Ҫӗрпӳ районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑрсенчен пӗри хӗрарӑма чирлет тесе пульница хучӗ памалла тунӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ тухтӑра лешӗ 2 пин тенкӗ укҫа тыттарнӑ.
Усалпа вӗҫленнӗ ҫак ӗҫ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Чирлӗ мар ҫынах хӑйне чирлӗ пек кӑтартас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен тухтӑра вӑл ӗҫ пӳлӗмӗнчех укҫа тыттарнӑ.
РФ Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйӗн сайтӗнчи кӗске хыпарта мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатман та, суя ҫиеле епле тухни паллӑ мар. Анчах 2 пин тенкӗлле ырӑ тӑвас тени тухтӑршӑн хакла ларнӑ. Сӗтев илнӗ тесе ун пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑрӑн 1,5 ҫул хушши шурӑ халат тӑхӑнма май килмӗ — шӑпах ҫав вӑхӑтлӑха ӑна врачра ӗҫлеме чарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутатне ӗҫ укҫи тӳлемен тесе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем шухӑшлаҫҫӗ. Ку фактпа нумаях пулмасть вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Депутат хӑй вӑхӑтӗнче коммерци фирмине ертсе пынӑ. Кассӑра укҫа пур пулин те хайхи ӗҫ укҫине 2 уйӑх ытла тӳлемен пулать. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна вӑл пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗччен 31 пин тенкӗ ытларах тӳлемен имӗш. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫи унӑн пулнӑ.
Парӑма кӗнӗ ӗҫченсенчен пӗринпе вӑл правӑна сыхлакан органсем хӑйӗнпе кӑсӑкланма тытӑннӑ хыҫҫӑн татӑлнӑ иккен. Теприн умӗнче парӑм пӗрех тӑрса юлнӑ.
Ӗҫ укҫипе вӑхӑтра татӑлманни пирки пуҫарнӑ ӗҫпе тӗпчев малалла пырать. Депутата яваплӑхран пӑрӑнма, ахӑртнех, май килмӗ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче ҫурт-йӗрӗн социаллӑ найм хакне ӳстернине саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Халӗ ку ыйтупа вырӑнти прокурорсен ҫине тӑмалла, яваплисене вӗсен кӑлтӑка пӗтерттермелле.
Социаллӑ найм хакне темиҫе хут ӳстерсе яни пирки прокуратурӑна тӗрлӗ регионтан ҫӑхавланӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри хастарсем те евитленӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Пушкӑртстанран, Мускав облаҫӗнчен, Калининградпа Костромаран пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть асӑннӑ надзор органӗ РФ Патшалӑх Думин депутатне Галина Хованскаяна ку ыйтӑва уҫӑмлатакан хурав ярса панӑ. Унта вырӑнтисем тӗрӗсех хумханнине палӑртнӑ.
Хованская каланӑ тӑрӑх, регионсенчи муниципалитетсем социаллӑ найм хакне тӗплӗ юсавшӑн тесе пухакан чи пӗчӗк виҫе таран хӑпартса янӑ. Ҫакна тӳре-шара ҫурт-йӗре юсама укҫа-тенкӗ ҫитменнипе сӑлтавланӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене вырӑнти прокурорсен пӗтермелле. Тӗрӗсрех, вӗсен вырӑнти тӳре-шарана ҫав ҫитменлӗхе пӗтерттермелле.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна наркотик таврашӗпе суту-илӳ тӑвакан чылай ҫын пекех пысӑк укҫа хӑвӑрт туса илме ӗмӗтленнӗ. Маларах та вӑл суту-илӳпе аппаланнӑ-ха, анчах наркополицейскисен аллине ҫакланайман. Хальхинче вара лекнӗ-лекнех.
Ҫамрӑк епле пурӑннине йӗрке хуралҫисене Наркотӗрӗслевӗн «шанчӑк телефонӗ» ҫине шӑнкӑравласа ҫынсем пӗлтернӗ хыҫҫӑн сӑнама тытӑннӑ. Амфетамин ятлӑ синтетикӑлла япалана (ӑна вӑл гаражра упранӑ) черетлӗ хутчен сутма тӑнӑ чух ӑна тытса чарнӑ. Гаражра хайхи япала чуста янӑ хутаҫра упраннӑ. Вӑл унта 400 грамм пулнӑ. Ку вӑл питӗ пысӑк виҫе шутланать. Тавара виҫмелли тараса та гаражрах выртнӑ.
Халӗ ҫамрӑк арҫынна ӗмӗрлӗх хупас хӑрушлӑх пур. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ, тӗпчев пынӑ вӑхӑтра хӑйне хупса та хунӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑри аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансене общежитипе тивӗҫтернине тӗрӗсленӗ май самай кӑлтӑк асӑрханӑ. Ун пирки ведомство Вӗренӳ, Сывлӑх сыхлав, Культура министерствисене асӑрхаттарусем ҫитернӗ, ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ.
Общежитисенче прокурорсем 300-е яхӑн кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Патӑрьелти агропромышленноҫ техникумӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗн, Етӗрнери агротехника техникумӗн, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн общежитисенче вырӑн уйӑрнӑ чух кашни ҫынна пурӑнма кирлӗ виҫене пӑхӑнман иккен. Хӑш-пӗр общежитире студентсене пур чухне те кӗртсе кӑларман.
Шупашкарти электромеханика колледжӗн общежитийӗсенче тӑлӑх ачасене кӑларса янисем пулкаланӑ. Теприсенче студентсем регистрацисӗр пурӑннӑ.
Суйлав ҫывхарать тесе кам мӗн кӑна тума хатӗр мар-ши ӗнтӗ! Шупашкарта суйлав умӗнхи хура технологисем кӗрсе пыма тытӑнни пирки Чӑваш патшалӑх телекуравӗпе радиокомпанийӗ пӗлтерет.
Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ хитре щитсене халӑх уйрӑмах йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче касса пӗтернӗ иккен, хӑшӗсене сӑрӑпа вараланӑ. Шупашкар тӑрӑх тӳре-шара инспекци пухсах ҫӳренӗ те вандалсем пур плаката та тӗкӗнменнине асӑрханӑ.
Акӑ, Мир проспектӗнчи тата «Шупашкар» пасар патӗнчисенех илсен те ҫапла пӗтӗмлетме май килнӗ иккен. Сӑнсене тискерлетес тӗллев лартнисем плакатсене сиен кӳнипех ҫырлахман, унта ӳкернисене те сӑнсӑрлатнӑ-мӗн. «Мадагаскар» суту-илӳпе кану комплексӗ патӗнчи ҫавӑн пек плаката хула службисем комисси пырасса кӗтсе тӑман — пуҫтарса илнӗ.
Плакатсене ҫу уйӑхӗн каҫхине хур туса ҫӳренӗ имӗш. «Антей сервис» компанин ӗҫ тӑвакан директорӗ Наталья Ванеркина Олег Ялугинпа иккӗшӗн сӑнне йӑлтах касса илни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ялугин ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен пӗрлешӗве ертсе пырать.
Чӑваш Енри наркополицейскийӗсем «Каҫ–2015» оперативлӑ профилактика мероприятийӗ йӗркеленӗ. Пилӗк оперушкӑн ҫав каҫ ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсенче пулнӑ.
Тӑрӑшни харама кайман. Пӗр каҫра вӗсем 20 ытла ҫынна тытса чарнӑ, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ пилӗк преступлени палӑртнӑ, административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ 14 тӗслӗхе асӑрханӑ.
«Каҫ–2015» вӑхӑтӗнче наркополицейскисем федераци шыравӗнчи арҫынна тупса палӑртнӑ. Лешӗ наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑ-мӗн те кайран тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн оперативлӑ службин пуҫлӑхӗ Андрей Григорьев хальхи вӑхӑтра каҫхи клубсем малтанхиллех хӑрушлӑх зонине кӗреҫҫӗ. Тӗрӗслев тӗллевӗ, апла пулсан, — преступлени тӑвакансемпе наркотикпа е психотроплӑ япалапа айкашакансене тупса палӑртасси кӑна мар, ун пек преступлени мӗншӗн пулса пынин сӑлтавне пӗлсе ӑна пӗтересси те.
Тӑван тӑванах пуль ҫав, ӑна укҫан та пулӑшас килет-тӗр. Анчах ырӑ тӑвас тени пур чухне те лайӑхпа вӗҫленмест ҫав. Ҫакӑ ултавпа ҫыхӑннӑ пулсан пушшех те.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи 2012 ҫулхи кӑрлачра хӑйӗн тӑванне ӗҫе илнӗҫи пулса хушу кӑларнӑ. Лешӗ ун патӗнче кӗҫӗн воспитатель шутланнӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ, каярах — йывӑр ҫын пулнишӗн тата ача ҫуратнишӗн тӳлекен пособиллӗ пулса тӑнӑ тата пепкене пӑхнӑ вӑхӑтра ларнишӗн паракан тӳлеве тивӗҫнӗ. Ача пахчинче ӗҫленӗ пекки ӑна шӑпах ҫавӑн валли кирлӗ пулнӑ та. Ача пахчин ертӳҫи тӑванне ӗҫленӗ пек 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗчченех кӑтартса пынӑ. Пуҫлӑх-тӑвана пула леш хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытла илнӗ, уншӑн пенси фондне укҫа та куҫарса тӑнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе айӑпласшӑн.
Чӑваш Енри колони-поселенирен ҫын тарнӑ. Анчах хайхи нумай вӑхӑт пытанса ҫӳреймен, часах ҫакланнӑ.
Хальхи тӗслӗхӗ 8-мӗш колонире пулса иртнӗ. Унтан 29 ҫулти арҫын тухса тарнӑ. Ӑна нумайлӑха та хупман-ха. 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха. Асӑннӑ вӑхӑтлӑха арҫынна Пуҫиле кодексри виҫӗ статьяпа: вӑрланишӗн, усламҫӑ ӗҫне ура хунишӗн тата хӗненишӗн — пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе ӑсатнӑ.
Тӗрмере ирӗкри мар та, унта пӗр кунӗ те аран иртет пуль ҫав. Ларас вӑхӑта кӗскетес тенӗ-ши, тытсан вӑхӑта тӑсса парасси пирки шухӑшласа илмен-ши, анчах вӑл тарма шут тытнӑ. Колонири пӑтӑрмах пирки ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пӗлнӗ. Ирӗкре нумаях ҫӳреме май килмен, капкӑна ҫакланнӑ та.
«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ҫӗр лаптӑкне чӑх каяшӗпе вараланӑ-мӗн. Лаптӑк пӗчӗкех мар. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли 20 гектар каяшпа вараланнӑ. Ҫакна Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ.
Административлӑ тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, 20 гектар лаптӑк чӑх каяшне пула йывӑр металлсемпе «пуянланнӑ». Ҫакна тӑпра тӗслӗхӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, организацин ҫав лаптӑка рекультивацилемелле тата лаптӑка йӗркене кӗртмелле.
Шупашкар районӗн сучӗ «Чӑваш бройлерне» ҫӗре биологи рекультивацийӗ тутарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |