Кӳкеҫри ҫуртсенчен пӗринчен юр йӑтӑнса аннӑ та вӑл ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмаха пула район центрӗнчи темиҫе ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫавсен шутӗнче — Шоссе урамӗнчи темиҫе объект: Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗ, нумай ӗҫ тӑвакан центр (МФЦ), «Тӑван Ен» хаҫат вырнаҫнӑ ҫурт.
Муниципалитетӑн пӗрлехи диспетчер службинче ҫутта вӑрах тӑхтамасӑр пама шантарнӑ.
Шупашкарта хӑлхи начар илтекен хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама тытӑннӑ.
35 ҫулти Наталья Игнатьева ӑҫтине ҫывӑх ҫыннисем нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе пӗлмен.
Хӗрарӑм 176 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ҫутӑ ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫлӗ. Хӑй хура курткӑпа, кӑвак джинс шӑлаварпа пулнӑ.
УҪӐМЛАТНИ
Шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ хыпар айӗнчи комментарисене ӗненсен, хӗрарӑм тупӑннӑ. Вӑл никампа та калаҫасшӑн мар. Хӗрӗ ӑҫтине амӑшне пӗлтернӗ имӗш.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ашшӗпе килӗштерсех пурӑнман. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иккӗшӗ хирӗҫсе кайсан вӑл ӑна, 60 ҫулти арҫынна, пӗрре питӗнчен чышкӑпа ҫапнӑ, унтан пуҫне каяш витри тӑхӑнтартса лартнӑ.
37 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна унччен те ашшӗне хӗненӗшӗн айӑпланӑ. Ҫавӑнпа хальхинче ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 1116-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ӗҫе судра пӑхса тухӗҫ.
Паян Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари Нурӑспа Кӳлхӗрри ялӗсен хушшинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2000 ҫулта ҫуралнӑ водитель «Газельпе» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Фиат» автомобильпе ҫапӑннӑ. «Газель» водителӗ суранӗсене пула вырӑнтах вилнӗ. «Фиат» водительне пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар хулинче гаражри машина хыпса илнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Кӑкшӑм-2» гараж кооперативӗнче «Renault Sandero» автомбиль хыпса илнӗ. 2011 ҫулта туса кӑларнӑ машинӑна унӑн хуҫипе тусӗ гараж боксӗнчне тӗксе кӑларма ӗлкӗрнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫулӑма виҫӗ минутра сӳнтернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче машинӑн пӗр пайӗ сиенленнӗ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 автопушар пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм пӗчӗк ачапа декрет канӑвӗнче пулнӑ чух кӑштах укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курсан ӗҫлеме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме саккас илес тесен хӗрарӑма банкра счёт уҫма сӗннӗ. Унта 60 пин тенкӗ укҫа хумалла тенӗ. Ӗҫ сӗнсе шӑнкӑравлани каланине итлесе хӗрарӑм телефона экран курӑнмалли программа вырнаҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун патне бакран код килнӗ. Ҫав кодпа усӑ курса ултавҫӑсем ҫамрӑк амӑшӗн укҫине вӑрланӑ та.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм упӑшки ӗҫнипе аптӑрасах ҫитнӗ. Тата вӑл, мӑнтарӑн, хӑйне такам пӑсса панӑ тесе шухӑшласа пурӑннӑ. Кун пек пӑтӑрмахран юмӑҫ хӑтарасса шаннӑ.
Ҫынсене туххӑмрах пулӑшма шантаракан пӗлтерӗве курсан хӗрарӑм хавхаланса кайнӑ. Вӑт ку ҫӑлӑнӑҫ! Пули-пулми ҫынна укҫа кӑларса тыттар та телейлӗ пурӑнма тытӑн!
Самар тӑрӑхӗнчи 24 ҫулти хӗре ӗненсе чӑваш хӗрарӑмӗ 365 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах пурнӑҫӗ ырӑ енне пӗрех улшӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Юмӑҫ тесе укҫаллӑ пулнӑ хӗр укҫана тавӑрса панӑ, анчах ҫынна улталанӑшӑн ун тӗлӗшпе пӗрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси патӗнич пӗве патӗнче пӗр ушкӑн канма пуҫтарӑннӑ. Вӗсем патне нимӗҫ овчаркиллӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӗсен калаҫу сыпӑнман — хӗрарӑм йытта ушкӑн ҫине вӗслетсе янӑ. Йытӑ хӗрарӑмсенчен пӗрне ҫыртнӑ, шар курнине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Йытӑ хуҫине йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ. Вӑл 56 ҫулти вырӑнти ял ҫынни пулнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле икӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паяр ирхине, 5 сехет ҫурӑра, Шупашкарти Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртран 72 ҫынна урама кӑларнӑ. Ҫав шутра икӗ ача пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем ҫак ялти 1-мӗш шкулта вӗренеҫҫӗ.
Самант видеокамера ҫине лекнӗ. Хӗрачасем «зебра» урлӑ каҫма тӑрсан айккинелле пӑхман. Хайхискерсем ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шӑпах машина ҫывхарнӑ. Водитель «зебра» патне ҫитеспе хӑвӑртлӑхне чакарман - ачасем ҫине пырса кӗнӗ.
Пӗр хӗрачан чӗркуҫҫи суранланнӑ, теприн пуҫӗ кӑштах аманнӑ. Водитель урӑ пулни паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |