Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, каҫхине Атӑлта, Виҫӗ юман тӑрӑхӗнче, тимӗр кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ку ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра пулнӑ.
Кимӗ утрав енчен ҫыран хӗррине таврӑннӑ. Унта 10 ҫын пулнӑ.
Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Кимӗ ҫинче пулнӑ 4 ҫын шар курнӑ. 6 уйӑхри ача вилнӗ. 9 ҫулти ачана ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ.
Йӑлӑмра 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ.
Ҫав каччӑ Йӑлӑмра тусӗсемпе каннӑ. Вӗсем Йӑлӑмри кану бази патӗнче пуҫтарӑннӑ. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тусӗсенчен уйрӑлса кайса шыва кӗме кайнӑ. Ҫавӑн чухне шыва путнӑ.
Каччӑ виллине ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тупнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ, каччӑна такам вӗлернине тупса палӑртман.
Паян 16 сехет хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи Асакасси ялӗнчи пӗвере ҫын путнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата вырӑнти ҫынсем пӗлтернӗ.
Шыва кӗрекен пӗтӗм ҫынна ҫыран хӗррине тухма хушнӑ. Ҫӑлавҫсем виллине шырама пуҫланӑ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.
Халӑх корреспонденчӗ путнӑ ҫын арҫын е хӗрарӑм пулнине, вӑл миҫерине пӗлмен.
Шупашкар ҫывӑхӗнче, "Шупашкар ССК" чарӑну патӗнче, тин кӑна пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шоссе тӑрӑх Лапсар еннелле мотоциклпа пынӑ. Ӑнсӑртран "тимӗр ут" ҫӑмӑл машинӑна лекнӗ те арҫын ҫулпа пыракан кран айне вирхӗнсе кайнӑ. Вӑл вилнӗ.
Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Куславкка хулинче ачана йытӑ ҫыртнӑ. Куншӑн район администрацийӗнчен 70 пин тенкӗ шыраса илесшӗн.
Шӑпӑрлан ача-пӑча лапамӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ та пуҫӗ тӗлӗнчен ҫыртнӑ. Ачана пульницӑна медпулӑшу пама илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна кӳнӗ суран йывӑрах пулманнине палӑртнӑ. Ҫапах ӑна урнӑ чиртен вакцинаци тӑваҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 70 пин шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Мускавра пӑрӑхран вӗри шыв тапса тухсан пиҫсе кайнипе 4 ҫын вилнине федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ-ха. Тепӗр 10 ҫын пиҫсе кайнипе пульницӑна лекнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.
Вӗри шыв пӑрӑхӗшӗн «Времена года» суту-илӳ центрӗ яваплӑ пулнӑ. Асӑннӑ организацие тӗп инженер пулса Чӑваш Енри Евгений Боткин ӗҫленӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫуралнӑ.
39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 217-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ентешӗмӗре суд авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен килтен тухмасӑр пурӑнмалла йышӑну кӑларнӑ. Боткин судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл Чӑваш Енре пулнӑ.
Паян М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Унта 6 ҫулти ача шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" малта пыракан "вуннӑмӗш" машина ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ вара "Волгӑна" пырса тӑрӑннӑ. Авари дистанцие пӑхӑнманнипе пулнине палӑртнӑ. ГАЗ-3110 машинӑра хыҫалти ларкӑч ҫинче автокреслӑра ларнӑ 6 ҫулти хӗрача аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫыру ҫӳретме тытӑнса кайнӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе Корея арҫынни, режиссёр тесе паллаштарнӑ.
Кӑштахран арҫын дипломати почти урлӑ посылка ярса панине ӗнентернӗ. Анчах ӑна илме «йывӑрлӑх» сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Хӗрарӑма малтан таможня укҫине тӳлеме ыйтнӑ, унтан — налукшӑн.
Ҫапла майпа хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.
Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илсен хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пылесос туянас тенӗ. Лайӑхскерне, чаплӑскерне, хаклӑскерне. Ӑна вӑл маркетплейссенчен пӗри урлӑ саккас панӑ.
Тавар килессе килнӗ-ха. Анчах пылесос вырӑнне шыв тултарнӑ канистра ярса панӑ.
Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, вӗсене ултавҫӑсене явап тыттарма ыйтса ҫӑхавланӑ.
Пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава ҫӳрекен самолёт вӗҫсе хӑпарайман. Ҫавӑн сӑлтавӗ — двигателе кайӑк лекни.
Самолёт сывлӑша ҫӗкленес умӗн специалистсем ӑна пӑхнӑ чухне кайӑк тӗкне асӑрханӑ.
Самолёт вӗҫсе хӑпарасса 181 пассажирӑн 4 сехет ытла кӗтме тивнӗ. 9 сехет те 10 минутра ҫула тухмалли самолёт 13 сехет те 30 минутра кӑна вӗҫсе кайнӑ.
Маларах Шупашкарти аэропортра кайӑксене хӑратакан хурчка пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |