Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр юханшывӗнчен тухнӑ шывра, вӑрман хӗрринче, арҫын виллине тупнӑ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пулӑҫ ахӑртнех.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-службинчен кун пирки официаллӑ хыпар ҫук. Кун пирки «Про Город» хаҫата йӗрке хуралне ҫывӑх ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ.
Кунашкал пӑтӑрмах паян Красноармейски районӗнче те пулнӑ. Тусай ҫывӑхӗнчи пӗвере 69 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна ял ҫыннисем асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Арҫын пулла кайнӑ-мӗн, тетелте ҫыхланса ларса путнӑ. Водолазсем унӑн виллине ирхине туртса кӑларнӑ.
Раҫҫейӗн тӗп прокуратури регионсенче ҫул ҫитменнисен харпӑр вӑрттӑн информацине саккуна пӑсса пухнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман каласа кӑтартнӑ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Терӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Буксман ачасен харпӑр вӑрттӑн информацине пухнӑ тӗслӗхсене асӑрхани ҫинчен Федераци Канашӗн комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Чӑваш Республикинче, Воронеж тата Мускав облаҫӗсенче коммерци пӗрлӗхӗсем «Ал лаппи» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ачасен ал лапписене ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑрах сӑн ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсем шкулсенче кӳрекен пулӑшусемшӗн электрон мелпе тӳлеме майсем тӑвасшӑн пулнӑ», — ӑнлантарнӑ Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, Александр Буксман пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен биометрика информацине урӑх тӗллевпе те пуҫтарнӑ.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР инкеклӗ ларӑ-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров Канаш районӗнче арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗ.
55-56 ҫулти арҫыннӑн виллине пӗвере, ҫыранран икӗ метр аякра, тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: юлашки ҫак эрнере республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Аса илтерер: Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче 10 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара 44 ҫулти арҫын Ҫавал тӑрӑх резина кимӗпе ишнӗ чухне пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку пӑтӑрмахсем пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
19 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен каччӑ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна 20-ри хӗре мӑшкӑлланӑшӑн тата вӗлернӗшӗн ҫирӗп йӗркеллӗ колоние 18 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ хайхи ҫамрӑк ҫын, эрех ӗҫсен хӗрнӗскер, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Комсомольски районӗнчи пӗр ялта хӑй лайӑх палланӑ хӗре мӑшкӑлланӑ. Унтан ӑна чунӗ тухичченех хӗненӗ. Преступлени туни паллӑ ан пултӑр тесе хӗр ӳтне ют ҫын сарайне сӗтӗрсе кӗнӗ, утта вут тивертнӗ. Ҫулӑм вара сарая, юнашарти хуралтӑсене, пурӑнмалли ҫурта куҫнӑ. Пушар 950 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, хӗр ӳтне пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Качча вара полиграфпа тӗрӗсленӗ, хайхи прибор преступление ҫак ҫамрӑк ҫын тунине ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем 20 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, специалистсем темиҫе тӗпчев ирттернӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшакан 53 ҫулти аслӑ преподаватель айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна студентсенчен сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче хайхи вӗрентекен икӗ ушкӑнри 46 студентран 92 пин тенкӗ илнӗ, ҫакӑншӑн пурне те зачет лартса пама шантарнӑ. Ҫавна май кашни студент 2 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Аслӑ преподавателе следовательсемпе Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкар хулинчи уйрӑмӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тытса чарнӑ, ӗҫ-пуҫа тишкернӗ вӑхӑтра вӑл кӗсйине чикнӗ укҫана пӗтӗмпех кӑларса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, суд аслӑ шкулта ӗҫленӗскертен 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме йышӑннӑ, унсӑр пуҫне ӑна вӗренӳ тытӑмӗнче 2 ҫул ҫурӑ вӑй хума чарнӑ.
Ҫавалта, Ҫӗрпӳ районӗнче, арҫын путса вилнӗ. Ку паян, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулнӑ.
43 ҫулти арҫын кӑнтӑрла хӑйӗн резина киммипе Ҫавал тӑрӑх ишсе кайнӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх (вӗсем ҫыран хӗрринче эрех ӗҫсе ларнӑ), вӑл кимӗ хӗррине ларнӑ та тухса ӳкнӗ. Арҫын шывран тухма хӑтланнӑ, анчах пултарайман.
Ҫынсем ун патне тепӗр кимӗпе ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Анчах ӑна ҫӑлма май килмен – вӑл сывлама пӑрахнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку ӗҫе тишкерет, судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Канаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ хӗрарӑм айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна должноҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса саккуна пӑснӑшӑн айӑпланӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине авариллӗ тесе йышӑннӑ, сӳтсе пӑрахма палӑртнӑ нумай хутлӑ ҫуртра пропискӑна тӑратнӑ. Ҫавна май арҫын авариллӗ ҫуртсенчен республика программипе килӗшӳллӗн куҫакансен йышне лекнӗ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер саккуна пӑсса социаллӑ найм килӗшӗвӗ хатӗрленӗ те хӑйӗн мӑшӑрне ҫӗнӗ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ, республика тата район хыснисенчен 1 миллион та 340 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд тӳре пулнӑ хӗрарӑма 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче юханшывра 10 ҫулти хӗрачан виллине тупнӑ.
Ача путнӑ вырӑнта шыв тарӑн та мар. «Ахӑртнех, хӗрача аттине ҫума тӑнӑ. Халӗ инкек мӗнле пулнине тӗпчеҫҫӗ», - тенӗ ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал кунашкал инкек унччен те пулнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 3 ҫулти ача тарӑнах мар юханшыва кӗрсе ӳксе шӑнса вилнӗ. Вӗсем унта пиччӗшӗпе ҫунашкапа ярӑннӑ.
Ресторанти туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ. Сарӑмсӑр пӗр-пӗр сӑлтава пула ҫывӑх ҫыннисене ҫухатакансене те ун чухлӗ укҫа шыраса паманран укҫа сумми ҫак ӗҫпе паллашнисене хытах тӗлӗнтернӗ.
Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ. Паян лару иртнӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшмен. Ҫапла ку ӗҫе РФ Аслӑ сучӗ тишкерӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентствине Тӑвай районӗнчи вӑрман хуҫи камне пӗлес тесе ыйтса ҫырнӑ. «Халӑх тарҫи» ҫак участок вӑрман фончӗн шутланнипе шутланманнине тӗпчет иккен. Ҫыру авторӗ ҫав лаптӑк е, тен, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ мар-ши е тата пӗр-пӗр урӑх категорие кӗмест-ши тесе пуҫ ватнӑ.
10 гектар йышӑнакан лаптӑкра Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ, Мускавра сумлӑ вырӑн йышӑнакан пӗр ҫын хуҫаланать иккен. Унта вӑл ял туризмне аталантарать-мӗн.
Хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви Мускавра тӗпленнӗ чӑваш усламҫи ҫӗре хӑй тӗллӗн ярса илнӗ тесе судлашма хӑтланса пӑхнӑ. Анчах ун чух тавӑҫҫӑ пӗрремӗш инстанцири судра та, Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче те выляса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |