Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче 44 ҫулти хӗрарӑма ҫул ҫинче вилмеллех ҫапса кайнӑ. Ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫаканскер ҫине «Яндекс. Такси» пырса кӗнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 16-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. «Киа Рио» волителӗ, 38 ҫулти арҫын, хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ тӗле вӑл сывлама пӑрахнӑ.
Авари пулнӑ вырӑнта каҫхине тӗттӗм, ҫутӑ ҫук. Халӗ полици лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Каллех – хурлӑхлӑ хыпар… Паян, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ ҫывӑхӗнче ачана машина вилмеллех ҫапса кайнӑ.
11 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Ӑна машина ҫапса кайнине ҫынсем те курнӑ. Водитель чарӑнса ачана пулӑшу паман, часрах вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.
11 ҫулти арҫын ача йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек пулнӑ вырӑна ҫул-йӗрпе патруль службин пилӗк машини, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ.
Халӗ ачана ҫапса хӑварнӑ водителе шыраҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Крым Республикинчи Керчь хулинчи пӗр колледжра сирпӗнӳ пулнӑ. Сирпӗннӗ хатӗре хальлӗхе палӑртайман.
Инкекре пурӗ 19 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. 20 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Сирпӗнӳ вырӑнӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригадисем, ИӖМ тата ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Колледжа сирпӗтни пирки РФ Президентне Владимир Путина пӗлтернӗ. Владимир Владимирович аманнисене ҫӗршыври чи лайӑх медицина центрӗсене илсе ҫитерме хушнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Крым пуҫлӑхӗ Сергей Аксенов ҫитнӗ. ИӖМӗн «Ил-76» самолечӗ те Керчь хулине вӗҫнӗ.
Паян ирхине полицие арӑмӗпе упӑшкине вӗлерни пирки хыпар ҫитнӗ. 51 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 47-ри арӑмӗн виллисене килӗнче тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку Патӑрьел районӗнче Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пулнӑ. Ҫак тискер ӗҫе вӗсен 49-ти кӳрши тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле 49 ҫулти арҫын вӗсем патне кӗнӗ. Унччен тем пайлайман вӑл кӳршисемпе, хайхискер шӑв-шав илтсе вӑраннӑ кил хуҫине кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан вӑл ҫывӑракан арӑмне ҫапла майпах вӗлернӗ. Ҫакна веҫех 9 ҫулти хӗрӗ, диван хыҫне пытаннӑскер, курнӑ.
Кӳршӗ арҫынӗ тискер ӗҫне тусан тухса утнӑ. Ирхине хӗрача аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулса иртни пирки пӗлтернӗ.
Карачурапа Ҫӗнӗ Лапсар хушшинче пулнӑ авари хыҫҫӑн Росавтодор ҫав вырӑнта ҫула мӗнле майпа хӑрушсӑртарах тӑвасси пирки шухӑшлӗ. Пӗтӗмлетӳ халех пулмӗ, малтан следстви вӗҫленмелле.
Халех паллӑ: аварире ҫул-йӗр ӗҫченӗсен айӑпӗ ҫук. Ҫапах Росавтодор ҫав вырӑна хӑрушсӑртарах тӑвасси пирки шухӑшлӗ. «Эпир икӗ ҫул хушшине тимӗр карта тытсан транспорт ҫӳремелли вырӑн хӗсӗкрех пулӗ. Унта урӑх плансем хатӗрлеҫҫӗ. Мӗн тума май пурри пирки шухӑшлӑпӑр. Ҫул сарлакӑшне, тӑршшӗне виҫмелле. Следстви пӗтсен пӑхӑпӑр. Хальлӗхе унта ҫул-йӗр ӗҫченӗсем патне ыйтусем ҫук», - тенӗ Волго-Вятскуправтодор тӗп инженерӗ Валерий Тимашов.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче самосвал микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Тискер аварире 11 ҫын вилнӗ, 9-ӑн аманнӑ.
Улатимӗр облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫынсем аманнӑ. Вӗсем ӑҫтан ӑҫта кайма тухни хальлӗхе паллӑ мар.
Iz.ru сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкек Ковров районӗнче сиксе тухнӑ. Ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлӗнче паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ытлари кун, ҫӑмӑл машинӑпа ГАЗель ҫапӑннӑ. «Атӑл» М-7 автоҫулӑн 248-мӗш километрӗнчи аварире тӑватӑ ҫын аманнӑ. Вӗсене пульницӑна сипленме илсе кайнӑ. Шар курнисем хушшинче ачасем пулман.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗ патӗнчи М-7 федераци ҫулӗ ҫинче пысӑк инкек пулнӑччӗ. Усал ҫав хыпар федераци каналӗсем тӑрӑх ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа саланннӑччӗ. Аварире 11 ҫын пурнӑҫӗ (вӗсем Канашран Мускава ӗҫлеме кайма тухнӑччӗ) татӑлнӑччӗ.
Хӗрарӑмсене ҫапса пӑрахакан арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние кирпӗч шутлама 11 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗш тата 5-мӗш кунӗсенчи ҫӗрле арҫын Шупашкарта хӑйӗн паллаканӗн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ. Унта 39 ҫулти хӗрарӑм та пулнӑ. Сӑра сакки сарлака. Вӑл тепӗр чухне тулаштарать те. Арҫынпа хӗрарӑм хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Вӑй питти хайхине 39 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланнин чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын ӑна подъездри картлашка ҫине тухса пӑрахнӑ. Вилене подъезд ҫӑвакан хӗрарӑм асӑрханӑ.
Арҫын 2006 ҫулта пӗр хӗрарӑма хӗнесе пӗтернӗ иккен, лешӗ вилнӗ. Ҫавӑншӑн 8 ҫул тӗрмере ларнӑ. 2015 тата 2017 ҫулсенче вӑл вӑрланӑшӑн тата сывлӑха вӑтам сиен кӳнӗшӗн айӑпланнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 13 сехет ҫурӑра Тутарстанри ҫул ҫинче массӑллӑ авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри КамАЗ та лекнӗ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Сӗве хулинчен инҫех мар пулнӑ ку. КамАЗ «Мазда» маркӑллӑ машина ҫине пырса кӗнӗ. Пысӑк машинӑн чӑваш номерӗсем пулнӑ.
Аварире «Маздӑна» икӗ пысӑк машина хӗстерсе лартнӑ. «Про Город» хаҫата ку авари пирки халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Вӑл шӑпах авари тӗлӗнчен иртсе кайнӑ. Ун чухне полици ҫитсе ӗлкӗреймен-ха.
Аварире ҫынсем вилни пирки хальлӗхе хыпар ҫук.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин тӗпчевҫисем «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫ-хӗлне тӗпчеҫҫӗ. Халӑха тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен учреждени, пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсене кредит илме хистенӗ. Укҫана хаклӑ сиплевшӗн ыйтнӑ тесе калаҫҫӗ.
Медицина клиникине кайса шар курнӑ пирки полицие темиҫе ҫын та пӗлтернӗ хыҫҫӑн тӗпчев пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен управлени тӗпчет.
«Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн медпулӑшу кӳме лицензи те пулман теҫҫӗ. Клиника ӗҫченӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем патне, уйрӑмах вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем патне, шӑнкӑравласа тӳлевсӗр диагностикӑна йыхравланӑ. Медицина пӗлӗвӗ ҫук ҫынсем клиентсене чир-чӗр тупса палӑртнӑҫи пулса хӑратнӑ, сипленме 60 пинтен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран кредит илме хистенӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ хӑрушӑ авари пирки халӗ те хӗрсех калаҫаҫҫӗ, форумсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Унта миҫе ҫын вилни пирки тӗрлӗ информаци пулчӗ: малтан – 8, унтан – 11, кайран – 13… Хӑшне ӗненмелле?
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов Чӑваш наци телекуравӗн корреспонденчӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх (паян 18 сехетре тухнӑ «Республика» хыпарсен кӑларӑмӗ), аварире 11 ҫын вилнӗ, тепӗр виҫҫӗшӗн сывлӑхӗ йывӑртарах (пӗрин вара питӗ япӑх), виҫӗ ҫын нейрохирурги уйрӑмӗнче сипленет.
Микроавтобус салнӗнче миҫе ҫын пулнӑ? Тӗнче тетелӗнче 21 ҫын текен те тупӑннӑ. Хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем кун пирки пӗлтермен. Ӗнер «Россия 24» телеканалпа микроавтобус водителӗ те вилнӗ тесе хыпарланӑ. Вӑл вилмен, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ (ҫынсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерменшӗн). Водитель Канашра 5э маршрут ҫинче ӗҫлет. Мускава кайма тухнӑ ҫынсем водителе BlaBlakar сарӑм урлӑ тупни пирки те калаҫакан тупӑннӑ. Ку информацие ҫирӗплетмен.
Хӑш-пӗр сайтра микроавтобус ҫине фура кӗрсе кайни пирки хыпарланӑ. Чӑннипе вара самосвал, Мерседес маркӑллӑскер, пырса кӗнӗ. Вӑл «ТУС» строительство команин пулни пирки малтан иккӗленсе калаҫрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |