Утӑн 26-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем муниципалитет тата республика спорткомплексӗсене, бассейнсене, спорт лапамӗсене, катоксене, тренажер залӗсене тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа республикӑра уйӑхсерен сывлӑхпа спорт кунне ирттереҫҫӗ. Вӗсене хӑш кун йӗркелессине ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ: утӑн 26-мӗшӗнче, ҫурлан 9-мӗшӗнче, юпан 18-мӗшӗнче, раштавӑн 20-мӗшӗнче.
Кӗҫех утӑн 26-мӗшӗ ҫитӗ. Халӑх спорт комплексӗсенче сывлӑхне тӳлевсӗрех ҫирӗплетме пултарӗ. Анчах… ҫак кун Шупашкарта сивӗ шыв пачах пулмӗ. Талӑкӗпех.
«Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи проект кун пирки ЧР Спорт министерствине шанкӑравласа кӑсӑкланнӑ. Сывлӑхпа спорт кунне урӑх куна куҫармаҫҫӗ-и?
— Кунсене ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫирӗплетнӗ. Мероприяти республикипех иртӗ. Ҫак уява пӗр-пӗр муниципалитетра урӑх куна куҫармӗҫ, — ҫапла хуравланӑ вӗсене.
Инкек медицинин республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул-йӗр инкекӗнче ҫул ҫитмен 171 ача суранланнӑ. Ҫав шутра велосипедпа тата мотоциклпа ҫӳрекенсем те яланхиллех пур. Юлашкинчен асӑннӑ инкексен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан палӑрмаллах ӳсни курӑнать. Цифра чӗлхипе каласан, 28 процент хушӑннӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра вилекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче ҫул-йӗр ҫинчи инкекре ҫул ҫитмен 89 ача суранланнӑ пулсан, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 25-мӗшӗччен 79-ӑн шар курнӑ. Вӗсенчен 19-шӗ скутерпа, мопедпа е мотоциклпа ярӑнакансем иккен. Вилекен те пулнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи юрӑхлӑ хӑвартлӑх виҫине пӗр айӑплавсӑр 20 ҫух/сех таран пӑсма юрать. Ҫакӑнпа усӑ курса ял-хула таврашӗнче урапаҫӑсем (водительсем) 80 хӑвартлӑхпа ҫурейреҫҫӗ. Саккун кӑларакансем вара ку йӑла ҫынсен (ҫав шутра ачасен те) сывлӑхне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарасси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ имӗш. Хальхи вӑхӑтра ҫул-йӗрти статистикӑна сӑнаҫҫӗ, енчен те вилекенсен йышӗ ӳсни курӑнать пулсан хӑвартлӑха ӳстерме юракан виҫене 10 таран кӑна хӑварасшӑн иккен.
«Шывшӑн тав тума хушман», — тетчӗҫ аслисем пире, шӑпӑрлансене. Халӗ, ав, шывшӑн ним мар саккун умӗнче явап тыттараҫҫӗ.
Куславкка районӗнче унти «Жилремстрой» общество пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе суда пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Вӑл шыва саккуна пӑсса уҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын шывпа тивӗҫтересси ҫинчен 1 850 килӗшӳ туса 8,7 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ имӗш.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе «Жилремстрой» общество асӑннӑ ҫын ертсе пынипе лицензи ҫуккине пӑхмасӑрах ҫӗр айӗнчен шыв уҫланӑ. Шывпа тивӗҫтересси ҫинчен килӗшӳсем туса ҫак тупрана вӑл вырӑнти организацисене, усламҫӑсене тата халӑха парса тӑнӑ-мӗн. Ун валли вӑл муниципалитетран тара илнӗ шыв скважинисемпе, турулсемпе (башньӑсемпе), ҫӑлкуҫсемпе, шыв колонкисемпе, шыв тата канализаци тетелӗсемпе усӑ курнӑ. Ытти оборудованипе те усӑ курнӑ вӑл.
Куславккари предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑскере услам тума ирӗк ҫук ҫинче ӗҫлесе пысӑк тупӑш курнишӗн айӑплаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк пӑтӑрмах пулса иртнӗ темелле-ши — арҫын общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче троллейбус тӑррине хӑпарнӑ та… ҫывӑрма выртнӑ. Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, вӑл самаях ӳсӗр пулнӑ. Ҫав ӳсӗре пула транспорта вӑхӑтлӑх ҫӳреме чарнӑ.
Ҫак лару-тӑрӑва курнӑ Яна Бурдасова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Чукун ҫул вокзалӗн чарӑнӑвӗнче арҫын троллейбус тӑррине хӑпарса кайнӑ. Яна хайхискер транспортпа тӳлевсӗр каясшӑн тесе шухӑшланӑ. Ӳсӗрскер ҫывӑрма выртнине курсан вара тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Телее, водитель ҫакна асӑрханӑ та транспорта чарнӑ, полицейскисене, МЧС чӗннӗ.
Арҫынна троллейбус тӑрринчен 20 минутран антарнӑ, полици пунктне илсе кайнӑ. Ӳсӗрскере антармашкӑн ҫӑлавҫӑсен самаях тӑрӑшма тивнӗ. Троллейбус тӑррине хӑпарса арҫынна вӑйпа тенӗ пек антарма тӳр килнӗ.
Йӗркене пӑснӑскере административлӑ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Кӑҫалхи Чунҫӳрев Чӑваш сӑрчӗ ҫине ҫул тытни пирки эпир сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑвашран тухнӑ халӑха вара унта ҫитичченех япӑх хыпарсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗрре тахӑшӗсем «Милая Яна» ҫырса ҫутҫанталӑк палӑкне пӑснӑ, Чӑваш сӑртне илемсӗрлетнӗ. Кунта ытти вырӑнсенче тӗл пулман ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа та вӑл патшалӑх хӳтлӗхӗнче шутланать.
Унсӑр пуҫне хӑй сӑрчӗ ҫинче 6 археологи палӑкӗ те пур: авалхи хулан урӗсем, Улӑп тӑприсем. Чунҫӳревҫӗсем ҫитес умӗн 3 кун маларах паллӑ мар ҫынсем ҫак вырӑна кӗрсе урсене ҫӗмӗрнӗ, Улӑп тӑприне трактор таврашӗпе тӗксе тикӗслетнӗ хыҫҫӑн темӗнле труба вырнаҫтарнӑ. Бетонланӑ вырӑнта пирус вӗҫӗсене тата эрех кӗленчин пӑккине сӑнама май пурччӗ.
Чунҫӳревҫӗсем килсе кайнӑ чухне ҫав трубана мӗн валли лартни паллӑ марччӗ, анчах та Тӗменри «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта тем пысӑкӑш поклоннӑй хӗрес вырнаҫтарнӑ имӗш.
Ку вырӑна никам та сыхламаннине пулах чунҫӳревҫӗсем хӑйсен юпине Абалак (чӑв. Упалӑх) кану базинче вырнаҫтарчӗҫ.
Чӑваш сӑрчӗнче (вӑл Тобольск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) Ермакпа Кучум хан хушшинчи ҫапӑҫу иртнӗ.
Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче хӗрарӑм-полицейски тӑр кӑнтӑрла ача кӳми ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм отпускра шутланнӑ-ха. Кӑнтӑрла вӑл хулари Ленин урамӗнчи картишре сылтӑмалла пӑрӑнма тӑнӑ чух ача кӳмине пырса лекнӗ. Суранланнӑ икӗ ҫулхи хӗрачана Шупашкарти ача-пӑча медицина центрне ӑсатнӑ.
Полицейски майорне медицина енчен тӗрӗсленӗ те, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл урӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ ку фактпа служба тӗпчевӗ пырать тесе пӗлтерет Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби.
Юлашки вӑхӑтра вӑл е ку ҫурта «бомба хуни» пирки пӗлтересси модӑна кӗчӗ-ши? Шӳт — шӳт-ха. Анчах ултав ҫиеле тухсан пурпӗрех явап тытмалла. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӗ центрӗнче бомба пурри пирки миҫе хутчен пӗлтерчӗҫ-ши? Паян ав черетлӗ «бомба» пирки шанкӑравласа каланӑ.
Паллах, хальхинче те хыпар суя пулнӑ. Паян ирхи 10 сехет тӗлне васкавлӑ медпулӑшӑва паллӑ мар арҫын шӑнкӑравласа суту-илӳ центрӗн путвалӗнче бомба хунине, вӑл кӗҫех ҫурӑлассине пӗлтернӗ. Ку хыпара РФ ШӖМӗн республикӑри управленине ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Вырӑна полици ӗҫченӗсем килнӗ, кинологсем ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем… Пурте пынӑ. Суту-илӳ центрӗнчи ӗҫченсене, унта пынӑ халӑха урама кӑларнӑ. Кинологсем йытӑсемпе ҫурта тӗрӗсленӗ. Нимӗн те тупайман.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать, шӑнкӑравласа пӗлтерекен арҫынна шыраҫҫӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министрествин хӑрушсӑрлӑх служби полицире ӗҫлекен икӗ ҫын сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсене йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ.
ШӖМӗн Шупашкар хулинчи управленийӗнче ӗҫленӗ полицин участокри уполномоченнӑйӗ тата полици пайӗсен оперативлӑ дежурнӑйӗн пулӑшуҫи кӑҫалхи нарӑс тата ака уйӑхӗсенче ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен коммерци предприятине ҫын вилни пирки хыпарланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерий Петров пуҫиле ӗҫе лекнӗ. Ӑна тӗпчевҫӗсем ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
2009 ҫулта вӑл 17-ри хӗре тата унӑн амӑшне социаллӑ найм килӗшӗвӗпе нумай хваттерлӗ ҫуртри ача-пӑча урапи лартмалли пӳлеме панӑ. Пурӑнмалли вырӑн мар пулин те хайхисен ҫавӑнта пурӑнма тивнӗ. Малтанхи хваттертен ҫемьене ҫурта ишӗлекен тесе йышӑннӑран куҫарнӑ. Унтан та ытларах — амӑшӗпе хӗрне хваттер ыйтӑвне лайӑхлатнӑ тесе черетрен кӑларнӑ-мӗн. Ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакансене ҫу уйӑхӗнче икӗ эрне «типӗ тыттарнӑ». Ҫавӑншӑн явапли, Шупашкар район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, – «Дружба» СПОК.
Ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче ял ҫыннисем сивӗ шывсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑлтавӗ шыв пӑрӑхӗнчи инкекпе ҫыхӑннӑ. Шыв насусӗ ҫунса кайнипе шутламан-туман ҫӗртен шывсӑр юлнӑ ҫынсен икӗ эрне «типӗ тытма» тивнӗ. Ҫӗньялсене сивӗ шывпа тивӗҫтерекенни, «Дружба» СПОК, вӑл унти ҫурт-йӗр фондне тытса тӑракан управляющи компани те шутланать, ыйтӑва татса пама васкаман.
Халӑха ҫавӑн пек мелсӗр условире пурӑнтарнӑ фактпа район прокуратури кӑсӑкланнӑ. Маларах асӑннӑ организаци ячӗпе хут ҫырнӑ, яваплисене явап тыттарма хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |