Тобольск хулинче Чӑваш сӑрчӗ ҫине такам пысӑк саспаллисемпе юрату сӑмахӗсем ҫырнӑ. «Милая Яна» тенӗ унта. «Милая» сӑмаха кам ҫырнине тупнӑ-ха, анчах вӑл «Яна» сӑмаха ҫырманнине ӗнентерет.
Ҫутҫанталӑк палӑкне сӑтӑр кӳнӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тобольскра пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн шӑпине суд татса парӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «милая» сӑмаха ҫеҫ ҫырнӑ. Ҫапла майпа арҫын савнине Людмилӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ-мӗн. «Яна» сӑмаха кам ҫырнине пӗлмест.
29 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак ту культура пуянлӑхӗ пулнине пӗлмен, асӑрхаттарса ҫырнине курман. Юрату сӑмахӗ ҫырса вӑл савнине кӑна мар, Тобольскра пурӑнакансене те савӑнтарма шухӑшланӑ иккен. Касса кӑларнӑ саспаллисем вырӑнне чечек акасшӑн пулнӑ.
Ку ӗҫе тетелте хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Халӗ каснӑ ҫереме мӗнле ҫӗнетмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл та, фенологсен шухӑшӗпе, пуянлӑх шутланать.
Халӗ суд пулмалла. Арҫынна е 3 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, е 400 сехет ӗҫлеттерме, е 3 ҫуллӑха хупма пултарӗҫ.
Калӑн, пӗчӗк кӑна кӑпшанкӑ. Ҫук вӗт, ним мар ҫынна вӗлернӗ. Инкекӗ Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. 45-ри арҫын квас ӗҫнӗ чух ӑна ҫыртнӑ. Вӗлле хурчӗ квас куркине лекнӗ. Арҫын ҫавна асӑрхамасӑр шӗвеке пӗрех ҫавӑрса хунӑ.
Ҫӑвара тем сӑхнине ӑнлансан арҫын кваса сурса пӑрахнӑ. Сурчӑкпа вӗлле хурчӗ тухнӑ. Темиҫе минутран арҫын хӑрлатма тата чыхӑнма пуҫланӑ. Ҫавна курнӑ ҫынсем часрах васкавлӑ пулӑшу машини чӗннӗ. Те тухтӑрсене кӗтсе илесси пулмасть тесе вӗсем ӑна ахаль машинӑпа шурӑ халатлисем патне илсе кайма тухнӑ. Тухтӑрсен машини вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын вилсе кайнӑ.
Тем хӑтланакан та пур. 42 ҫулти арҫын, Волжскра пурӑнаканскер, укҫа перекетлеме шухӑшланӑ-ши — кӑмрӑк турттаракан пуйӑс вакунне ларнӑ та Мускава савни патне вӗҫтернӗ. Ҫитеймен.
Арҫынна Вӑрмар станцинче асӑрханӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Волжск хулинче станцире меллӗ самант тупса вакуна вӑрттӑн кӗрсе вырнаҫнӑ. Ӳкесрен тата хӑйне асӑрхасран сыхланса выртнӑ. Анчах ӑна пурпӗрех асӑрханӑ.
Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Сӑмах май, 2014 ҫулта чукун ҫул ҫинче 9 пӑтӑрмах пулнӑ. Вӗсенчен 6-шӗнче ҫын вилнӗ.
Транспорт полицийӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Ҫак ҫулсенче электричество пралукӗсем пур. Вакуна е цистернӑна хӑпарсан та ток ҫапма пултарать.
Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ.
Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Сӗтев илнишӗн кӑна мар, сӗтев пама пӑхнишӗн те явап тыттарнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Кӳкеҫре пурӑнакан 36-ри арҫын те ҫакна пӗлмен, те пӗлсен те шикленме пӗлмен? Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 291 статйин 3-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Ку статья должноҫри ҫынна сӗтев панипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫӗ пирки Шупашкар районӗн прокуратури ҫапла пӗлтерет.
36 ҫулти арҫын ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи суд приставне 3 пин тенкӗ сӗтев сӗннӗ. Ҫавна укҫашӑн приставӑн хайхин никам умӗнче те нимле парӑм та ҫук тесе хут ҫырса памалла пулнӑ. «Тавҫӑруллӑ» парӑмҫӑ шучӗпе приставӑн унӑн парӑмӗ пирки мӗнпур хута пӗтермелле пулнӑ.
Сӗтев сӗнекен шучӗпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Судра арҫын питӗ ӳкӗннӗ. Айӑпне йӑлт йышӑннӑ. Тата унӑн пӗчӗк ача пуррине шута илсе парӑмҫа 105 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ку вӑл сӗтев сӗннине 35 хут ӳстерсе штрафланине пӗлтерет ӗнтӗ.
Ку пӑтӑрмах Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче пурӑннӑскер ача ҫуртӗнче пурӑнакан виҫӗ ачана наркотик сутнӑ. Хутӑша туртнипе иккӗшӗ ҫавӑнтах тӑн ҫухатнӑ.
Ача ҫуртӗнче пурӑнаканскерсем хӑйсене йӗркеллех тытманнине прокуратурӑра ӗҫлекен водитель асӑрханӑ. Вӗсем виҫҫӗн пулнӑ, иккӗшӗ тӑн ҫухатнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ку факт пирки прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Наркотик туртнӑ ачасене наркӑмӑша ача ҫуртӗнче маларах пурӑннӑ 17-ри каччӑ сутнӑ иккен. Урок пуҫланас умӗн. Наркотикӑн пӗтӗмӗшле виҫи 0,77 грампа танлашнӑ. Наркотикпа суту-илӳ тӑвакан ача тӗлӗшпе нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Каччӑна пилӗк ҫуллӑха юсанмалли колоние ямалла тунӑ.
Прокуратура Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 11 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен ҫирӗп явап тыттарнӑ. Ҫав йыша ача ҫурчӗн директорӗпе унӑн воспиатни енпӗе ӗҫлекен ҫумӗ те лекнӗ.
Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлне Шупашкарти Пичет ҫурчӗ умне пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу, кинологи служби, ҫул-йӗр патруль служби пырса чарӑннӑ. Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫакна курсан мӗн пулнине тӳрех ӑнкарман. Ҫурта «бомба хунӑ» текен хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлман та хӑшӗ-пӗри ҫав машинӑсем мӗн сӑлтавпа пухӑннине пӗрер сехетрен ҫеҫ пӗлнӗ.
Ҫынсене эвакуацилемен. Ара, бомба пирки шӑнкӑравласа пӗлтерекен ӑна хӑш пӳлӗме хунине те систернӗ. Унӑн, арҫыннӑн, сасси ӳсӗрӗнни пек пулнӑ теҫҫӗ. Кинолог ятарласа вӗрентнӗ йыттипе ҫав пӳлӗме тӗрӗсленӗ — нимӗн те тупайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем те малалла ӗҫленӗ — нимӗн пулман пекех.
Халӗ шӑнкӑравласа суя хыпар пӗлтернӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ. Кунашкал тӗслӗх Раҫҫейре кӑна мар, Шупашкарта та тӑтӑшрах пулма тытӑнчӗ. Йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухать. Халӗ ҫакӑн пек киревсӗр ӗҫ тӑвакансене тыттармалли явап та ӳснӗ-мӗн.
Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ҫак ыйтӑва хускатнӑ.
Чӑваш Ен ҫак кӗпере ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен укҫа илме тӗллевленнӗ. Министр правительство ӑна пурнӑҫламашкӑн — Раҫҫейри транспорт тытӑмне аталантарас программӑна кӗрсе федераци хыснинчен укҫа уйӑрттармашкӑн — ҫине тӑрӗ.
«Эпир ҫӗнӗ кӗпер тӑвасшӑн. Ҫитес ҫул эпир ҫак программӑна кӗрессе шанатӑп. 2015 ҫулта кӗпере тума тытӑнасшӑн», — тенӗ министр. Вӑлах Мускав кӗперне Шупашкар — 550 ҫул, Чӑваш Ен — 100 ҫул тултарнине уявлассипе килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртине аса илтернӗ.
Тӗрӗссипе, ӗнер кӗпер ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах — пӗрремӗш хут мар. 2012 ҫулта ҫумӑр нумай ҫунӑран кӗпер айӗнчи тӑпра юхнӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, Мускав кӗперне тӑтӑшах юсаҫҫӗ-ха, анчах 46 ҫул каялла тунӑскере юсани кӑна ҫителӗксӗр-мӗн. Ӑна тӗпрен ҫӗнетмелле иккен.
Тухтӑрсем чан ҫапаҫҫӗ. Чӑваш Енре токсикологи уйрӑмне бензинпа наркӑмӑшланнӑ ачасене нумай илсе килеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 6-мӗшӗччен Шупашкарти ача-пӑчасен 4-мӗш пульницине 7 ачана илсе килнӗ. Пурте нефть продукчӗсемпе наркӑмӑшланнӑ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пур тӗслӗхре те ку ӑнсӑртран пулнӑ. Нумайӑшӗ бензина тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗре пластик кӗленчесенче — лимонад савӑчӗсенче — упрать. Ачасем ҫав шӗвеке лимонад тесе шухӑшлаҫҫӗ те ӗҫеҫҫӗ. Ара, пӗчӗк ачасем шӑрӑхра ӑш хыпнине чӑтаймаҫҫӗ-ҫке — алла мӗн лекет, ҫавна ӗҫеҫҫӗ. Чылай тӗслӗхре организма 1–2 сыпкӑм бензин лекнипе наркӑмӑшланнӑ.
ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова каланӑ тӑрӑх, ку йӑлтах — аслисен тимсӗрлӗхне пула. Вӑл Чӑваш Енри пульницӑсене ҫулсерен 30 пин ачана илсе килнине палӑртнӑ: пӗрисем суранланнӑ, теприсем наркӑмӑшланнӑ… Танлаштармашкӑн: республикӑра пӗтӗмпе 240 пин ача пурӑнать.
Медиксем тӗрлӗ сиенлӗ шӗвексене ачасем тытайман вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Астӑвӑр: бензина организм хӑвӑрт ҫӑтать, ҫавӑнпа инкек курасси те инҫех мар.
Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫ, ҫӗртмен 9-мӗшӗпе 10-мӗшӗнчи ҫӗрле, пӗр вырӑнта вӑл ишӗлсе аннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе кӗперӗн сулахай енчи тӗревӗсене тытса тӑракан хӑйӑр юхса аннӑ та асфальтпа бетон сийӗ йӑтӑнса аннӑ. Ишӗлнӗ вырӑн 5 метр тӑршшӗпе, 3 метр тӑршшӗ сарлакӑшпа танлашнӑ иккен.
Машинсем шар ан курччӑр тесе ун чух машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, кӑштахран ҫынсене те ирӗк пама пӑрахнӑ. Ытларикун кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шӑтӑка хӑйӑрпа хупланӑ, ҫиелтен бетон янӑ, анчах вӑйлӑ ҫумӑра пула кун пек туса лартни те тӳсеймен, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче тепре ишӗлсе аннӑ. Ишӗлнӗ лаптӑк 9 метр тӑршшӗпе, 3 метр сарлакӑшпа танлашнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑх хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗн тӗп инженерӗ Андрей Дьяков тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Каҫхи сакӑр сехет тӗлне юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ те транспорта кӗпер урлӑ каҫарма ирӗк панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |