Муркаш муниципаллӑ районӗнчи пӗр ялта 24 ҫулти каччӑ тӑван ял ҫыннисене хӑратса пурӑннӑ.
Мӑрсакасси каччи виҫӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑ, вӗсенчен укҫа тапӑннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вара вӑл 56-ри арҫынна килне кайса хӗнесе пӗтернӗ, Унтан ӑна ятарлӑ шӗвекпе сапнӑ та вӗлерессипе хӑратса чӗртсе янӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каччӑ каллех ҫав арҫын патне пырса кӗнӗ. Хытах хӗнесе пӗтернӗ хыҫҫӑн шар курни вилнӗ.
Пуҫтах ҫав каччӑ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче тепӗр ҫынна хӑратса унтан укҫа тапӑнса пурӑннӑ, хӗненӗ. Лешӗ ӑна пурӗ 30 пин тенкӗ панӑ. Кунсӑр пуҫне каччӑ тепӗр ҫынна хӗненӗ.
24-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Коновалово микрорайонӗнче кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ шкула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Анчах ӑна раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хупса хунӑ. Мӗншӗн тесен шкулта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чылай кӑлтӑк тупӑннӑ.
Тунтикунтан шкул каллех уҫӑлӗ. Кӑлтӑкӑн чылай пайне пӗтернӗ. Ҫавна ятарлӑ комисси тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ.
РАШ | 08 |
Паян Шупашкарти Максим Горький проспектӗнче 1-мӗш ҫурт патӗнче пӗр хӗрарӑм аманнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫул урлӑ каҫма пӑхса хӑварнӑ вырӑнпа каҫнӑ чухне ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
«Hyundai Solaris» рулӗ умӗнче 53 арҫын пулнӑ. 57 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне Шупашкар хулинчи патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем палӑртаҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрут автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри шосси урамри 25-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«КамАЗ» автомбиль умра пыракан «Форд Транзит» микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Пассажирсене турттаракан транспорт «Йошкар Ола-Шупашкар» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Микроавтобус унтан «Хавейл» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче микроавтобусра 4 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Киров облаҫӗнче пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑма, пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унта тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.
Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм пӗр уйӑх ҫурӑра икӗ хутчен улталаннӑ.
Ҫынна шанаканскер 50 пин тенкӗ ытла ҫухатнӑ. Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен хайхискер ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулӑшу ыйтнӑ.
Иккӗмӗш хутӗнче ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнман пӑрпа лартса янӑ. Хальхинче вӑл хӑйӗн укҫине упраса хӑварас тесе 37 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Анаткас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм пӳрте тӗп тунӑ.
Пушара сӳнтерсен кӑмрӑк ҫинче 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнӑ-ха? Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1419 пушар пулнӑ. Вӗсенче 60 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Йошкар-Оларан 30 ҫухрӑмра икӗ машина ҫапӑннӑ. Пӗри - пирӗн регионти.
Авари 9 сехет те 40 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш номерӗллӗ «Лада Гранта» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Рено Логанпа» ҫапӑннӑ. «Лада Грантӑри» водитель тата пассажир, «Рено Логанри» икӗ пассажир (ҫав шутра 9 ҫулти ача та) вилнӗ.
«Гранта» рулӗ умӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пулнӑ.
Шупашкарти Красногорск урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Инкек ӗнер 22 сехет хыҫҫӑн пулнӑ.
Пушарта 41 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрокӑмакапа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе тухнӑ. Пушара сӳнтерсен виҫӗ электрокӑмака тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи, ахӑртнех, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ӗнер каҫхине Элӗк муниципаллӑ округӗнче сӗтел-пукан туса кӑларакан цех ҫуннӑ. Вӑл Асакассинче вырнаҫнӑ. Юнашарах – тырӑ упрамалли вырӑн. Вӗсем пӗр тӑрӑ айӗнчех пулнӑ.
Пушар тухнине тӳрех асӑрхаман. Ҫулӑм тӑрринчен курӑнма пуҫласан тин пушарнӑйсене чӗннӗ. Специалистсем 550 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ. Пушар пурлӑха, сӗтел-пукан цехне, 200 тонна урпана тӗп тунӑ.
Паян Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗ ҫывӑхӗнче «Лада Гранта» тата «Тойота» ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Грантӑри» 57 ҫулти водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне иномаркӑна ирттерсе яман. Ун рулӗ умӗнче 31 ҫулти арҫын ларнӑ.
«Грантӑри» водитель тата пассажир вилмеллех аманнӑ. Иномарка водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |