Ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа такама та лартса яма пултараҫҫӗ. Вӗсен капкӑнне вӗреннисем те, вӗренменнисем те ҫакланаҫҫӗ.
Шупашкарти аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисенчен пӗринче ӗҫлекен доцента: «Санӑн укҫу Украинӑна каять», — тесе хӑратнӑ. 64 ҫулти хӗрарӑм патне шӑнкӑравлаканни хӑйӗнпе Федерации хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хӗрарӑма ҫав этем укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Ученӑй степеньлӗ хӗрарӑм ултавҫӑна ӗненнӗ — 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ. Асӑннӑ суммӑн самай пайне вӑл банкран кивҫен илнӗ.
Омск облаҫӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Канашри хостелта хӑйӗн япалисене ҫухатнӑ. Унӑн телефонӗ тата музыка колонки ҫӗтнӗ. Унсӑр пуҫне унӑн банк картти ҫинчи 20 пин тенкӗ укҫа та ҫухалнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра тупса палӑртнӑ. Омск облаҫӗнчи рабочин япалисене Краснодар тӑрӑхӗнчи 26 ҫулти рабочи вӑрланӑ иккен. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр хостелта пурӑннӑ. Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхӗсене тухса кайма пуҫтарӑннӑ. Краснодар тӑрӑхӗнчи каччӑна Шупашкарта тытса чарнӑ.
Шупашкар хулинче пӗрисем ача пушмакне ҫухатнӑ. Урана тӑхӑнмаллине МТВ-центрти вӑйӑ пӳлӗмӗ умне лартса хӑварнӑ. Анчах ӑна такам йӑтса кайнӑ.
Пӑтӑрмах юпа уӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та ют ҫын япалине ватӑ ҫын вӑрланине палӑртнӑ. Ачапа уҫӑлма тухнӑ ватӑ хӗрарӑм пӗчӗкскерне малтан пӗр пушмака тӑхӑнтартнӑ. Кайран каялла ҫаврӑнса пынӑ та урӑххине тӑхӑнтартса тухса кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пакунлисем хӗрарӑма шыранине пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ватӑ ҫын полицие пынӑ. Вӑл каҫару ыйтнӑ, ют ҫын япалине тӑхӑнтартса кайнине ывӑннипе тата хӑйӗн тимсӗрлӗхӗпе сӑлтавланӑ.
Пакунлисем кинемее явап тыттарас темен. Ача пушмакне вара хуҫисене тавӑрса парӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Вӑл ҫурт хулари 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче, 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушарта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 1 ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн саккӑрмӗш хутӗнчи икӗ пӳлӗмлӗ хваттерти пушар пирки ҫӑлавҫӑсене ирхи 7 сехетре пӗлтернӗ. Пушара сӳнтерме 30 ҫӑлавҫӑ, 11 единица техника пырса ҫитнӗ. 22 ҫынна (ҫав шутра 9 ачана) эвакуациленӗ.
Чӑваш Енре Чӑмпӗр облаҫӗн арҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна хӗнесе вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫак 23 ҫулти арҫын Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Иванькоао-Ленино ялне ӗҫтешӗпе стройка ӗҫне килнӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. 23-ри арҫын пӗлӗшне кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен тапнӑ, ҫапнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑн чухнех вилнӗ.
Паян 10 сехет ҫурӑра Шупашкарта Кӑнтӑр-хӗвеланаҫ бульварӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап турттаракан машина хӗрарӑма таптаса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап турттаракан машина каялла чакнӑ чухне хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Хайхискер кам пулнине тӳрех палӑртайман.
Ҫӳп-ҫап турттаракан машина рулӗ умӗнче 37 ҫулти арҫын пулнӑ.
Пирӗн ҫӗршыва ют ҫӗршывсенчи ҫынсем сахал мар килеҫҫӗ. Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫынсем уйрӑмах йышлӑ.
Пирӗн патра ӗҫлесе пурӑнас тесен вӗсен вырӑс чӗлхи пӗлмелле. Ҫавна экзамен тытса, ятарлӑ сертификатпа ҫирӗплетсе памалла.
Анчах хутпа хут пӗр мар иккен. Тӗрӗсрех каласан, вырӑс чӗлхи пӗлмен мигрантсем те тупӑнаҫҫӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ ют ҫӗршыв ҫыннисем кӑтартакан сертификатсене тӗрӗслеҫҫӗ те хут ҫинче ҫырни пур чухне те тӳрре килменни палӑрать — документсен хуҫисем вырӑс чӗлхине пӗлмеҫҫӗ.
Чӗлхе пӗлмесӗрех сертификатлӑ панӑ тӗслӗхсене кӑҫал пирӗн тӑрӑхри полицейскисем 35 хутчен тупса палӑртнӑ. Ҫавна май яваплисем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Сертификат илме пулӑшнисене судсем тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарнӑ, мигрантсене вырӑс чӗлхи пӗлет тесе панӑ сертификатсене вара суя тесе йышӑннӑ.
Ултавҫӑсем пирки темӗн чухлӗ асӑрхаттарсан та вӗсен капкӑнне ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 74 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ватӑ ҫын патне пӗри банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравланӑ, эсир карттӑпа ҫыхӑнтарнӑ телефон номерне ылмаштарма заявка паман-и тесе кӑсӑкланнӑ. Кинемей ҫук тесе хуравласан, телефонпа шӑнкӑравлаканни ватӑ ҫыннӑн укҫи хӑрушлӑхра, ӑна шанчӑклӑ счёт ҫине куҫарса хумалла тесе ӗнентернӗ.
Пенсионер ҫапла майпа 1 миллион тенкӗ ытла укҫине такамсене куҫарса панӑ хыҫҫӑн шӑнкӑравлаканни: «Сирӗнпе ӗҫ вӗҫленчӗ. Сирӗн укҫӑр ют ҫӗршыва куҫса кайрӗ», — тесе сӗмсӗррӗн пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, кинемей кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗрре улталаннӑ. Ун чухне вӑл 10 пине яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ.
ЧӲК | 03 |
Паян ирпе, ирхи 7 сехет те 20 минутра, Куславкка муниципаллӑ округӗнче пысӑк инкек пуса ирнӗ. Унта харӑсах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗри суранланнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Mitsubishi Outlander» тата «Scania» автомобильсем инкеке лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа паӑртнӑ тӑрӑх, кроссовер хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ та унта фурӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонти виҫӗ пассажир вилнӗ, йывӑр тиев турттаракан автомобиль водителӗ аманнӑ.
Вилнӗ ҫынсем — Хусанта пурӑнаканскерсем.
Ултавҫӑсем тем те пӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсем халӗ республикӑри икӗ министр ячӗпе суя ҫырусем яма пуҫласа кайнӑ. Ун пек ҫырусене хальлӗхе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Алёна Елизарован тата вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаров ячӗпе янӑ.
Министрсен суя аккаунтӗнчен вӗсем йӗрке хуралҫисен тӗрӗслевӗ пирки систереҫҫӗ.
Министрсем ҫынсене ун пек ҫырусене ӗненмелле мар тесе асӑрхаттараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |