Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче вырнаҫнӑ «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тислӗк кӑлармалли транспортер ҫинче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл унта тислӗк кӑлараканни пулнӑ.
Арҫын мӗнле майпа вилнӗ? Ку ӗҫ-пуҫа Чӑваш Енри патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ тишкерӗ. Халӗ ведомство инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатать.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Чуракасси ялӗнчи Совет урамӗнче чӳкӗн 11-мӗшӗнче кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫулӑм мӗнрен тухнине палӑртман. Инкек вӑхатӗнче пӳртре икӗ ҫын пулнӑ: 1953 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи тата 1956 ҫулхи хӑна. Пушара сӳнтерсен вӗсен виллине тупнӑ.
Лавккасенче ӗҫлекенсене пӗри улталаса ҫӳренӗ. Вӑл Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче улталама ӗлкӗрнӗ.
Ҫамрӑк мар арҫын суту-илӳ точкисене кӗрсе хаклӑ мар япала туяннӑ. Уншӑн вӑл 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Кайран тавара тӗрлӗ сӑлтав тупса каялла пырса панӑ, ҫав вӑхӑтра банкнотӑсенчен пӗр пайне вӑрласа юлнӑ. Суту-илӳ точкисене вӑл 8 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Сӑнпа пӑхсан арҫын 50-55 ҫулсенче, 175-180 сантиметр ҫӳллӗш.
Арҫынна паллакансене йӗрке хуралҫисене 8 937 959 79 99 е 102 телефонпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар муниуципаллӑ округӗнчи сӗт туса илекен фермӑра 30 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Рабочи тимӗр лесана куҫарнӑ чухне электропралука лектернӗ. Ток ҫапнипе вӑл ҫав самантрах вилнӗ.
Вырӑнта оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑх техникине мӗнле пӑхӑннине тишкереҫҫӗ.
Паян 17 сехет те 40 минутра Комсомольскинче шкул автобусӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Автобус салонӗнче 15 ача тата 1 аслӑ ҫын пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул автобусӗн рулӗ умӗнче ларнӑ 54 ҫулти арҫын светофор умӗнче чарӑннӑ чухне дистанцие пӑхӑнмасӑр малта пыракан «Тойота» ҫине пырса кӗнӗ. Виҫӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем Шупашкартан театрализациленӗ представленирен таврӑннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӑна прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Паян ирхи 3 сехет те 15 минутра «Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫул ҫинче, Елчӗк муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта «Лада Гранта» кювета кутӑн-пуҫӑн чӑмнӑ.
Водитель, шел те, вилнӗ. Вӑл 2003 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пассажир, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, аманнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче автобус ачана ҫапса кайнӑ.
Инкек ирхи 10 сехет те 30 минутра «Чебоксарец» магазин тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ачапа унӑн тӑванӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. 41-мш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫавӑн чухне ачана ҫапса кайнӑ.
Пуҫне суранлатнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Алтай крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн чукун ҫулӗ ҫинче ҫывӑрса кайса тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнса юлнӑ, ун ҫийӗн 29 пуйӑс вакунӗ иртсе кайнӑ. Ҫапла РИА Новости агентствӑна РФ ШӖМӗн Алтайри линейлӑ управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
«Хӗрарӑм чӑнах та чукун ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Халӗ эпир лару-тӑру мӗнле пулса иртнине палӑртатпӑр. Поезд 46 вакунран тӑни паллӑ ӗнтӗ, ун урлӑ 29-шӗ иртсе кайма ӗлкӗрнӗ», — палӑртнӑ пресс-службӑра.
Пресс-службӑра палӑртнӑ тӑрӑх, машинист ӑна курнӑ та васкавлӑн чарӑнма пикеннӗ, ҫавна пула пуйӑс хӗрарӑм ҫийӗн чарӑннӑ.
РИА Новостине регионти вӑй тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, вӑл чукун ҫул ҫине канма выртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: тӗлӗнмелле пӑтӑрмах Алтай ҫыннин юбилейӗ умӗн пулса иртрӗ — тепӗр кунне вӑл 50 ҫул тултарнӑ.
Улатӑрта Киров урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унти икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ӗнер ирхи 7 сехетре ҫунма пуҫланӑ.
Ҫулӑм шалти отделкӑна, пӗтӗмпе 2 тӑваткал метра, сиенлетнӗ. Юрать-ха. никам та вилмен. 64 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ пушарта алли-урине пӗҫертнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫунакан лампадӑран тухма пултарнӑ. Ӑна кил хуҫи хӗрарӑмӗ пӑхмасӑр хӑварнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Пушар 19 сехет те 50 минутра 1-мӗш хутри пӳлӗмре алхасма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ арҫын, 1972 ҫулта ҫуралнӑскер, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӑл кресло ҫинче ларнӑ. Пируса пула кресло ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем урама илсе тухнӑ, тухтӑрсен аллине панӑ.
Пушара 10 минутра сӳнтернӗ. Ҫак ҫуртра пурӑнакансене эвакуацилеме тивмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |