Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар.
Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн.
2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне чӗртсе яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен маларах та депутат автобусне куҫ хывакансем пулнӑ имӗш. Вӑрлама мар-ха. Хур тӑвассишӗн. Депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, автобуса чӗртсе яриччен икӗ кун маларах техникӑна чулпа персе малти кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Кайран, ав, вутпа кӗллентернӗ.
Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хур тӑвакансене палӑртассине Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар районӗнчи пайӗн тӗпчевҫисем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек пулнӑ вырӑна вӗсем ҫав каҫах тухса кайнӑ, тепӗр кун, тул ҫутӑлсан, тепре ҫитнӗ. Прокурор ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал тӑваканӑн йӗрӗ ҫине ӳкме май килнӗ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне ҫунтарса янӑ. Кун пирки депутат хӑй пӗлтернӗ.
Ку пулӑма ӑнсӑртран пулнӑ темелле мар ахӑртнех. Андрей Кулагин каланӑ тӑрӑх, икӗ кун маларах унӑн ятлӑ автобусне чулпа пенӗ, малти кантӑкне ҫӗмӗрнӗ. Андрей Кулагин ЧР ШӖМӗн министрне Сергей Семенова хӑйне пулӑшу кирли пирки пӗлтернӗ. «Акӑ мӗн пулса тухрӗ», — тенӗ Кулагин.
Тӗрӗссипе, Кулагинӑн автобусне пӗрре мар чулпа пенӗ. Анчах ҫунтарни… Андрей Кулагина питех те кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Ку ӗҫе вӑл политикӑпа ҫыхӑнтарать-мӗн. Ку автобус агитаци тумалли пулнӑ. Вӑл коммерци енӗпе ӗҫлемен. Ку ӗҫе халӗ тӗпчеҫҫӗ.
«Про Город» хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Кириенко килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, раштавӑн 4-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен дачи ҫухалнине курнӑ.
Дачӑна ҫӗрпе танлаштарнӑ-мӗн. Хӗрарӑм ҫав тери тӗлӗннӗ. Ара, вӗсен дачи пулнӑ вырӑнтан халӗ ҫул иртет. Лаптӑк «Рассвет» пахчан пулнӑ. Ҫӗмьене кунта мӗнле те пулин ӗҫсем пуласса никам та пӗлтермен.
Нӳхрепре икӗ дачӑран пухнӑ пахча-ҫимӗҫ упраннӑ. 10 кун каялла хӗрарӑмӑн ывӑлӗ кунта пахча-ҫимӗҫе сивӗрен витмешкӗн килсе кайнӑ. Халӗ ав вӗсем тӑварланӑ хӑяр илме килнӗ те… дача ҫук.
Дачӑрах ҫӗрулми упраннӑ. Ӑна вӗсем кӗркунне лавккаран туяннӑ. Ҫемье ҫӗршӗн ҫапӑҫасшӑн мар, анчах ҫапла киревсӗр хӑтланни кӳрентернӗ. Ара, пӗлтермен те-ҫке-ха.
Халӗ Татьяна Кириенко полицие ыйту ҫырнӑ. Ҫул иртекен вырӑнта халӗ йывӑҫ пӳрт юлашкисем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем ҫунса кӗлленнӗпе пӗрех. Анчах банкӑсен йӗрӗ пачах ҫук.
Ҫӗмӗрлесем чӳкӗн 25-мӗшӗнче кранран юхакан шывран хими шӑрши кӗнине туйнӑ. Кунашкалли тепӗр кунхине те пулнӑ, ҫавӑнпа тӳре-шара ҫынсене ӗҫмешкӗн тата апат пӗҫермешкӗн лавккари шывпа усӑ курма сӗннӗ.
Шыва вара Шупашкара тӗрӗслемешкӗн янӑ. Халӗ шыври шӑршӑ пӗтнӗ, анчах вӑл мӗншӗн шӑршлӑ пулнине халӗ Прокуратура тата Роспотребнадзор тӗрӗслет.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Микаэл Гурбанов каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнче икӗ кун шӑршлӑ шыв юхнӑ. Алла ҫунӑ хыҫҫӑн та шӑршӑ тахҫанччненех кайман. Ҫавӑнпа вӑл икӗ кун лавккана шыв патне утнӑ. Ача пахчинчен шӑнкӑравланӑ та шӑпӑрланпа пӗрле таса шыв илсе килме хушнӑ. Микаэл ачине унта яман.
Тӗрӗслев кӑтартӑвӗ кӗҫех паллӑ пулмалла. Ҫынсем вара сӑлтавне хӑйсем шыраҫҫӗ. Аса илтерер: чӳкӗн 20–21-мӗшӗсенче Сӑр шывӗ хӑвӑрт чакнӑ, ҫавна май Улатӑрта халӑха шывпа тивӗҫтерес ӗҫ йӗркерен тухнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн шӑпи пирки тӳре-шара нумай вӑхӑт шухӑшларӗ. Мӗн тумалла: пӗр подъезда кӑна ишӗлтермелле-и е пӗтӗм ҫурта йӑтса антармалла та ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартмалла?
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулнӑ та ыйтӑва татса панине пӗлтернӗ. Ҫуртри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ лару-тӑрура-мӗн. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Ҫавна май ҫурта йӑлтах ишсе антарма йышӑннӑ.
Унччен тӳре-шара ҫуртӑн пӗр подъездне ҫеҫ ҫӗмӗресси пирки каланӑччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ май урӑх ыйту тухса тӑнӑ. Ҫынсене пурӑнмалли вырӑн тупса памалла-ҫке-ха. Халӗ кашни ушкӑн валли уйрӑм сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ: муниципалитет хваттерте пурӑннисем, ҫак ҫуртра пӗртен-пӗр хваттер пулнисем, пӳлӗме тара паракансем валли.
Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку енӗпе халӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес эрнере мэри каллех ҫынсемпе тӗлпулӗ те сӗнӳсемпе паллаштарӗ.
Шупашкар районӗнче автор прависене пӑснӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарассине татса параҫҫӗ.
Кӳкеҫри икӗ организацире юпан 8-мӗшӗнче лицензисӗр программа вырнаҫтарнине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗринче ӑна 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче виҫӗ компьютер лартса хунӑ. Программӑна хатӗрлекене ҫапла майпа 438 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тепӗр организацире 2013 ҫулта 2013 ҫулта вырнаҫтарнӑ. «1С» хуҫине 78 пин тенкӗлӗх, «Майкрософт» 48 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ. «Икӗ тӗслӗхӗнче фирмӑсен хуҫисене пыскӑ штраф кӗтет», — тесе пӗлтерчӗ Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов.
Тем хӑтланакан та пур та, Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ылтӑн япаласем ҫухалнӑ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫын тем тума та хатӗр те, хӑшӗсем ылтӑн-кӗмӗл япаласене чиркӗве кайса параҫҫӗ. Анчах ун пеккисене куҫ хывакансем те пур иккен.
Ӗнер йӗрке хуралҫисене чиркӗве ҫаратни пирки хыпар ҫитнӗ. Ювелир япаласем ҫухалнине пачӑшкӑ систернӗ. Ҫав кун ун патне Етӗрнери 20 ҫулхи каччӑ пынӑ иккен, укҫа кивҫен пама ыйтнӑ. Капӑрлатмалли хатӗрсем ҫакӑнса тӑракан турӑш патӗнче вӑл вӑрах тӑнине пачӑшкӑ сиснӗ-ха.
Вӑрланӑ тесе шухӑшлакан каччӑна хӑйӗн килӗнче тытса чарнӑ. Вӑрланине вӑл йышӑннӑ пулать, ӑна сутса ярса ӗлкӗрнине пӗлтернӑ имӗш.
Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать.
Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать.
Ӗнер, чӳкӗн 20-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче «Шыв» тулли мар яваплӑ общество предприятийӗнче Сӑр юханшывӗнчи шыв шайӗ хӑвӑрт аннӑран станци ӗҫӗ-хӗлӗнче пӑтӑрмах чутах сиксе тухман.
Ку Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Шыв» тулли мар яваплӑ обществӑн авариллӗ икӗ бригади пӑра тата пылчӑка тасатнӑ. Ҫавсене пула станци ӗҫӗ-хӗлӗ йӗркерен тухма пуҫланӑ.
Лару-тӑру пирки Улатӑр район администрацийӗнче канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна ЧР строительство министрӗ Олег Марков ертсе пынӑ. Пухӑннисем хулана шывпа пӑтӑрмахсӑр тивӗҫтермелли плана шухӑшласа тупнӑ.
Халӗ «Шыв» тулли мар яваплӑ общество штатлӑ режимра ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |