Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче пурӑнакансен халӗ тухтӑр патне райцентра ҫӳреме тивет. Ара, ялта фельдшерпа акушер пункчӗ йӑтӑнма пуҫланӑ.
Анчах авариллӗ ҫурта никам та юсама та, ишсе антарма та васкамасть. Кунсерен ФАПа 20–25 ҫын ҫӳренӗ. Темиҫе ялтан килнӗ унта.
Унта ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарман, административлӑ отпуска ҫеҫ янӑ. Анчах хӑҫан вӗҫленӗ вӑл? Никам та калаймасть.
ФАПӑн пӗр стени тӑкӑнма тытӑннӑ-мӗн. Унтах ача пахчи те пулнӑ. Вӗсене унтан илсе кайнӑ ӗнтӗ. Ача пахчине шкула куҫарӗҫ. Анчах ку халӑха тивӗҫтермест. Унта вырӑн сахал-мӗн. Шкул, ҫитменнине, ял хӗрринче вырнаҫнӑ.
Халӑх каланӑ тӑрӑх, ФАПа упрама май пулнӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара те кахалланнӑ, те укҫа тупайман. Ҫурт тӑрринчен шыв аннине заведующи нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗнче каллех ҫыру ҫырнӑ. Хӑнк та туман. Акӑ халӑ шыв фундамент таранах ҫитет.
Тӳре-шара ҫурта авӑн уйӑхӗччен юсама шантарать. Ҫур миллион тӑкаклама палӑртнӑ вӗсем.
Ҫынна вӗлересси шӑна вӗлересси пек кӑна тейӗн Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑмшӑн. Ҫак ҫула ҫитиччен вӑл икӗ ҫынна вӗлерме ӗлкӗрнӗ.
1997 ҫулта ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн 12 ҫуллӑха хупнӑ пулнӑ-ха. Тӗрмерен иртерех кӑларнӑ курӑнать, 2005 ҫулта каллех ӑна айӑпланӑ. Ун чухне ҫынна йывӑр суран кӳрсе вӗлернишӗн тепӗр хутчен суд тенкелӗ ҫине лекнӗ. Иккӗмӗш хут айӑпланӑ чух 8,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатма йышӑннӑ. Ирӗке вӑл 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хӗрарӑм каллех тепӗр преступлени тунӑ.
Ҫав кунхине вӑл хӑй килӗнче пӗр арҫынпа эрех ӗҫсе ларнӑ. Сӑра сакки сарлака теҫҫӗ те, тем пайлайман икӗ ӳсӗр — хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрарӑм тарӑхса кайса алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа арҫынна вилмеллех чикнӗ. Халӗ хӗрарӑма каллех суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Тӗпчевҫӗсем ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ.
Крымри Шурту (Белогорск) районӗнче вырнаҫнӑ «Тайган» сафари-паркра виҫӗ арӑслан ами хаклӑ йышши крокодила ҫисе янӑ. Кун пирки «Крым. Реалии» пӗлтерет.
Парка курма килнӗ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх крокодилсем арӑслансемпе юнашарах пӗвере пурӑнаҫҫӗ. Пӗр крокодилӗ шывран тухсан ун ҫине виҫӗ арӑслан ами тапӑннӑ. Пысӑк кушаксем шыв чӗрчунне хӑвӑрт кӑна кӑнтнӑ хыҫҫӑн апат патне ытти арӑслансем те ҫитнӗ.
Сафари-паркӑн директорӗ Олег Зубков ку пӑтӑрмах чӑн та пулса иртни пирки каласа панӑ. Крокодилӗ вара 3 пин доллар таранах (хальхи курспа ку вӑл 180 пин тенке яхӑн шутланать) тӑнӑ.
Кирек кам та хӑйӗн ачи-пӑчине ырӑ тӑвасшӑн. Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хӗрӗшӗн тӑрӑшнӑ. Анчах чӗрҫи ҫинче сиктерсе, пуҫран шӑлса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнипех ҫырлахман вӑл, ӑна укҫаллӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Саккунлӑ мар майпа.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ май ашшӗ хӗрӗ ялта пурӑнать, унта ҫурт хӑпартма укҫа тӑкакланӑ тесе социаллӑ тӳлев илес тенӗ. Шупашкарта ҫемйипе пурӑнаканскере унччен шутра тӑнӑ вырӑнтан кӑларса паллакансем патне пропискӑна тӑратнӑ. Унта, чӑн та, ҫемьене пурӑнма хӗсӗк пулнӑ. Капла туни ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмаллине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Кайран ӑна вӑл ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтлисен районти списокне те кӗрттернӗ. Ӗҫ кал-кал пынӑ — кӗҫех 420 пин ытларах тенкӗ пуҫлӑх хӗрне тивӗҫнӗ. Вӑл «кӗмӗле» федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ.
Улталаса патшалӑхран укҫа илнӗ пуҫлӑх хӗрӗ пирки те, пуҫлӑх пирки те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ҫак икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать.
Паян, утӑн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле Чӑваш Енри чӑх-чӗп фабрикинче инкек пулнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» фабрикӑра пулнӑ.
«Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унта электропитани сӳннӗ, автоматика пӗр цехри вентиляцие сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 13–15 пин чӑх вилнӗ.
Ҫакна предприяти ӗҫченӗсем ҫирӗплетсе каланӑ. Инкек чӑнах та ҫӗрле пулнӑ. Анчах вилнӗ чӑхсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине тата электроэнерги мӗншӗн сӳннине вӗсем калайман.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче тискер ӗҫ пулса иртнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна тислӗк ӑшне пытарнӑ.
Кӳрши каланӑ тӑрӑх, вӑл ялта 5-ри ачипе тата ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнать. Хӗрарӑм 24-ра кӑна-ха. Вӑл Шуршӑлти пекарньӑра ӗҫлет. Уйӑхне 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илсе ачине хӑйех тӑхӑнтарнӑ, ҫитернӗ. Сиенлӗ йӑлапа та туслӑ пулман вӑл. Анчах ытлашши калаҫма юратман.
Пӗрремӗш ачине хырӑмра йӑтса ҫӳренине те никам та пӗлмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗ кӗҫ-вӗҫ ҫуратассине пӗлнӗ, анчах лешӗн ҫӑмӑлланма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ. Ун чухне вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗнме ӗлкӗрнӗ, хӗрарӑм ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ.
Хальхинче те вӑл ача кӗтнине никам та тавҫӑрман. Юлашки вӑхӑтра вӑл мӑнтӑрланнӑ, ҫынсен ку чирпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Ача ҫуратсан вара пурте тӗлӗннӗ.
Вӑл утӑн 15-мӗшӗнче сменӑна ӗҫлесе пӗтернӗ те яла таврӑннӑ, унтан мунчана кайса 3600 грамм таякан хӗр ҫуратнӑ. Ун хыҫҫӑн ачана тислӗк ӑшне пытарнӑ та киле кӗнӗ.
Ҫӗрле ӑна япӑх пулса кайнӑ та вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ку ача ҫуратнипе ҫыхӑннине пӗлсен пепкене кӑтартма ыйтнӑ.
Ку пӑтӑрмахӗ иртнӗ эрнерех, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пулса иртнӗ иккен. Шупашкарти Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче парти хаҫачӗсене валеҫекен, хӑйсем хӑш партирен пулнине кӑтартакан тум тӑхӑннӑ хӗрсене машина ҫӑвӗпе сапса хӑварнӑ-мӗн.
Иртен-ҫӳрене ҫав хӗрсем Хусанкай урамӗ, «Ромашка» тата «Рябинка» общество чарӑнӑвӗсенче «Справедливая Россия» (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) хаҫат валеҫнӗ. Кӗтмен-туман ҫӗртен вӗсем патне каччӑсем чупса пынӑ-мӗн те машина ҫӑвӗпе сапса хӑварса тарса ҫухалнӑ пулать. Шар курнӑ хӗрсем ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ иккен.
Хаҫат валеҫекен хӗрсенчен пӗри, Настя ятли, каланӑ тӑрӑх, вӗсене унччен пӗр кун маларахах виҫӗ каччӑ машинӑпа пырса хӑратнӑ-мӗн, хаҫата туртса илме хӑтланнӑ имӗш. Настьӑран вара тӳлевсӗр тӑракан хаҫата 1 тенкӗпе йӑлт туянасшӑн пулнӑ-мӗн.
Выляса-кулмалла мар, тарӑхсах, пӗтӗм вӑйран тенӗ пек. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртни пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Шӑл тухтӑрӗ руль умне ӳсӗр ларнӑ тесе шухӑшланипе пӗри полицин дежурство пайне шӑнкӑравласа систернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлакан водителе тытса чарма васканӑ. Ӑна вӗсем ӑнлантарса пама хӑйсен машини патне пыма хушнӑ. Лешӗ кӑмӑлпа килӗшменнине кура вӑйпа илсе кайнӑ. Арҫын хӑйне хаяррӑн тытнине кура унӑн аллине ятарлӑ хатӗр тӑхӑнтартма йышӑннӑ. Усалланас енне кайнӑ арҫынна ҫакӑ та тытса чарайман имӗш. Инспекторсенчен пӗрне вӑл темиҫе хутчен урапа тапнӑ тата аллинчен ҫыртнӑ.
Инспекторсемпе ҫапӑҫакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ.
Сӑмах май, вӑл тӑватӑ ҫул каялла та влаҫ ҫыннисемпе хирӗҫнӗ иккен. Ун чухне ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.
Ку инкек Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче виҫӗмкун пулса иртнӗ. Унта 56 ҫулти арҫын ӗнене ҫӑлас тесе хӑй вилнӗ.
Пушар тухнӑ вӑхӑтра кил хуҫи урамра уплнӑ. Пурӑнмалли ҫуртпа пӗр ҫивитти айӗнче вырнаҫтарнӑ сарайӗнче ҫулӑм алхасма тытӑннине курсан вӑл пӳрте чупса кӗрсе мӑшӑрне инкек пирки асӑрхаттарма васканӑ. Хӑй вара сарайӗнче тӑракан ӗнене ҫӑлма хыпӑннӑ. Пушарпа кӗрешекенсене кил хуҫисем вут-ҫулӑм сиксе тухни пирки ҫийӗнчех пӗлтермен имӗш. «Хӗрлӗ автан» хӑй ӗҫнех тунӑ — вӑл алхаснӑҫем алхаснӑ. Ӗнене ҫӑлма хӑтланнӑ арҫын вилнӗ. Ҫапла вара пӗр киле икӗ хуйхӑ пырса шакканӑ. Вут шар кӑтартнинчен ытла ҫын та вилнӗ.
Инкек сӑлтавне пушарпа кӗрешекенсем электрооборудовани юсавсӑррипе сӑлтавлаҫҫӗ иккен.
Паян 17 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче маршруткӑпа КИА урапа ҫапӑннӑ, 14 ҫын суранланнӑ. Телее, вилекенсем пулман пулас.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра КИА урапа водителӗ айӑплӑ — вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ. Маршруткӑри ҫынсем Шупашкартан Тӑвая ҫула тухнӑскерсем пулнӑ иккен. Аманнисем хушшинче 6 ача пур.
Автобуссемпе ҫыхӑннӑ пысӑк пӑтӑрмахсем паян тата та пулнӑ. Тӗслӗхрен, Красноярск енӗнче автобуспа микроавтобус ҫапӑннине пула 11 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кунта вара автобус водителӗ айӑплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса вӑл макроавтобуса ним юрми аркатнӑ пулать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Красноярск енӗнче ыран хурлӑхлӑ кун пуласси пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |