Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ.
Лапсарти пӗвере хӗрача путса вилнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 13 сехет иртсен пулнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тӑванӗсене панӑ.
Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла. Ачасене аслисемсӗр шыва кӗме ямалла мар. Ҫавӑн пекех ӳсӗр ҫынсен те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ҫинче чылай инкек эрех-сӑрана пула пулать.
Паян ҫӗрле Канаш хулинчи Ӗҫ урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Юрать-ха, ку инкек никамӑн пурнӑҫне те татман.
Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 32 ҫулти хӗрарӑма, унӑн 6-ри ачине тата пӗрле пурӑнакан 29-ти арҫынна пусмапа илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Канашри тата Шупашкарти пульницӑсене илсе ҫитернӗ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Атӑлта тепӗр ҫын вилнӗ. Вӑл - сапбордист.
Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӑл тӗп пляжра сапбордпа ярӑннӑ. Шӑпах ун чухне ҫак 31 ҫулти арҫын ҫухалнӑ.
Унӑн виллине ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче юханшыв портӗнчен инҫех мар тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, вӑл ҫӑлав жилечӗ пулманнипе путса вилнӗ. Сапбордпа ярӑннӑ чухне вара жилет пулмаллах.
Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Йӑлӑмра правасӑр яш инкеке лекнӗ.
Мотоциклпа пыраканскер руле ҫултан айккинелле пӑрса янипе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Каччӑ суранланнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Аманнӑскер унта сипленӗ.
«Хыпар» Краснов депутата явап тыттарасшӑн. Ҫапларах пӗтӗмлетме пулать «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Краснов о тиражах и миражах» ятпа пичетленнӗ блогра.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсен пӗр ушкӑнӗ республика парламенчӗн депутатне Пётр Краснова редакцие пӗрмай критикленӗшӗн (ӑнланманлӑх пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче «Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?» ятпа пичетленнӗ хыпарта Софья Савнеш унччен пӗлтернӗччӗ-ха) явап тыттарма ыйтса Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн этика енӗпе ӗҫлекен комиссине заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Комисси вара ҫав хута пӑхса тухассине каярах вӑхӑта хӑварнӑ имӗш.
Асӑннӑ блогра Пётр Краснов депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп чӑваш хаҫатне е пӗр-пӗр ҫынна тапӑнас тӗллев ҫук. Вӑл, республикӑн пӗрремӗш пичет министрӗ пулнӑскер, «Хыпар» шӑпишӗн питӗ пӑшӑрханать-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче, Атӑлта путнӑ катер хуҫине, 34 ҫулти арҫынна, тупнӑ. Унӑн вилли инкек пулнӑ вырӑнтан инҫех мар ҫыран хӗрринче пулнӑ. Ӑна беспилотник пулӑшнипе асӑрханӑ.
Аса илтерер: ӗнер ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче путнӑ 8 ҫулти ача виллине тупнӑ. Ӑна темиҫе ҫухрӑмра ҫыран хӗрринче асӑрханӑ.
Аса илтерсе хӑварар: Амоксар утравӗ ҫинчен таврӑннӑ катерта 10 ҫын пулнӑ. 6 уйӑхри ача виллине тӳрех тупнӑ. Ыттисем чӗрӗ юлнӑ.
ҪУР | 02 |
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта пӗри 11-мӗш хутран персе аннӑ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 16 сехетре пулса иртнӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫын 11-мӗш хутри балконран персе аннӑ. «Питӗ хӑрушӑ тата шел», — тесе ҫырса хунӑ пӑтӑрмаха курнӑ ҫын.
Кӗске хыпарта пӑтӑрмах хӑш урамра пулнине, ӳкекенни кам иккенне (арҫын-и е хӗрарӑм-и) кӑтартман.
Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче 45 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл килӗнче пулнӑ. Хайхискер 45-ри шӑллӗпе пурӑннӑ. Ҫав кун вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пӗҫҫинчен чикнӗ. Лешӗ юн нумай ҫухатнӑран ҫавӑнтах вилнӗ.
Пиччӗшне тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра, Атӑлта катер ҫаврӑнса ӳкни пирки, унта 10 пассажир пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫӑлав жилечӗсем пиллӗкӗшӗн кӑна пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 7 чӗрӗ пассажира тата вилнӗ ҫур ҫулти ачана тупнӑ. 8 ҫулти арҫын ачана тата 34 ҫулти катер хуҫине халӗ те шыраҫҫӗ.
Мӗн пулса иртнӗ-ха ҫав кун? Виҫӗ арҫын катерпа Амоксар утравӗ ҫине канма кайнӑ. Вӗсем патне икӗ хӗрарӑм 6 ачапа пынӑ та ҫыран хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Катер ҫине 10 ҫын ларнӑ. Анчах ҫул ҫинче мотор ӗҫлеме пӑрахнӑ, катера пысӑк хум ҫавӑрса ҫапнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |