Чӑваш полицейскийӗсем 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа сӗнекене тытса чарнӑ. Хальхинче ун пек ҫын Ҫурҫӗр Осетирен килнӗскер пулнӑ. Чӑваш Республики урлӑ «БМВ–750» машинӑпа иртсе каяканскер ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи автозаправкӑри лавккана кӗрсе туртмалли тата пылак шыв илнӗ. Таваршӑн 5 пин тенкӗпе татӑлнӑ. Заправкӑран тухнӑ чух ӑна ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ку вӑхӑта полицейскисене ку автомашина пирки систернӗ ӗнтӗ.
Инспекторсенчен пӗри водителе полицейскине илсе кайнӑ, вӗсенчен тепри водитель лавккара мӗн тунине пӗлес тӗллевпе лавккана кӗнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ суя укҫи пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравлама хатӗрленнӗ иккен.
Арҫын ҫумӗнче суя укҫа тата тепӗр 8 штук пулнӑ. Халӗ ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Улталакан водителе 8 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ ҫынтан шар курнисем татах пулсан ШӖМӗн пресс-службин ӗҫченӗ Олег Ашнин йӗрке хуралҫисене 8 (83541) 62-1-56 е 02 номерпе систерме ыйтать.
Йӗпреҫ районӗнче пассажир пуйӑсӗ ӗнер 88 ҫулти кинемее ҫапса кайнӑ. Инкек ирхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Кинемее «Адлер–Новосибирск» маршрутпа каякан пуйӑс «Йӗпреҫ–Канаш» ҫулӑн 242-мӗш километрӗнче ҫапса хӑварнӑ. Ватӑ ятарлӑ вырӑнта каҫман-мӗн. Пуйӑс машинисчӗ кинемей пуйӑс кӑшкӑртнине хӑлхана чикмен имӗш. Тен, хӑлхи илтмен, куҫӗ те начартарах курнӑ-ши? Асӑннӑ районти Пӑвара пурӑннӑскер вырӑнтах вилнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗ пуйӑс ҫулӗ ҫинче питӗ асӑрханмаллине асӑрхаттарать.
Новоазовск хулинче пурӑнакан хӗрарӑм, Куповых хушаматлӑскер, Патшалӑх Канашӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗ Игорь Кушев патне пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн упӑшки асӑннӑ хулари халӑх хӳтӗлевне кӗрет, ҫавна май ҫемьене хӑратма тытӑннӑ-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куповых ачипе асламӑшӗ патне Комсомольски районне куҫса килнӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Енрен каясшӑн мар-ха. Унӑн укҫа та, ӗҫ те ҫук-мӗн.
Комсомольски район администрацийӗ Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Куповых хушаматлӑ хӗрарӑма ҫурт-йӗрпе тата ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва пахса тухӗ.
Патшалӑх Канашӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Кушев депутат хӗрарӑма тимлӗн итленӗ те Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе телефонпа ҫыхӑннӑ. Унти ертӳлӗх хӗрарӑма ҫуртпа тивӗҫтерме, ӗҫ вырӑнӗ тупса пама шантарнӑ-мӗн.
Вӑрмар районӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. Ӗнер Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи пӗр кил-хуҫалӑхра пушар тухнӑ, вите-сарай ҫунма тытӑннӑ.
Кӳршисем ҫийӗнчех сехӗрленнӗ, пушарнӑйне шӑнкӑравланӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм кирпӗчрен купаланӑ, юнашар тӑракан хуралтӑсене ҫийӗнчех хыпса илнӗ. Пушарнӑйсем килнӗ хыҫҫӑн ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта килти 200 кайӑк ҫунса кайнӑ. Телее, пурӑнмалли ҫурта ҫулӑмрах сыхласа хӑварнӑ.
Экспертсен шухӑшӗпе — пушар электрооборудованипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ.
Канаш районӗнчи суд приставӗсем вырӑнти «Атлант» спортпа сывлӑх центрне ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫапла тума вӗсене Патшалӑхӑн пушар надзорӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем хистенӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн спорт обьектне административлӑ майпа айӑпласа 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче центра тепре тӗрӗсленӗ те каллех кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫӗннисем мар, унчченхисенех пӗтермен иккен. Ҫитменлӗхсене йӗркипе асӑнса кайма кирлех мар-тӑр. Инкек-синкек сиксе тухасса кӗтсе ларман, пушарпа кӗрешекенсем суда тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре центра ӗҫлеме 30 кунлӑха чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа приставсем «Атланта» ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ.
Светлана Асамат юрринчи йӗркесене юри ылмаштартӑм. Унта вӑл «Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма» тетчӗ-ха. Кунта вара Вӑрнар районӗнчи 31 ҫулти пӗр хӗрарӑм ача ҫине ача хӑй усаллӑхне ниҫта шӑнӑҫтарайман чух кӑларса яма ҫуратнӑ тейӗн. Ҫакскерӗн хӗр пӗрчӗкӗсенчен чи асли вуннӑра пулнӑ, вӑталӑххи — тӑххӑрта, кӗҫӗнни — улттӑра.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен вӑл хӑйӗн амӑш тивӗҫне пурнӑҫламан. Апат та йӗркеллӗ ҫитермен-мӗн, ҫипуҫпа иртӗхтермен. Хӑйӗн пырне хӗртме вара манман. Пирусне мӑкӑрлантарма та укҫа-тенкине майлаштарса пынӑ. Килне ӳсӗр ҫынсем пухнипе ачасене ҫывӑрса канма та паман. Ҫемьен пӗртен пӗр тупӑшӗ ача укҫи пулнӑ. Ӗҫсен хӗрарӑм кӑраланса кайнӑ. Ал айне мӗн кӗнӗ, ҫавӑнпа ҫапнӑ. Пӗринче тата пируса пӗр хӗрӗн аллине пусса сӳнтернӗ.
Усал амӑшӗн тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Опекӑпа попечительство органӗсем ӑна амӑш правинчен хӑтарас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хайхисем маларах ку ҫемьери лару-тӑру пӗлсех кайман-ши?...
Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫӗрле, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче пулнӑ. ВАЗ–21140 машинӑпа пыракан полицин участокри уполномоченнӑйӗ ҫулпа пыракан 24-ри каччӑна ҫапса кайнӑ. Ҫапла, кайнӑ. Инкеке лекнӗ ҫамрӑка пулӑшма васкаман вӑл, хӑвӑртрах тапса сикнӗ. Тарма сӑлтавӗ те пулнӑ ҫав — 38 ҫулти полицейски руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Машина ҫапса хӑварнипе ҫуран ҫӳрекен сылтӑм урине хуҫнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать.
Ку ӗҫре кӑсӑклӑ пӗр самант та пур-ха. Малтанласа ку инкекшӗн айӑпа йӗрке хуралҫин арӑмӗ хӑй ҫине илнӗ иккен. Ӳсӗрле руль умне ларнӑ тесе ӑна вырӑнти йӗрке хуралҫисем администратвилӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах прокуратура тата Шалти ӗҫсен министерствин органӗсем ҫине тӑнипе айӑплине тупса палӑртма май килнӗ иккен. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Следстви управленийӗн тӗпчевҫи хӗрарӑма административлӑ майпа сӑлтавсӑр айӑпланӑ фактпа яваплисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, шалти ӗҫсен пайӗн яваплӑ ӗҫченӗсене вара явап тыттарма сӗннӗ иккен.
Следстви комитечӗн тӗпчев управленийӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи пайӗ вӑл тӑрӑхри сиплев учрежденийӗсенчен пӗринче тӑрӑшакан тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шур халатлисене тӗпчевҫӗсем сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тухтӑр ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче районта пурӑнакан пӗр хӗрарӑмран 2 пин тенкӗ укҫа илнӗ имӗш. Тупрана лешӗ хӑй чирлине ӗнентерекен хут ҫырса панишӗн тухтӑра сӗннӗ. Больница хучӗ илме шухӑшланӑ хӗрарӑм таса сывах пулнӑ иккен. Ӗҫ-пуҫ ҫиеле епле тухнине следстви управленийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информацире ӑнлантарса паман.
Халӗ ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать.
Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын пирки тӗпчевҫӗсем. Тӑванӗсем вӑл вилнӗ тесе шухӑшламан иккен, ҫухалнӑ тесе пурӑннӑ.
Арҫын Шупашкарти автомастерскойсенчен пӗринче ӗҫленӗ иккен. Унӑн айӑпне пула унта пушар хыпса илнӗ, машина чӗрӗлсе кайнӑ, мастерской та кӑштах шар курнӑ. 12-ри тата 14-ри ачасен, иккӗшӗ те — хӗр иккен, ашшӗ вӑрмана кӗрсе ҫакӑннӑ пулать. Ӗҫре ӑна лайӑхпа хакланӑ имӗш, ӗҫекен ҫын тесе те каламан, виҫеллӗ сыпкаланӑ-мӗн.
Ҫакӑннӑ арҫын тӑхӑннӑ капюшонлӑ куртка кӗсйинче парӑма кӗрсе кайни ҫинчен калакан хут пулнӑ иккен. Чылай вӑхӑт ҫакӑнса тӑнипе арҫыннӑн аял пайӗ пулман — ҫӗрме ӗлкӗрнӗ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакан 53 ҫулти ҫын ҫӗр айӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 100 миллиметрлӑ минӑн «болванкине» тупнӑ.
Ку ӗҫ ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ун чухне Урмаел ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫӗнӗ ҫурт валли фундамент чавнӑ. Тӑпрана килне илсе кайнӑ. Ирхине ӑна салатнӑ чухне мина тупнӑ. Снаряд пушӑ.
Арҫын тупнӑ япала пирки полицие пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн ОМОН специалисчӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 100 миллиметрлӑ минӑн «болванкинче» сирпӗнекен япала ҫук, ҫавӑнпа вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |