Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫурӑлнине, кирпӗч йӑтӑннине унччен пӗлтернӗччӗ.
Ҫурт мӗн сӑлтавпа ишӗлме пуҫланӑ-ха? Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗс мар эксплуатацишӗн тата перепланировкӑшӑн плитасем деформациленнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, паспортпа килӗшӳллӗн кашни секцире санузел валли икӗ пӳлӗм пур. Вӗсенчен 90 процентне ҫынсем душ тунӑ. Изоляци пулманпа пӗрех, вентиляции япӑх ӗҫленӗ. Ҫавна май стенасем нӳрленнӗ, йӗпеннӗ.
Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 1962 ҫулта хӑпартнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Атӑлта Сӗнтӗрвӑрри районӗ тӗлӗнче тиев турттаракан карап ӑшӑха ларнӑ. Ку ирхи 7 сехетре Шульгин ялӗнчен 1218 ҫухрӑмра пулнӑ.
Карап кӳршӗ Ҫӗньял Покровски ялӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкара кайма тухнӑ. «Земцов энергетик» 850 тонна хӑйӑр турттарнӑ. Ҫыранран 50 метр аяккарах сӑмсипе ҫӗре тӑрӑннӑ. Борт ҫинче ултӑ ҫын пулнӑ. Телее, никам та аманман.
Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем карап корпусне тӗрӗсленӗ, сиенленнӗ вырӑн тупман. Ӑна ӑшӑхран кӑларас тесе хӑйӑр каялла кӑларнӑ. 14 сехет те 45 минутра карап ҫула тухнӑ.
Ҫакӑн йышши хыпара вуласан чылай ҫын хӑйӗн студент ҫулӗсене аса илет-тӗр. Теприсем вара: «Вӗреннӗ вӑхӑтра сӗтев пачах тыттарманни пулнӑ-ши вара?» — тесе те шухӑшласа илӗҫ. «Шкулта та, ача пахчинче те тӑкакланмасӑр пулмасть», — кӑмӑлсӑрланӗҫ хӑшӗсем. Юрӗ, ку вӑл умсӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.
Явап тытни — Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр университечӗн Атӑлҫи филиалӗн доценчӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи акаччен ҫав ҫын 42 студентран 147 пин ытла тенкӗ ытлалӑх сӗтев илнӗ иккен. Студентсем укҫа тӳлесен лешӗ зачетсемпе экзаменсене нимле тӗрӗслевсӗр лартнӑ. Отметикне кура экзамен хакӗ тӗрлӗрен пулнӑ. 2,5 пин тенкӗрен тытнӑса 3,9 пин тенкӗ таран иккен. Унсӑр пуҫне студентпа преподаватель епле хутшӑнура пулни те витӗм кӳнӗ пулать. Тата вӑл студентсем занятие епле шута илнине те тӗпе хунӑ имӗш.
Сӗтевле экзамен тыттаракана 230 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, 1,5 ҫуллӑха унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ пирки манма тивӗ — суд ҫав вӑхӑтлӑха ӑна преподавательте ӗҫлемме чарнӑ.
Ӗнер Шупашкарти Мускав районӗнчи кафесенчен пӗринче хӗрарӑм вилнӗ. Правӑна сыхлакан органсене синкер пирки хыпар ирхи 8 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти пасарта вырнаҫнӑ кафене 40–45-сенчи хӗрарӑм ирхи 5 сехетре пырса кӗнӗ иккен. Унта вӑл ҫине-ҫинех эрех илнӗ пулать. Сакӑр сехетсенелле хайхи сӗтел хушшинчен персе аннӑ-мӗн те бармен тӳрех ун патне чупса пынӑ имӗш. Хӗрарӑм сывламаннине ӑнлансан вӑл тухтӑрсене хыпарланӑ. Шурӑ халатлисем хӗрарӑм вилнине кӑна ҫирӗплетнӗ. Халӗ ку факт пирки тӗпчев пырать.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта ӗнер кӑнтӑрла тепӗр хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 50 ҫулта иккен. Хӗрарӑм Шупашкарти тӗп пляжра, ҫырантан икӗ метрта, выртнӑ. Хӑй вӑл тумтирпе тата япаласемлӗ сумкӑпа пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтаналаса шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыва путнӑ пулать. Ку вилӗм сӑлтавне те тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Муркаш районӗнче 78 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана кӑмпа пуҫтарма кайнӑ та киле таврӑнман. Ҫухалнӑскере полицейскисем те шырама тытӑннӑ.
Ватӑскер ҫухалса кайсан тӑванӗсем патне шӑкӑравласа пӗлтерме пултарнӑ. Полицейскисем ҫав шӑнкӑрав пулӑшнипе ватӑскер ӑҫтарах пулнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем тата ял халӑхӗ вӑрманта карчӑка шыранӑ.
Ватӑскере виҫӗ кунран ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Ярӑслав ялӗ патӗнчи ҫӑва ҫывӑхне тухнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл темиҫе ҫухрӑм парӑнтарнӑ.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑскерӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Авӑнӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫул ҫаври патӗнчи заправкӑра ҫынсем иккӗленӳ ҫуратакан сарӑ хутаҫ асӑрханӑ. Кун пирки ЧР ШӖМне 14 сехет те 40 минут тӗлне темиҫен те пӗлтернӗ иккен. Ӑна водительсем те, ҫуран ҫӳрекенсем те курнӑ-мӗн.
Вырӑна наряд ҫитнӗ. Хутаҫа специалистсем ятарласа вӗрентнӗ йытӑпа тӗрӗсленӗ. Ӑна тӗрӗсленӗ чухне транспорта ҫӳреме йывӑртарах пулнӑ.
Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫав хутаҫра витре пулни палӑрнӑ. Ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсем манса хӑварнӑ иккен.
«Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Анжелика Васильева шӑнкӑравланӑ. Хӗр пӗр лавккара юрӑхсӑр слойка туяннине каласа кӑтартнӑ.
Анчах, шел, вӑл ҫав тутлӑ ҫимӗҫпе сӑйланайман. Ара ун ӑшӗнче парне выртнӑ! Слайкӑран шӑши хӳри тухнӑ. Хӗр ӑна пӗҫерекен заводпа тата лавккапа ҫак ыйтӑва уҫӑмлатман. Вӑл ҫав заводӑн ҫимӗҫне текех туянмӗ.
Анжелика Васильева палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав завод кӑларнӑ ҫимӗҫсене кунашкал парнесене вӑл кӑна курман.
«Про Город» корреспонденчӗсем ҫав завода шӑнкӑравланӑ. Унтисем сӑнӳкерчӗке тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫан парне шӑши хӳри мар, ҫӗтӗк пулнине пӗлернӗ. Вӗсем хӑйсен йӑнӑшне тӳрлетме хатӗр: пикене сиен кунӗшӗн укҫа-тенкӗпе сплаштарасшӑн. Ҫав слойкӑна пӗҫернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ.
Шӑв-шав ҫуратакан ҫак истори ӗнер пулса иртнӗ. Шупашкарти юханшыв порчӗ «Константин Котов» тата «Георгий Жуков» транзит теплохочӗсене йышӑнман. Кун пек хӑтланни республикӑн Транспорт министерствине те килӗшмен. Ҫак факт пирки асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов монополипе кӗрешекен республикӑри службӑна тата прокуратурӑна евитленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекен служби ҫийӗнчех хушша-хуппа кӗнӗ: «Конкуренци ҫинчен» саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне пӑсни сисӗнет тесе юханшыв портне кӑлтӑка пӗтермеллине, тепӗр майлӑ каласан, теплоходсене чарӑнма ирӗк памаллине, асӑрхаттарнӑ.
Паян «Интерфакс-Туризм» портал тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Юханшыв порчӗ паян та теплоходсене чарӑнтарман иккен. Паян Самарти компанин «Герцен» тата Чулхулари компанин «Алдан» теплохочӗсене йышӑнман. Теплоходсене Шупашкарта чарма ирӗк паманнине кура республикӑн тӗп хулари «Экскурси тӗнчи» фирма круиз турисчӗсене йышӑнать. Унӑн ертӳҫи Людмила Пронюхина пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв порчӗн хӑтланкаларӑшне пула вӗсем те самай тӑкак курнӑ.
Паян, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, Пичет ҫурчӗ патӗнче каллех ҫынна ҫапса хӑварнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫнӑ чухне таптанӑ.
Инкек тӳснӗскере ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Хальлӗхе тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ кӑшт йывӑртарах пулнине пӗлтереҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах каҫхи 4 сехет ҫурӑра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 1972 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫуран ҫынсен каҫмалли вырӑнта ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Шевроле-Ланс маркӑллӑ урапа (автомобиль) кӗрсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Аса илтерер: Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатнӑ хыҫҫӑн Пичет ҫурчӗ патӗнчи чарӑнура унччен икӗ ҫынна таптаса кайнӑччӗ. Пӗр ҫын сурансене пула вилнӗ, тепри аманнӑ. Кӗркунне халь пур каҫмана пӗтерӗҫ — ҫынсен чукун ҫул хӗррипе каҫма тивӗ.
«Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗ» хысна учрежденийӗ ҫул ҫитменнисене укҫалла медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ.
Асӑннӑ сиплев учрежденийӗ ҫӗртме–утӑ уйӑхӗсенче ҫул ҫитменнисене медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ. Патшалӑх программипе ҫак процедура тӳлевсӗр пурнӑҫламаллискер. Анчах хысна учрежденийӗ укҫалла тӗрӗсленӗ. Ҫул ҫитменнисене медицина тӗрӗслевӗ кӑларнипе вӑл 159 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Медицина центрӗн ертӳҫине прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, бухгалтера дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Саккунлӑ мар майпа укҫа илнине сиплев учрежденин тавӑрса памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |