Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехетре Коми Республикинче ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын шар курнӑ.
Hyundai Solaris тата Volkswagen Tiguan машинӑсем «Шупашкар – Сыктывкар» ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн салонӗнче Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын пулнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ. Арҫынсем 48-та, 56-ра тата 21 ҫулта пулнӑ. 55 ҫулти водитель чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулманни паллӑ.
Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Хальлӗхе аварире кам айӑплине тупса палӑртман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ростов ҫинчи Дон хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки «Блокнот Ростов-на-Дону» порталта пӗлтернӗ.
29 ҫулти арҫын – Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнчен. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хулари пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртра лифт шахти ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм подъездра сарӑлнӑ, чылай ҫын хваттерӗнчен тухайман. Ҫав вӑхӑтра вара лифтра пирӗн ентеш, ҫар ҫынни, пулнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ.
29 ҫултискерӗн кӗлеткин 95 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл кӑштахран тӑна кӗмесӗрех сывлама пӑрахнӑ. Унӑн арӑмӗ, икӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ.
Таджиксен наци культура центрӗн Чӑваш Енри организацийӗн ертӳҫи Абдулмаджид Гафуров ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин Ленин район сучӗ арҫынна хупса усрама йышӑннӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Абдулмаджид Гафуров пысӑк сӗтевле ентешне пулӑшма шантарнӑ. Лешне аслӑ шкултан кӑларса янӑ-мӗн. Гафуров ӑна унта вӗренме кӗртме шантарнӑ.
Таджиксен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Мускавра пурӑнакантан пысӑк сумма илнӗ чух тытса чарнӑ. Лешӗн тӗлӗшпе право хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ иккен. Ӑна та хайхи пулӑшма шантарнӑ.
Гафуров Шупашкарта кафе тытнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Курган-Тюбере йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ. Унта самана йывӑрланса кайсан Раҫҫее килнӗ.
Шупашкарта ҫӗтӗк ялав вӗлкӗшет. Ҫакӑн пирки Алёна Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен Шупашкар хулин варринче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫурӑк пулса тухать. Пост авторӗ икӗ сӑнӳкерчк вырнаҫтарнӑ. Вӗсенче сӑнланнӑ ялав, чӑн та, ҫӗтӗк.
Ку хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри: «Ку вӑл тем мар-ха», — тесе ҫырнӑ май тахҫан министерствӑсенчен пӗри ялав кутӑн ҫакса хунине аса илнӗ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын 2002 ҫулта ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ун чухне 28-та пулнӑ. Преступлени хыҫҫӑн ӑна тытайман, федераци шыравне панӑ.
Арҫын 16 ҫул республика тулашӗнче, Покров хулинче, пытанса пурӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл ӗҫе официаллӑ майпа вырнаҫма, ҫемье ҫавӑрма, ашшӗ пулма ӗлкӗрнӗ. «Вӑл Покров хулинче пурӑннӑ. Ӗҫе вырнаҫсан Пенси фондне укҫа хывнӑ, ҫемьеленнӗ, унӑн 18 ҫул тултарман ачи пур», - тенӗ айӑпланаканӑн ваккачӗ Алексей Бодров.
Нумай ҫул шыравра пулнӑ арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Иртнӗ эрнекун пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2002 ҫулта арҫын подъездра тепӗр арҫынна тӗл пулнӑ, пуҫӗнчен икӗ хутчен пенӗ. Лешӗ ун умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ-мӗн. Кун хыҫҫӑн арҫын республикӑран тухса тарнӑ. Пистолета ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговора тепӗр уйӑхран, вӗлернӗ арҫыннӑн тӑванӗсемпе кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлсен, вулӗҫ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.
Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.
71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача патне пырса ларнӑ. Уҫӑлма пӗччен тухнӑскерпе вӑл ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫу пуҫарнӑ. Килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.
Халӗ ҫав арҫынна суд 11 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Арҫын унччен те айӑпланнӑ. Ачасене ырӑ мар шухӑшпа юратаканскер 17 ҫул тӗрмере ларнӑ, ирӗке 2016 ҫулта ҫеҫ тухнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ.
Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн.
Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать коллективӑн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырӑва вуласан.
Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитес ҫул 95 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. «Юбилейччен ансамбль пурӑнса ҫитесси иккӗленӳллӗ», — тенӗ коллективпа пухӑнса хатӗрленӗ ҫырура. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ халӑх инструменчӗсен ансамблӗ симфони оркестрӗнчен, балалайка фортепианӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланман ҫын пек ҫавӑрттарса хунӑ. Константин Яковлев 2017 ҫул вӗҫенче ансамбль директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Юрия Романько баяниста шаннине аса илнӗ. Халӗ министр ансамблӗн илемлӗх ертӳҫине Юрий Васильева хӗсӗрлет имӗш. Ӑна пысӑк пуҫлӑх ҫынсен умӗнчех мӗскӗнлетет, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе хӑратать, хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хистет-мӗн.
Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫын Пичет ҫуртне ятлать. Хӑйӗн кӑмӑлсӑрланӑвне вӑл унти хуҫасене те систернӗ ӗнтӗ, те ҫук, анчах Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.
«Пирӗн Пичет ҫурчӗ ҫапах та хӑрушла вырӑн. Тӗслӗхрен, унӑн кивӗ те ванса пӗтнӗ, чӗриклетекен лифчӗсемпе усӑ курмастӑп тесе хама ҫӗр хут та сӑмах панӑ. Сӑмахӑма чылай вӑхӑт тытнӑччӗ», — шӑрҫаланӑ Маргарита Красотина журналист.
«Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ лифтри пӑтӑрмаха тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Унта вӑл ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа пӗр 10 минут таран пӗрремӗш хутран ҫиччӗмӗшне, унтан аялалла ҫӳренӗ иккен. Хӑйӗн ярӑнас килнипе мар паллах. Лифт кутӑнлашнӑран. Пулӑшу ыйтмалли кнопкӑна пусни те усӑ кӳмен. Кӑштахран лифт аранах чарӑннӑ та хӗрарӑм тухайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |