Атӑлта паян 63 ҫyлти арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Арҫын вӗрсе хӑпартнӑ кимме ларса пулӑ тытнӑ иккен. Кимме Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче асӑрханӑ, хуҫин виллине – Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче.
Малтанлӑха шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын кимӗрен тухса ӳкнӗ. Ҫапах та инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Республикӑра юлашки 10 ҫулта пӗрремӗш хут ҫын кӑмпа ҫисе вилнӗ тӗслӗх пулнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫулла вӗҫӗнче арҫын кӑмпана кайсан чӗрӗллех ҫисе пӑхнӑ. Киле килсен, паллах, вӑл кӑмпана пӗҫерсе, ӑшаласа пӗчченех ҫинӗ.
Тепӗр кунхине унӑн вар витти пуҫланнӑ, хӑсма тытӑннӑ. Арҫын хӑй те, тӑванӗсем те ҫакӑ кӑмпа ҫинипе тесе шутламан. Виҫҫӗмӗш кунхине вӑл хӑйне лайӑхрах туйнӑ. Тӑваттӑмӗш кунхине каллех ҫав симптомсем пуҫланнӑ, хырӑмӗ те ыратнӑ.
Ӑна Васкавла медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем темле тӑрӑшсан та арҫынна ҫӑлса хӑварайман.
Шупашкар округӗнче юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пушар пулнӑ: пилорама ҫуннӑ.
Карачура ялӗнче пилорамари пӗр цехра ҫулӑм тухнӑ. Пушарта йывӑҫ, хӑма типӗтмелли хатӗр ҫунса кайнӑ. Пилорама пӳлӗме йӑлт хӑрӑмланса ларнӑ. Пушар электросеть йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ тесе палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1132 пушар пулнӑ, вӗсенче 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Муркаш округӗнче паян ирхине ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 39 ҫулти водитель вилмеллех аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухна та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ ҫавантах вилнӗ. Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере хваттерте пушар пулнӑ. Юрать-ха, килте пулнӑ ҫынсем ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ.
Ача асламӑшӗ (е кукамашӗ) патӗнче хӑнара пулнӑ. Пӗчӗкскер шӑрпӑк тупнӑ та унпа вылянӑ, сӗтел-пукан хыпса илнӗ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Кукамӑшӗпе мӑнукӗ урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Ҫӳлти хутра пурӑнакансене вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Арҫынна тата унӑн 19-ти сусӑр ывӑлне ҫӑлавҫӑсем урама кӑларнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра пынӑ «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. Медпулӑшу машини ҫутнӑ сигналсемпе пынӑ. Икӗ транспорт та ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Медпулӑшу машининче ача кӗтекен хӗрарӑм пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 18-та, ӑна Шупашкара илсе кайма тухнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, унӑн сывлӑхӗ аванах. Фельдшерсене те медпулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Василий Кервен аслӑ вырӑс поэчӗн Александр Пушкинӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадио компанийӗ пӗлтернӗ.
Куҫарнӑ ӗҫсене хаклама Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ. Кервен Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене «Асрах асамӗ ҫав самантӑн» ятпа кӗнекене пухса кӑларнӑ.
Василий Кервен Александр Пушкин пултарулӑхне шкулта вӗреннӗ чухнех тӗпчеме пуҫланӑ-мӗн. «Вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене классике чӑвашла куҫарттарнӑ. Ун хыҫҫӑн сумлӑ поэтӑн сӑввисем патне пӗрре мар таврӑннӑ Василий Гаврилович. Ҫакӑ ӑна каярах Коопераци институтӗнче студентсене вӗрентнӗ чухне те кирлӗ пулнӑ. Пӗлтӗр вара Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ӑна Пушкин сӑввисене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Вӑл пысӑк яваплӑха туйса ӗҫе пикеннӗ», — хыпарланӑ телесюжетра.
Шупашкарти Калинин урамӗнчи складсенчен пӗринчен оргтехника вӑрланӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Вӑрӑ чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ иккен. Фирма 200 пин тенкӗлӗх шар курнӑ.
Пакунлисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах тухнӑ. Вӑл ҫын Ҫӗнӗ Шупашкарти 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑрланӑ тавара вӑл Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пытарнӑ. Пытарса пӗтерейменнине ҫывӑхри пӗвене янӑ-мӗн.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пушар пулнӑ.
Хӗвеллӗ бульварти 10-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте балкон ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 2-10 ҫулсенчи виҫӗ ача тата амӑшӗ ҫывӑрнӑ. Хваттер хуҫисене кӳршисем вӑратнӑ.
Алӑк умӗнче тӗтӗм пулнӑран ачасемпе амӑшӗн урама уҫӑ чӳречерен тухма тивнӗ. 10 минутран пушарнӑйсем ҫитнӗ.
Ӗнер каҫхине 7 сехет те 40 минутра Канашри Ленин проспектӗнче 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта пӗр ҫын вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Гранта» рулӗ умӗнче ларн́ӑ 21 ҫулти каччӑ аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Приорӑна» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑнсан «Гранта» водителӗ вырӑнах вилнӗ. Вӑл правана 3 ҫул каялла илни паллӑ.
«Приора» рулӗ умӗнче 23-ри хӗрарӑм пулнӑ. Унӑн водитель прави пулман. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм, ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Пиорӑри» 16-ри пассажир аманнӑ. «Грантӑра» икӗ пассажир пулнӑ. Пӗри пульницӑна кайма килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |