Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Трактор савутӗнче инкек пулнӑ. Кӑнтӑрла, 13 сехет тӗлӗнче, ҫӑмрӑк арҫын шар курнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
«1988 ҫулта ҫуралнӑ ҫамрӑк ҫынна пресс лапчӑтса лартнӑ. Унӑн кӗлеткин аялти пайӗ суранланнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата. Арҫыннӑн сывлӑхӗ йывӑртарах.
Аса илтерер: виҫӗмкун Шупашкарта тепӗр инкек пулнӑ. «Кувшинка» микрорайонта хӗр 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех. Хӗр пульницӑра выртать.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта инкек пулнӑ: вӑйпитти арҫынна ҫӑмӑл машина вилмеллех таптанӑ. Ҫул урлӑ юраман ҫӗрте каҫнӑскер авари вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи пӑтӑрмах каҫхи 7 сехет те 50 минут тӗлӗнче Шупашкар проспектӗнчи 15-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Шкода Октавиа» маркӑллӑ ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларса пынӑ 33 ҫулти арҫын тӗттӗмре ҫул урлӑ чупса каҫакана асӑрхаса ӗлкӗреймен. Специалистсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх вара, водитель ҫул ҫинче тимлӗхе ҫухатнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, аварие пула килне таврӑнайман арҫын 1975 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Вырӑна ҫитнӗ медицина ӗҫченӗсем арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннине ҫирӗплетнӗ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Атикасси ялӗнче пӗр ҫуртра икӗ виле тупнӑ. Вӗсем мӗншӗн вилнине халӗ те уҫӑмлатман-ха.
Ҫуртра 57 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн 32 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Качча сусӑр пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫын мӗн сӑлтава пула вилнине уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, кирлӗ экспертизӑсем тӑваҫҫӗ.
Ӗнер вара Шупашкарта «Кувшинка» микрорайонта пӗр хӗр 15-мӗш хутран подъезд тӑррине ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрӗ юлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорт «Победа» авиакомпанин самолетне йышӑнайман. Мускаври «Внуково» аэропортран 19 сехет те 50 минутра хускалмалли рейсӑн Шупашкарта 21 сехет те 20 минутра анса лармалла пулнӑ. Мускавран вӑл 20 сехет те 4 минутра хускалнӑ, ҫавна май Шупашкарта унӑн 21 сехет те 44 минутра анса лармалла пулнӑ. Анчах аэропортра самолета йышӑнма май килмен. Пӑтӑрмахӗ тӑман вӗҫтерсе тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта анса ларайман енне самолетӑн Мускава ҫаврӑнса кайма тивнӗ. Унта ҫитсен икӗ авиапассажир анса юлнӑ — вӗсем каялла Шупашкара килме килӗшмен. «Победа» самолетне йышӑнмалла пирки Шупашкарти аэропорт хӑйӗн ӗҫ вӑхӑтне тӑснӑ. Самолет ҫурҫӗр иртни 34 минутра Шупашкара анса ларнӑ.
Паян аэропорт унчченхи режимпах ӗҫлет. Унта рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнче М-7 ҫул ҫинче, Калайкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, «Хендай» микроавтобус аварие лекнӗ. Салонра 8 пассажир пулнӑ.
37 ҫулти водитель руле итлеттереймен, ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Шел те, водительпе юнашар малти ларкӑч ҫинче пынӑ 40 ҫулти арҫын вилмеллех суранланнӑ. Тепӗр 5 пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ҫакӑ паллӑ: микроавтобус водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӗрре мар пӑснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ун тӗлӗшпе 16 административлӑ протокол ҫырнӑ. Чылай чухне вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхшӑн ҫакланнӑ.
2016 ҫулта «Раҫҫей Чӑваш пики» конкурсра ҫӗтернӗ Тутарстанри чӑваш хӗрне Ксения Романовӑна паян кун та укҫа паман имӗш. Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче Ирина Кузьмина ҫырнӑ тӑрӑх, хӗре сцена ҫинче 30 пин тенкӗлӗх сертификат тыттарнӑ, «анчах укҫи пике патне паянхи кун та ҫитмен».
Ксения Романова икӗ ҫул ӗнтӗ Чӑваш Конгресне ҫак ыйтупа шӑнкӑравлать, анчах кашнинче шантарнине кӑна илтет имӗш.
«Раҫҫей чӑваш пики» конкурса Шупашкарта ирттерме тытӑннӑранпа тӗлӗнтерекенни ҫулран ҫул ытларах та ытларах. Раҫҫей регионӗсенчи пикесене ку конкурсра питӗ юратманни, унран ытла – кӗтменни палӑрать. Ноябрӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса та акӑ, «Чӑваш пики – 2016» титула хуҫинчен, Тутарстанри Ксения Романоваран, туртса илчӗҫ те Виктория Тихоновӑна (вӑл 2015 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи) пачӗҫ. Шӑпах ӑна 2016 ҫулхи конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе пӗлтерсе жюрие лартрӗҫ. Йӑнӑшнӑ кӑна пуль текен шухӑш та пулчӗ малтан, анчах та йӗркелӳҫӗсем ятарласах ҫапла тунинчен тунмарӗҫ: «Пӗлтӗр Романова жюриреччӗ-ҫке, кашни ҫул ӑна лартсан тӗрӗс мар. 2015 ҫул хыҫҫӑн 2016 ҫула асӑнмасӑр 2017 ҫине сиксе кайни хитре маррипе ҫапла турӑмӑр», – терӗҫ пӗр вӑтанмасӑрах», — ҫырнӑ «Суварта».
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ, анчах темӗнле тӑрӑшсан та вӑл хӑтӑлса тухайман — ӳт-пӗвӗ пӑрлӑ шывра шӑннипе вилнӗ. Кун пирки паян, раштавӑн 4-мӗшӗнче «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хайхи массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын иртнӗ вырсарникун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫма шухӑшланӑ. Анчах ҫыран хӗррине ҫитме 500 метр пек юлсан ҫӳхе пӑр ҫурӑлса кайнӑ та арҫын шыва анса кайнӑ. Хайхискер тапаҫланнине пулӑ тытса ларакан арҫынсем асӑрханӑ, вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене тата васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ, хӑйсем тӗллӗн пулӑшма пикеннӗ. Анчах май килмен — арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, арҫын ӗҫрен килне таврӑнма тухнӑ, анчах ҫывӑх ҫыннисем патне ҫитеймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен проспектӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 14 сехет те 25 минутра руль умӗнчи хӗрарӑм 9 ҫулти ачана ҫапса кайнӑ. Водителе медосвидетельствовани витӗр тухма сӗннӗ – вӑл ӳсӗр пулман.
Шкул ачи светофор ҫук ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Hyundai Solaris автомашина пырса кӗнӗ. Арҫын ачан пичӗ суранланнӑ. Амӑшӗ ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана киле сипленме янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта руль умне ларнӑ вӗрентекен шкул картишӗнче ача ҫине пырса кӗнӗ. Кун пирки сайтра хыпар пур.
Канмалли кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ арҫын шӑнса вилнӗ.
Кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Крутова урамӗнчи нумай хутлӑ пӗр ҫурт умӗнче арҫынна тупнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха. Васкавлӑ медпулӑшу машинипе ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 65 ҫулти арҫын ҫул ҫинче вилнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 64 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Клуб урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тупнӑ. Ҫак кун Муркаш районӗнчи Очакассинче те инкек пулнӑ. Унта 57 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Ҫӗнтерӳ урамӗнчи ҫуртсен анкарти хыҫӗнче асӑрханӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |