Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 11 сехет те 15 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Куславкка муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Скания» фурӑпа ҫапӑннӑ. «Приора» водителӗ, 60-65 ҫулсенчи арҫын, вилмеллех суранланнӑ.
Паян Улатӑр хулинче Ленин тата Комсомол урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ: пушарнӑй машини маршруткӑна пырса ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра пынӑ. Пушарнӑй машини вара хӗрлӗ ҫутнӑ чухне кайнӑ. Вӑл мигалкӑсене, сиренӑна ҫутнӑ пулнӑ.
Юрать-ха, маршруткӑра пассажирсем пулман. Водителе пульницӑра тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Вӑл аманман.
Паян Шупашкарта «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну патӗнче троллейбус ҫуннӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форума ҫакна куракансем пӗлтернӗ. Троллейбус 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Видеона пӑхсан салонра ҫулӑм алхасни курӑнать. Юрать-ха, шар курнисем пирки хыпар пулман.
Палӑртмалла: икӗ кун маларах Шупашкарта депора ҫӗнӗ троллейбус ҫунма пуҫланӑ.
Куславкка муниципалитет округӗнчи Мӗниҫырми ялӗнчи 68 ҫулти арҫын мунчара пурӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла унӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа унӑн унта кун кунлама тивнӗ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара ҫак арҫыннӑн мунчи те ҫунса кайнӑ. Шел те, вӑл хӑй те унтан тухайман. Пушар каҫхи 7 сехетре пулнӑ. Вӑл ҫуннине ҫынсем тӳрех асӑрхаман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1454 пушар пулнӑ, вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ хӗрпе паллашма ӗмӗтленнӗ. Пурнӑҫ ума мар. Самантлӑха. Темиҫе сехетлӗхе.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ та унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ. Малтан яшран 2 пин тенкӗ тӳлеме ыйтнӑ, унтан — 6 пин тенкӗ страховка. Страховкине кайран тавӑрса пама шантарнӑ. Каччӑ каланине ӗненнӗ, укҫана куҫарса панӑ. Унтан ӑна укҫана тӗрӗс мар счёт ҫине укҫа куҫарса янӑ, ҫавна пула фирма касси ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе каланӑ, ҫавӑншӑн таванӗсене тавӑрассипе хӑратнӑ, укҫа тапӑннӑ.
Студент хӑйӗн мӗнпур укҫине, пурӗ 20 пин тенке, куҫарса панӑ. Апла пулин те ӑна хӑратма пӑрахман. Ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ хӗрпе паллашма ӗмӗтленнӗ. Пурнӑҫ ума мар. Самантлӑха. Темиҫе сехетлӗхе.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ та унта кӑтартнӑ телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ. Малтан яшран 2 пин тенкӗ тӳлеме ыйтнӑ, унтан — 6 пин тенкӗ страховка. Страховкине кайран тавӑрса пама шантарнӑ. Каччӑ каланине ӗненнӗ, укҫана куҫарса панӑ. Унтан ӑна укҫана тӗрӗс мар счёт ҫине укҫа куҫарса янӑ, ҫавна пула фирма касси ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе каланӑ, ҫавӑншӑн таванӗсене тавӑрассипе хӑратнӑ, укҫа тапӑннӑ.
Студент хӑйӗн мӗнпур укҫине, пурӗ 20 пин тенке, куҫарса панӑ. Апла пулин те ӑна хӑратма пӑрахман. Ҫавӑн хыҫҫӑн каччӑ пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 10 ҫулти ача хӑйӗн амӑшне укҫасӑр тӑратса хӑварнӑ.
Шӑпӑрлан мобильлӗ вӑйӑсенчен пӗрне выляма юратнӑ. Ачан телефонӗ ҫине вӑйӑ валютине тӳлевсӗр илме пулать тесе ҫыру килнӗ. Ултавҫӑсем ачана амӑшӗн банк карттине ӳкерсе илсе ярса пама тата телефон ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ача итленӗ. Унтан ултавҫӑсем 39 ҫулти хӗрарӑм ячӗпе 300 пине яхӑн тенкӗ кредит илнӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Кӳкеҫри организацисенчен пӗринче ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманран пӗр рабочи алюмини профилӗ айне пулнӑ. Халӗ ҫак пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Предприятире алюмини профильне пушатнӑ чухне пӗр ҫыхӑ грузчик ҫине персе аннӑ. Арҫын йывӑр суранланнӑ.
Чӑваш Енри ватӑсене Новосибирскри 19 ҫулти хӗр улталанӑ. Вӑл вӗсене тата Костромари ватӑсене 1,5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
«Сирӗн тӑванӑр ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ» схемӑпа усӑ куракансен капкӑнне Костромари 4 ватӑ, Шупашкарти 2 пенсионер ҫакланнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пакунлисенченчен Шупашкарта пурӑнакан 99 ҫулти кинемейӗн мӑнукӗ пулӑшу ыйтнӑ.
Ют хӗр пенсионеркӑна мӑнукӗ инкеке лекнӗ, ӑна пула ҫынсем аманнӑ, вӗсене сиплеме укҫа кирлӗ тесе тыттарнӑ. Унтан хӗр кинемей патне килне пынӑ, вӑл унӑн ҫур миллион тенкине тата укҫапа юнашар упраннӑ ылтӑн япалисене йӑтса тухса кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑ-хӗре тытса чарнӑ. Ӑна суд 2 ҫуллӑха тӗрмене хупса хунӑ.
Паян Йӗпреҫ муниципалитет округӗнчи Хурамал ялӗнче ҫемье газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗрлехи диспетчер службине пӗр ҫурта газ шӑрши тухни пирки ирхи 3 сехет те 59 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫав ҫуртра пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ тата ачисем газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем хӑйсемех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫемьене пульницӑна илсе кайнӑ.
Газ сӗрӗмӗ мӗне пула тухнӑ-ха? Тӗтӗм тухмалли ҫула ӑшӑ туман-мӗн, вӑл шӑнса ларнӑ. Ҫавна май вӑл газ сӗрӗмне тулалла туртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |