Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать.
«Про Город» хаҫат редакцине Мария Артамонова хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл Шупашкарта урамра ҫын вилнине асӑрханӑ. Ҫав ҫын аслӑ пӗр шкулти вӗрентекен пулнӑ-мӗн.
Паян 13 сехет ҫурӑра Граждан урамӗнчи пӗр банк умӗнче 50 ҫулти арҫын вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра Мария Артамонова ачипе уҫӑлма тухнӑ. Унта медпулӑшу машини, ҫынсем тӑнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын чӗре чирӗпе аптӑраса ӳкнӗ-мӗн. Вӑл урамрах тӗшӗрӗлсе аннӑ. Хайхискер лекци вуланӑ хыҫҫӑн килелле утнӑ. Чӗрепе аптӑранӑскер, шел те, киле ҫитеймен.
РФ Следстви управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Ӗнер Пӗрремӗш каналпа телеэфира тухнӑ «Мужское/Женское» Чӑваш Енри пӑтӑрмаха кӑтартрӗҫ. Маларах, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче,
кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнӑччӗ.
Хальхинче те саккунлӑхпа ҫыхӑннӑ темӑна хускатрӗҫ. Шупашката пурӑнакан Нататья Майорова унӑн Алексей ывӑлне хӗрарӑма пусмӑрланӑ тесе 7 ҫуллӑха айӑпсӑр хупнӑ тесе каларӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта унӑн ывӑлне тата тепӗр икӗ ҫамрӑка хӗре Куславккари саунӑра мӑшкӑлланӑ хупса лартнӑ иккен: кама — ултӑ ҫуллӑх, кама — 7, 8. Пусмӑрланӑ текен хӗрпе, интернатра ӳснӗ Светланӑпа, каччӑ пӗрле пурӑнма шухӑшланӑ иккен.
Светлана Солодякова сауна туалетӗнче виҫҫӗн пусмӑрланӑ тесе ӗнентерет. Саунӑна унӑн тепӗр хӗр тусӗ те пынӑ иккен. Анчах пусмӑрлаҫҫех пулсан мӗншӗн йӗрке хуралҫисене чӗнменни пирки ӗнентерӳллӗ хурав пулмарӗ.
Телекӑларӑмра калаҫнӑ май Светлана каччӑсенчен пӗри хӑйне тӗкӗнменнине персе ячӗ.
«Эсӗ Пӗрремӗш каналта. Ку вӑл — федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Халӗ пире эсӗ каласа пани тӑрӑх ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма эпир хистӗпӗр.
Оппозици активисчӗ Антон Кравченко ӗнер Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн ҫурчӗ умне пикета тухнӑ. Унта вӑл икӗ сехет таран тӑнӑ теҫҫӗ. Ҫапла тума ӑна Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче арҫын хай ҫине алӑ хуни хистенӗ иккен.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра 2-мӗш следстви изоляторӗнче хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Кун пирки чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ_. Арҫын хӑйне мӑйӗнчен персе вӗлернӗ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ.
Пӗччен пикета тухнӑ Антон хӑй те ҫав тытӑмра ӗҫленӗ иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, алӑ хунӑ хуралҫӑ кредитпа хваттер илнӗ, арӑмӗпе уйрӑлнӑ. Хӑй ҫине алӑ хуриччен унчченхи мӑшӑрӗпе хирӗҫнӗ пулать.
Пикета тухнӑ Антон Кравченко следстви изоляторӗнче кадр йывӑрлӑхӗ пуррине те палӑртнӑ.
Каҫхи клуба канма пынӑ ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ малалла тӑсӑлать. Ҫавӑншӑн халӗ хуралҫӑна хупса усрамалла тунӑ. Вилнин тӑванӗсем ҫав вӑхӑтрах хуралҫӑ пӗччен пулман, вӗсем виҫҫӗн пулнине ӗнентереҫҫӗ. Вилӗмпе аӗҫленнӗ пӑтӑрмаха Пӗрремӗш телеканалпа эфира тухакан «Мужское/Женское» кӑларӑмра ҫивӗч хускатнине эпир сайтӑн вырӑсла пайӗнче «Смертельное происшествие в чебоксарском ночном клубе обсудили с Александром Гордоном» статьяра ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ, тепӗр кунхине — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви.
Иртнӗ эрнекун хуралҫӑна хупса усрама йышӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑнма пултарнӑ ытти ҫынсем тӗлӗшпе те тӗпчев пынине пӗлтерет, унсӑр пуҫне каҫхи клуба хураллакан предприяти ячӗпе пӑтӑрмаха сирменшӗн асӑрхаттару ҫырса панине ӗнентерет.
Шӑп та лӑп талӑк каялла, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче (учреждени ҫав хулари Совет урамӗнчи 81-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку фактпа тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Асӑннӑ службӑн официаллӑ сайтӗнче изолятор пирки хыпарлакан хыпарта палӑртнӑ тӑрӑх, учреждени ертӳҫи — Антон Федоров. Унта 312 ҫынна тытма май пур.
Маларах эпир Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнине, унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫаяссине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти шӳтлеме юратнӑ-ши, анчах чӗлхене ирӗке янӑшӑн унӑн явап тытма тивнӗ.
Аллӑ ҫулхи ҫынна пилӗк ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет теҫҫӗ те, арҫын кӑҫалхи авӑн 9-мӗшӗнче 112 номерпе шӑнкӑравласа хӑй пурӑнакан районти ҫутӑ подстанцине сирпӗтесси пирки хыпарланӑ.
Яваплӑ тытӑмсем вырӑна тухса кайнӑ, сирпӗтме хатӗрсем пулман. Йӗрке хуралҫисем усал шӳтлекене шырама пикеннӗ. Ҫав ҫын 51 ҫулти вӑйпитти пулнине палӑртнӑ.
Кӗҫех ӗҫ суда та ҫитнӗ. Арҫын тунса тӑман, айӑпа йышӑннӑ.
РФ Пуҫиле кодексӗн 207-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (терроризм акчӗ пирки суйса хыпарланишӗн) айӑпласа арҫынна 1 ҫулталӑк та 2 уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тупӑшӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Мускав облаҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна тытса чарнӑ, ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫав ҫын федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Енре ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Вӑл вӑрланӑшӑн ҫакланнӑ.
Арҫынна Мускав облаҫӗнчи Котельники хулинче тытса чарнӑ. Конвойпа ӑна ШӖМӗн Вӑрнарти уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн федераци шыравне панӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче преступлени тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Хайхискер тӑванӗсем патне хӑнана килсен ялти пӗр ҫыннӑн килне кӗрсе телевизор вӑрланӑ.
Вӑрланӑ япалана тупнӑ, вӑрӑ вара тарса ҫухалнӑ. Оперативлӑ ушкӑн Мускав облаҫне кайса вӑл регистрациленнӗ ҫурта тӗрӗсленӗ, анчах ҫав вӑхӑталла арҫын ҫапкаланчӑка тухнӑ-мӗн.
Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ.
Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ.
47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ.
Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн.
Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ.
Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухалнӑ. Сергеевсем авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ачисене — 3 ҫулхи хӗрӗпе 5-ри ывӑлне — 122-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ та унтан таҫта ҫӗтнӗ. 36-ри Наталья тата 31-ри Владимир ҫухалнине «Комсомольская правда» хаҫат ӗнер каҫхине пӗлтернӗ.
Ҫухалнӑ мӑшӑр ҫывӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнӑва татнӑран йӗрке хуралҫисем Сергеевсене шырама пуҫланӑ иккен.
Арҫын та, хӗрарӑм та начар кӗлеткеллӗ иккен. Владимир ҫӳллӗшӗ — 180 сантиметра яхӑн, сарӑ ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Наталья 165—170 сантиметр тӑршшӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӑрӑхла питлӗ, сӑмси тӳрӗ. Хӑмӑр тӗслӗ шӑлаварпа, кӑвак джинс шӑлаварне атӑ ӑшне чикнӗ. Арҫын тӗксӗм-хӑмӑр сӑран куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ. Сӑмси ҫинче суран пур-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |