Нумай пулмасть, паян каҫхине, Ҫӗнӗ Лапсар тата Карачура ялӗсен хушшинче, М-7 ҫул ҫинче, пысӑк авари пулнӑ. КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ.
Автобусри салонра пулнӑ пассажирсем пурте вилнӗ: пӗтӗмпе – 8 ҫын. Вӑл Канашран Мускава кайма тухнӑ.
Хальлӗхе хӑрушӑ аварире мӗн чухлӗ ҫын вилни пирки татӑклӑн калайман. Ҫакӑ кӑна паллӑ: 8 ҫынран ытларах. Хӑш-пӗр сайтра 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтереҫҫӗ. Анчах ҫакна хальлӗхе ҫирӗплетмен.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-секретерӗ Светлана Каликова хыпарланӑ тӑрӑх, аварире 19 ҫын суранланнӑ, 11-шӗ вырӑнта вилнӗ. Ку лару-тӑрӑва Михаил Васильевич тӗрӗслесе тӑрать. «За рулем» порталта ҫырнине ӗненес тӗк, авари пулнӑ вырӑна Правительство председателӗ, шалти ӗҫсен министрӗ, транспорт министрӗ ҫитнӗ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑмӑн чунӗнче ахаль те йывӑр пуль-ха. Ӑна пӗчӗк ывӑлне асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хӗрарӑм пилӗк уйӑхри ывӑлне тӑхӑнтартнӑ, пуҫне вара тытман. Пӗчӗкскер пуҫӗпе сӗтел ҫине ҫапӑннӑ та кӑштахран вилнӗ.
Амӑшӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ. Куншӑн хӗрарӑма 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Шел те, шкул ачи вилмеллех аманнӑ.
Ку Ленин Комсомолӗн тата Гастелло урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. Ҫамрӑксен ушкӑнӗ «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ, сфетофор унта ҫук. Пурте каҫса ӗлкӗрнӗ, 13-ри хӗрача вара ҫул тепӗр енне чупса ҫитеймен. Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель – 22 ҫулти каччӑ, авари вӑхӑтӗнче урӑ пулнӑ.
1996 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Губанов пӗлӗшӗ патне пулла кайса ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килтен вӑл 12 сехетре тухса кайнӑ.
Ҫамрӑка юлашки хут Мӑн Ҫавал хӗрринче курнӑ.
Ҫывӑх ҫынни киле килментен унӑн тӑванӗсем сисчӗвленсе ӳкнӗ. Унӑн телефонӗ те сас паман. Шикленнипе йӗрке хуралҫисене систернӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин специалисчӗсем шырав ӗҫне пуҫӑннӑ.
170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫутӑ ҫӳҫлӗ каччӑна паян тупнӑ. Шел те, виллине.
Сӗнтӗрвӑрри район каччин виллине асӑрханӑ вырӑна тӗпчевҫӗсем тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмахӑн сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк епле вилнине пакунлисем каярах тӗплӗн татса калӗҫ.
Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна нацизм идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 354-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов Фейсбукра паян Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, паян ирпе Чӑваш Енӗн прокуратурине тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырусем янине пӗлтернӗ. Надзор органне вӑл пуҫиле ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн пуҫарнине тӗрӗслеме ыйтнӑ.
Сӑмах май, РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗ блогер урӑх преступленисем те тума пултарнине тӗрӗсленине те пӗлтернӗ.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ача ҫине аттракцион персе аннӑ. Йӑлтах мар, унӑн ҫӳлти пайӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Аттракционӑн пӗр пайӗ персе аннипе ача пуҫне кӑвакартнӑ, сылтӑм хулпуҫҫийӗ чӗрӗлсе кайнӑ. Ача хытах сиенленмен пулин те аттракцион юсавсӑрришӗн техника айӑплӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра калама тивӗ. Вӑл унта тек ӗҫлемест. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Яваплӑх виҫине суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗ.
Муркаш районӗнче пакунлӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Ҫав ҫынна ҫу-йӗр правилине пӑхӑнманнине пула ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн.
Аса илтерер, инкек пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ситукасси ялӗ патӗнче пулнӑччӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑй айӑпне йышӑнман.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗ ҫывӑхӗнче «Солярис» автомобиль кювета анса кайнӑ. Ку 13 сехет те 40 минутра пулнӑ.
Руль умӗнче 30 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аварире суранланнӑ.
Хӗрарӑмсӑр пуҫне салонра унӑн пӗчӗк ачи, кӑҫал ҫуралнӑскер, пулнӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аманман. Ҫапах ӑна тӗрӗслемешкӗн пульницӑна илсе кайнӑ. Ача ятарлӑ креслӑра выртнӑ.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын 14-ри хӗрачана суранланмаллах таптаса кайни пирки те Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехетре Коми Республикинче ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын шар курнӑ.
Hyundai Solaris тата Volkswagen Tiguan машинӑсем «Шупашкар – Сыктывкар» ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн салонӗнче Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын пулнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ. Арҫынсем 48-та, 56-ра тата 21 ҫулта пулнӑ. 55 ҫулти водитель чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулманни паллӑ.
Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Хальлӗхе аварире кам айӑплине тупса палӑртман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ростов ҫинчи Дон хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки «Блокнот Ростов-на-Дону» порталта пӗлтернӗ.
29 ҫулти арҫын – Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнчен. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хулари пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртра лифт шахти ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм подъездра сарӑлнӑ, чылай ҫын хваттерӗнчен тухайман. Ҫав вӑхӑтра вара лифтра пирӗн ентеш, ҫар ҫынни, пулнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ.
29 ҫултискерӗн кӗлеткин 95 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл кӑштахран тӑна кӗмесӗрех сывлама пӑрахнӑ. Унӑн арӑмӗ, икӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |