Улатӑрти ҫӑкӑр савучӗн унчченхи директорӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ултавлӑ ӗҫпе аппаланнӑшӑн 100 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи кӗркунне хайхи арҫын, савута ертсе пыраканскер, республика хыснинчен укҫа илме май пуррине шута илсе предприяти ятӗнчен халӑха ӗҫпе тивӗҫтекен вырӑнти центрпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ун хыҫҫӑн вара сусӑра ӗҫе илнӗ, ун валли ӗҫ вырӑнӗ меллештерме тӗрлӗ тавар туяннӑ тесе центра суя документсем, счет-фактурӑсем тӑратнӑ. Вӗсем тӑрӑх Улатӑрти ҫӑкӑр савутне республика хыснинчен 64 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен хыснине ҫакӑн чухлӗ укҫалӑх сӑтӑр кӳнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Алексеевсен 13-ри ывӑлне тухтӑр наркотикпа айкашать тесе шухӑшланӑ имӗш. Ывӑлне васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗ кӳрентерни ҫинчен ҫемье республикӑри электрон МИХсенчен пӗрне евитленӗ.
Яш икӗ ҫултанпах пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. ВСД (ҫак аббревиатура вырӑсла «вегето-сосудистая дистония» тесе вуланать) диагноз лартнӑскерӗн пуҫ хытӑ ыратать, хӑсма пуҫлать.
13-ри яш утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче ҫул ҫинче аптӑранӑ. Ҫавна асӑрханӑ иртен-ҫӳрен васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Фельдшер ача наркотик астивнӗ тесе хакланӑ, яша та ҫаплах каланӑ иккен. Ӑна вӑл ҫӗр ҫине вырттарса мӑйне чавсипе пусса лартнӑ-мӗн. Яш сӑмах чӗнейми пулнӑ. Сывлӑш ҫитменнине кура вӑл фельдшер аллине сирме хӑтланса пӳрнине ыраттарнӑ иккен.
Ача патне тухтӑр йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ, лешсем хӑйсен ӗҫ вырӑнне илсе кайнӑ. Пакунлисем патне кайнӑ чух ача ашшӗ патне шӑнкӑравласа ӗлкӗрнӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ ӑна наркодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ача наркоман маррине, пӳрнене вара амантнине ҫирӗплетнӗ.
Фельдшера кӳреннӗ ашшӗ-амӑшӗ полицине ҫӑхав ҫырнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре Вӑрнар районӗнчи Кивьял Нурӑс ялӗ ҫывӑхӗнче трактор ҫаврӑнса ӳкнӗ. Шел те, водитель вилнӗ.
Тракторист хӑйӗн участокӗнче утӑ тавӑрнӑ. Вӑл ҫыран хӗррине пырсан руле итлеттереймен. Транспорт ҫырмана анса кайнӑ. Водитель вӑйлах суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ.
Трактора регистрациленӗ, кӑҫал техосмотр кӑларнӑ пулнӑ, арҫыннӑн права та пулнӑ. Чӑваш Енри патшалӑх технадзорӗ тимлӗ тата асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Уйрӑмах транспортпа каҫхине ӗҫленӗ вӑхӑтра кун пирки манмалла мар.
Куславккара инкек пулнӑ. Унта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем, шел те, тӑтӑш пулаҫҫӗ. Асӑрханулӑх пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӳлӗмре пӗччен хӑварма шикленмест.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пилӗк ҫулти ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, шӑпӑрлан пӳлӗмре аслисемсӗр пулнӑ. Амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ваннӑйӗнче пулнӑ.
Ача ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Ӑна Хулари ача-пӑча клиника пульницин стационар уйрӑмне вырттарнӑ. Следовательсем вара ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шывран вут пек хӑрама ваттисем ахальтен хушман-тӑр. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Шар курнин ӳчӗ ӗнер шыв ҫине хӑпарнӑ...
Сӑр юханшывӗнче, Междуречье ялӗ патӗнче, 14-ри хӗрача шыва путнине Улатӑр районӗнчи йӗрке хуралҫисене ҫав кунах систернӗ. Леш тӗнчене ҫамрӑклах сарӑмсӑр ӑсаннӑ пикен ӳтне ӗнер шыв ҫийӗнче асӑрханӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмаха вӑраха хавармасӑр тӗпчеме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ. Шыва путнӑ пике 14—24-ри пӗлешӗсемпе Сӑр юханшывӗ хӗрне кайнӑ. Ҫамрӑксенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Апла пулин те вӗсем тарӑн мар тӗлте чӑмпӑлтатнӑ. Кӗтмен-туман ҫӗртен тахӑш самантра тарӑн ҫӗре лексе 14-ри хӗрача шыва путнӑ. Ӑна ҫӑлма май килмен.
Вӑрнарта 18 ҫул тултарман ҫамрӑк суранланнӑ. РФ Следстви комитечӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Арҫын ача пуйӑс тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен. Каярахпа «Подслушано в Вурнарах» (чӑв. «Вӑрнарта илтнӗ») пабликра ҫамрӑк тепӗр кунхине, пульницӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн, сывлама пӑрахни пирки ҫырнӑ.
Ку утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 22 сехет ҫурӑра пулнӑ. Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗнче 13 ҫулти арҫын ача тавар турттаракан 2777-мӗш пуйӑс тӑррине хӑпараса кайнӑ. Ҫамрӑк пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкартан Самара каякан автоцистерна тӳнсе кайнӑ. Инкек Ҫӗрпӳри ҫул ҫавринче, Канаш енне каякан тӗлте, 14 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Машина «Химпром» предприятирен тухнӑ. Инкекре водитель шар курнӑ, аманнисем тек ҫук. Цистернӑран тӑварлӑ йӳҫек юхса тухнӑ. Йӳҫеке тасатас тесе тӗрлӗ служба ура ҫине тӑнӑ. Ҫав шутра 65 ҫынпа 32 техника тӑрмашнӑ. Вӗсен хушшинче ҫул-йӗр инспекторӗсем, пушар сӳнтерекенсем, Роспотребнадзор, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, «Химпромӑн» специалисчӗсем пулнӑ. Хими япалине ҫул ҫинчен ҫуса тасатнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерес ӗҫ епле пынине республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ.
Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринчи тӑххӑрмӗш хутра пурӑннӑ май ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗркаҫ пӗр самолет малтан Шупашкар еннелле кайнине, кӑштахран каялла таврӑннине, унтан тата вӗҫсе иртнине хытах сӑнарӗ. Ытти чух та самолетсем вӗҫкелетчӗҫ, анчах ҫине-ҫине хутланине сисмен енне ҫакӑ кӑштах тӗлӗнтерчӗ.
Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайман иккен. Самолетри кӑлтӑка пула мар — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.
Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн самолечӗ ӑнӑҫсӑр анса ларнӑран Мускавран пассажирсемпе килекеннин сывлӑшра 40 минут ҫаврӑнса ҫӳреме тивнӗ. 21 сехет те 35 минутра Мускава кайма хускалас вырӑнне вӑл 22 сехет те 05 минутра тапраннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм пакунлипе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Аллине ирӗке янӑскер Росгвардин ӗҫченӗн питне чавса илнӗ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. «Киккирикне самай хӗртнӗ» хӗрарӑм унта хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫавна кафере канакансем вӑрах пӑхса ларма килӗшмен — йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем вырӑна пырса кӗрсен те лӑпланас вырӑнне тулашнӑ хайхискер. Ведомствӑлла мар хуралта ӗҫлекен ӗҫченсенчен пӗрин питне чавса илнӗ вӑл. Чарусӑр хӗрарӑма ҫапах та пакнулисем чарнӑ. Пуҫтахланнӑскере шалти ӗҫсен пайне лартса кайнӑ.
Влаҫ представительне хирӗҫ тӑнӑ тесе хӗрарӑма халӗ 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ватӑ профессора вӗлернӗ вӑй питтине 12 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ вырӑнта тытса усрӗҫ.
Аса илтерер, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗччӗ. 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.
Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлерни ҫиеле тухнӑччӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ-мӗн те услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр арҫын тата унӑн ваккаци апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплав виҫине ылмаштарма килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |