗсем ҪҪХПИ инспекторӗсене кӗтсе тӑнӑ.
Аварире микроавтобус салонӗнче пулнӑ 8 пассажир, водитель аманнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем водителе кабинӑран кӑларнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Пассажирсене те пульницӑна илсе кайнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ольга Максимова (Федотова) асӑннӑ тӑрӑхри Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ. Ӑна ҫывӑх ҫыннисем ҫухатнӑ. 46 ҫулти хӗрарӑм ӑҫтине вӗсем раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлмен.
Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Паян вара вӗсем хӗрарӑм виллине тупнине, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.
Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.
Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ.
Паян 9 сехет те 50 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннӑ.
Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехет те 5 минутра «хӗрлӗ автан» ташлама чарӑннӑ. Кайран хваттертен ҫуннӑ сӗтел-пукана урамалла ывӑтнӑ.
Хальлӗхе инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтермен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |