Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр предприятире производство цехӗнче инкек пулнӑ. Унта 56 ҫулти арҫын шар курнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ.
Вӑл ҫурмафабрикатсем упрамалли бункера тасатма кӗрсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине керамзит тӑкӑннӑ. Арҫын сывлӑш ҫитменнине ҫавӑнтах вилнӗ.
Ку инкек мӗншӗн пулнӑ? Тивӗҫлӗ органсем палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ ҫынсем ӗҫченӗсем ӗҫ сыхлавӗпе дисциплинине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗслесе ҫитерейменнипе.
Шӑрӑхра нумай ҫын шыва кӗрсе уҫӑлать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын путса вилнӗ.
Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек паян 17 сехет тӗлнелле пулнӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 45 ҫулсенчи пек курӑннӑ.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. Пӗр хуҫалӑхра хуралтӑ таврашӗ, пӳрт тӑрри ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм 238 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушарнӑйсем унпа пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхаснине кура вӗсем тепӗр икӗ бригада чӗннӗ. Ҫавна кура пушар 1-БИС рангри пулнине палӑртнӑ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пӗчӗк ача чӳречерен ӳкнӗ.
Пӑтӑрмах Хусанкай урамӗнче пулса иртнӗ. Пӗчӗкскер тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Арҫын ача чӳрече янаххи ҫине хӑпарса кайнӑ. Унта вӑл шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ та урама персе аннӑ. Шӑпӑрлан вилнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн вырӑна правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем пырса ҫитнӗ. Вӗсем тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Усал хыпар пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явакансенчен чылайӑшӗ чӳрече ҫине ятарлӑ ҫӑра вырнаҫтармалла, вӑл хаклӑ та мар тесе палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакансем пусма картлашкине такам вӑрлать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки вӗсем Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта хыпарланӑ.
Хулан Восточнӑй поселокӗнче ҫул айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна тимӗр картлашкасенчен йӗркеленӗ. Хитре, пысӑк картлашкасенчен. Анчах пусма картлашкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалма тытӑннӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, пусма картлашкине малтан такамсем хускатаҫҫӗ, унтан пӗр виҫӗ кун иртсен ҫав тимӗр таҫта кайса ҫухалать. «Те тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ, те такам хӑйӗн дачине йӑтса каять», — пуҫ ватаҫҫӗ хула ҫыннисем.
Тимӗр картлашка ҫук вырӑнпа анса ҫӳреме йывӑр, йӗпе-сапара ҫав вырӑн нӳрелсе каять те урана шуҫтарать-мӗн.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорнсор ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ирхине пулла кайнӑ. Анчах каялла таврӑнма пӳрмен ӑна - вӑл путса вилнӗ.
Арҫын вилли шыв ҫине тухнине ывӑлӗ асӑрханӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пулла кайсан шыв хӗрринче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ҫынсене шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулма ыйтать.
Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче пӗвере ҫамрӑк путса вилнӗ. Вӑл 20 ҫулта пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Каччӑ Шупашкартан килнӗскер пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ шыва кӗме юраман ҫӗрте пӗвене кӗнӗ. Унӑн виллине шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем тепӗр кунхине кӑларнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 60 ҫулти хӗрарӑма 37 ҫулти ывӑлӗ вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: хӗрарӑм виллине тупнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем ҫакна палӑртнӑ: кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын Сӗнтӗрвӑрри районӗнче амӑшӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Ывӑлӗ амӑшне пӑвса вӗлернӗ. Малтан вӑл ӑна питӗнчен икӗ хутчен ҫапнӑ, амӑшӗ персе ансан пӑвса лартнӑ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Канаш районӗнче иномарка велосипедпа пынӑ арҫынна ҫапса хӑаарнӑ. Шел те, вилмеллех.
Авари "Шӑхасан - Нурӑс" ҫул ҫинче ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорта хирӗҫ пыракан велосипедист ҫине "Тойота" кӗрсе кайнӑ. Руль умӗнче 39 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Велосипедист ҫавӑнтах вилнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫын машинӑсӑр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах — хӑй айӑпне пула.
39 ҫулти арҫын автомобиль рулӗ умне унччен те ӳсӗрле ларнӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫав этем каллех ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑ. «Нива Шевроле» машинӑпа вӑл «Шупашкар-Сурски-Мишуково-Ардатов» автоҫулпа пынӑ чухне хирӗҫ килекен транспортпа пырса ҫапӑннӑ.
Суд хайхи этеме 2 ҫуллӑха правасӑр хӑварнипех ҫырлахман, машинине конфискациленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |