Шупашкарти Петров урамӗнчи тӑк тӑнӑ ҫӗрте ишӗлме тытӑннӑ ҫурт пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Эрнекунтан унӑн пӗр пайне сӳтме тытӑннӑ. Епле ӗҫсем тӑвасси тата мӗн чухлӗ вӑхӑтра вӗҫлесси пирки калама хула влаҫӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ҫурт тӑрӑмӗ пирки татса калама хӗн. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш подъезда юпан 10-мӗшӗ тӗлне сӳтсе пӗтерешӗн.
Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пурӑннисен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пӗр ҫулсӑр татӑлса пӗтеймӗ. Ҫынсене епле ҫурт-йӗр парасси пирки юлнӑ икӗ подъезда тепӗр хутчен экспертиза тунӑ хыҫҫӑн кӑна татса памалла иккен. Ҫынсен ҫапла вара сахалтан та ҫур ҫул кӗтме тивӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсене тӗкӗнес мар тесен юсаса ҫӗнетме хӑтланса пӗрех вӑхӑт иртӗ. Кунсӑр пуҫне укҫана ӑҫтан тупассине хальлӗхе татса парайман иккен-ха.
Укҫа-тенкӗ пирки каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗнчен Дмитрий Медведевран инкеклӗ лару-тӑрура уйӑракан ҫурт-йӗр сертификачӗ валли укҫа ыйтнӑ-ха. Анчах Мускавран хальлӗхе хурав килмен. Хальлӗхе ҫынсен тӑвансем патӗнче е вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ятарлӑ пунктра тӗпленме тивет.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи нумайӑшне пӑшӑрхантарть. Ун тавра чылайӑшӗ калаҫать, тавлашать… Пурте ҫак ыйтӑва уҫӑмлатасса кӗтеҫҫӗ.
Паян, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртри ҫынсемпе пуху ирттернӗ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ Петров 9-мӗш урамӗнчи ҫурт пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ-мӗн. Ҫавна май строительсем ҫитес вӑхӑтра ҫуртӑн пӗрремӗш подъездне аркатма тытӑнӗҫ.
Кун хыҫҫӑн 2-мӗшпе 3-мӗш подъездсен шӑпине татса парӗҫ. Алексей Ладыков Чӑваш Ен авариллӗ ҫуртрисене сертификат партармашкӑн кирлӗ ҫӗре ыйтупа тухнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫурта тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмланӗ-мӗн.
Хальлӗхе ҫав ҫуртри ҫынсем Г.Лебедев ячӗллӗ лицейӗн авариллӗ ҫуртне куҫнине унччен пӗлтернӗччӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 78 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ та ҫухалнӑ.
Кислицина Идея Макаровна авӑнӑн 20-мӗшӗнче вӑрмана ҫул тытнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗ еннелле кайни паллӑ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ватӑскер сӑрӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ пластик витре илнӗ. Идея Макаровна 150-155 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫне ҫутӑ сӑрланӑ, хӑй тулли кӗлеткеллӗ.
Кинемее курнӑ ҫынсене 8(927)998-93-94 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекен аш-какайра листери йышши бактери тупнӑ.
Тутарстанри регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийӗн специалисчӗсем Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ярса панӑ ӗне ашне тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ какайра, «Родина» ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекенскерте, сывлӑхшӑн сиенлӗ листери бактери тупнине ҫирӗплетнӗ.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку бактерисем инфекци чирне — листериоза — пуҫараҫҫӗ. Ку ҫыншӑн та, чӗрчуншӑн та хӑрушӑ. Листериозпа ытларах сурӑхсем, мӑйракаллӑ шултра выльӑх, сыснасем, лашасем, кроликсем, чӑхсем, кӑвакалсем, кӑрккасем чирлеме пултараҫҫӗ.
Листери бактери предприятире дезинфекцилемелли материалсем ҫукран е урая шӑши таврашӗ тасамарлатнӑран ӗрчеме пултарнӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫалнӑ хыҫҫӑн унти ҫынсене вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри уйӑрса панӑ пӳлӗмпе кӑмӑлсӑр-мӗн.
Хула влӑҫӗ ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫынсене общежитири пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав ҫурта 2 ҫул каялла пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсен йышне кӗртнӗ. Сӑмах Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пирки.
Общежитири пӳлӗмсенче маччаран шыв юхать-мӗн. Ҫӑвӑнасси — чӗр нуша. Ара, душ пӳлӗмӗ путвалта вырнаҫнӑ. Вӑл та — пӗртен пӗрре. Унта вара 100 ытла ҫемьен ҫӑвӑнмалла. Ку пӳлӗмсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ тӗк ҫынсем темех камамӗччӗҫ-тӗр. Анчах кварплата тӳлемелле-мӗн.
Пӳлӗмсем тӑвӑр. Кунта хӑшӗ-пӗрин ҫемйипех пурӑнмалла. Чиновниксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку вӑхӑтлӑха кӑна. Эрне вӗҫнелле кунта йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шантарнӑ вӗсем.
Ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗмсенче хӑҫанччен пурӑнмалла вӗсен? Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлӗшпе йышӑну туман-ха. Ӑна аркатӗҫ-и? Е ҫӗнетӗҫ-и? Паллӑ мар. Анжелика Лапина каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене алӑ пустарса хула администрацине ыйту ҫырасшӑн. «Кун пек пӳлӗмсенче пурӑнма май ҫук. 187 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Нимӗн те тума пулмасть-шим?
Республикӑра пӗр кунра икӗ ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Иккӗшӗ те — йӗкехӳре наркӑмӑшне пула. Пӗр пӑтӑрмах Вӑрнар районӗнче пулнӑ, тепри — Шупашкарта.
Икӗ тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗ тимсӗрлӗхне пула ачасем шар курнӑ. Аслисем йӗкехӳресене пӗтерес тесе наркӑмӑш хурса тухнӑ. Ачасем вара ӑна тупнӑ. Пӗри наркӑмӑша ҫӑвара хыпма ӗлкӗрнӗ, тепри аллине ҫеҫ тытма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл ӑна ҫӑтма та пултарнӑ.
Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Кирлӗ процедурӑсене тунӑ. Хальлӗхе ачасен сывлӑхӗ йӗркеллех.
Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта пулса иртнӗ ҫак пӑтӑрмах пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ачасемпе кӑра тытнӑ вӗрентекеншӗн аванмарланнипе республикӑн Вӗренӳ министерстви педагогран шар курнӑ ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнине те каланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентнӗ ҫамрӑк вӗрентекен урокра шавласа ларакан пӗр ача тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Урок ыйтсан пӗлмесен ҫамка ҫине «2» лартса панӑ, пӗррехинче вӑл пӗтӗм класса урок тӑршшӗпех ура ҫинче тӑратнӑ.
Ӗнерхи хыпарта хаяр педагог ӗҫленӗ шкул ертӳҫине тата унӑн пуҫламӑш класс енӗпе ӗҫлекен ҫумне явап тыттарма пултарассине хыпарланӑччӗ. Паян, ав, республикӑн прокуратури вӗсене ӗҫрен хӑтарнине, шкул ертӳҫин воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумне дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнине пӗлтерчӗ. Кӑра вӗрентекен пирки ӗҫе прокуратура тӗпчевҫӗсене пуҫиле ӗҫе пуҫарас ыйтӑва татса пама ярса панӑ.
Вӑрнар районӗнчи 62 ҫулти пӗр хӗрарӑм вӑрманта хӑрӑк хурӑн касма ирӗк илнӗ. Йывӑҫа касма ятарласа ҫынсем тытнӑ. Анчах хайхискер лешсене чипер кашлакан хурӑнсенех касма хушнӑ. Ҫамрӑк мар хӗрарӑм ҫапла пуҫтахланни Нурӑсри вӑрман хуҫалӑхне 27 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ тесе шутласа каярах кӑларнӑ.
Ку фактпа пуҫиле ӗҫех пуҫарса янӑ. Судра хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ун пирки ырӑ характеристикӑсем пуррине тата шар кӳнин пӗр пайне судченех тӳлесе татма ӗлкӗрнине шута илсе пӗрремӗш инстанцири тӳре 7 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахас тенӗ.
Ҫапла ӗнентерет информаци агентствисенчен пӗри Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки. Ку шӑв-шав пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пуҫламӑш классене вӗрентекен ҫамрӑк педагог 2012–2014-мӗш ҫулсенче ачасемпе хӑйне кӑра тытнӑ иккен. Пӗррехинче вӑл урокра шавласа ларакан ачан тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса хунӑ. Тепрехинче мӗнпур класа ура ҫине тӑратса урок ирттернӗ имӗш. Урок пӗлмесен ачасен ҫамки ҫине хӗрлӗ чернилпа «2» тесе ҫырса хуни те вӗрентекеншӗн йӑлана кӗнӗ япала пулнӑ иккен.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче кӑра педагог шкултан каяссине пӗлтернӗ иккен, кӑштахран кун пирки заявлени те ҫырса панӑ, анчах вӑхӑт иртсен шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна ҫитнӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене хаяр вӗрентекентен хӳтӗлеме ыйтнӑ.
Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, Каҫал тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вырӑнти тӳре-шара та, Вӗренӳ министерствинче тӑрӑшакансем те пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Чӑвашсен «Пӗр ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать» текен каларӑш пур та, пӗр вӗрентекен республикӑри пӗтӗм педагога чыссӑрлатать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫурӑлнине, кирпӗч йӑтӑннине унччен пӗлтернӗччӗ.
Ҫурт мӗн сӑлтавпа ишӗлме пуҫланӑ-ха? Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗс мар эксплуатацишӗн тата перепланировкӑшӑн плитасем деформациленнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, паспортпа килӗшӳллӗн кашни секцире санузел валли икӗ пӳлӗм пур. Вӗсенчен 90 процентне ҫынсем душ тунӑ. Изоляци пулманпа пӗрех, вентиляции япӑх ӗҫленӗ. Ҫавна май стенасем нӳрленнӗ, йӗпеннӗ.
Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 1962 ҫулта хӑпартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |