Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗре вараланине пӗлсен тӗрӗслев ирттернӗ.
Комбинат ҫӗрсене шултра мӑйракаллӑ выльӑх тислӗкӗпе вараланӑ-мӗн. Организацин административлӑ явап тытма тивнӗ. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн организацие штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сахалах мар — 40 пин тенкӗ.
Россельхознадзор ӗҫченӗсем аш-какай комбинатне ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн представлени ҫырнӑ.
Эрех-сӑра тӗлӗшпе саккун ҫирӗп. Анчах вӑрттӑн сӑтӑр тӑвакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче алкоголь тата спиртлӑ шӗвек ҫаврӑнӑшӗнче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Ку йӗркене Шӑмӑршӑ районӗнчи тӗп пульница пӑснӑ. Усламҫӑ медицина учрежденинче лавкка тытать-мӗн. Унта вӑл сӑра сутнӑ иккен.
Алкоголь сутакан лавкка районти Ярӑслав ялӗнчи пӗр фельдшерпа акушер пунктӗчне пулнӑ. Халӗ ҫав усламҫӑ хӗрарӑмӑн явап тытма тиветех.
Ку ҫынна административлӑ явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла майпа 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кун пирки ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Ҫӗмӗрлере чиновниксем тӳрех икӗ мулкача хӑваласа тытнӑ. Котельнӑй валли вырӑн пушатнӑ. Унта вара 100 ҫулти чӑрӑш ӳснӗ. Ӑна касса тӗп лапама кайса лартнӑ та илемлетнӗ — Ҫӗнӗ ҫул валли хатӗр!
100 ытла ҫулти чӑрӑш Карл Маркс урамӗнче ӳснӗ. Анчах ҫав вырӑнта тӳре-шара котельнӑй тума шухӑшланӑ. Документаци хатӗрленӗ те ӗмӗр ӳсекен йывӑҫа касма хушнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн строительствӑпа архитектура пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӑрӑш ӳснӗ территори ҫурт ҫывӑхне кӗмен. Чӑрӑша ҫав-ҫавах касмалла пулнӑ-мӗн. Ку вырӑнта модульлӗ котельнӑй тума палӑртнӑ-ҫке-ха.
Анчах хула ҫыннисем документаци тӗрӗс марри пирки иккӗленнӗ те вырӑнти МИХсен редакцисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул умӗн халӑха савӑнтарма туна ӗҫе пурте ырласа йышӑнман. Хӑшӗ-пӗри уяв каҫхине чӑрӑш тавра савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ун ҫине пӑхса ассӑн сывлӗҫ.
Тӑвай районӗнчи фермерӑн сурахӗ ҫухалнӑ та каялла таврӑннӑ. Анчах суранланнӑ, ҫыртса пӗтернӗ чӗрчуна хуҫа хӑйех сиплеме пуҫланӑ. Сурӑх вилнӗ хыҫҫӑн кӑна кун пирки ветеринарсене пӗлтернӗ.
Хуҫа каланӑ тӑрӑх, чӳкӗн 2-мӗшӗнче уйра ҫитернӗ чухне пӗр сурӑх ҫухалнӑ. Вӑл чӳкӗн 10-мӗшӗчченех киле таврӑнман. Таврӑнсан арҫын вӑл суранланнине курнӑ-ха, анчах ветеринарсене хыпарламан.
Хуҫа сурӑха хӑй тӗллӗн сипленӗ, ӑна ыттисенчен аякра тытнӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче чӗрчун улшӑннине туйнӑ — сурӑх япӑх ҫинӗ, тарӑхнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вара вӑл вилнӗ.
Раштавӑн 13-мӗшӗнче ветеринарсем сурӑх урнӑ чирпе аптӑранине ҫирӗплетнӗ. Анчах инфекци ӑҫтан лекнине палӑртайман. Халӗ ҫав хуҫалӑха специалистсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ, дизинфекци, иммунизаци тӑваҫҫӗ.
Етӗрне пульницинче арҫын вилнӗ. Ку — тухтӑрсене пула теҫҫӗ. Арҫыннӑн диагнозне вӑхӑтра тӗрӗс палӑртман, сиплев курсӗ ҫырса паман.
Ҫавна май следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 27-мӗшӗнче «Сӑрҫи» вӑй-халпа спорт комплексӗнче хусканусем тунӑ чухне 31 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ӑна госпитализациленӗ, анчах васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ диагноз тӗрӗс мар лартнӑ.
Медперсонал электрокардиограмма туман, сиплев палӑртман. Тепӗр икӗ сехетрен арҫын вилнӗ. Унӑн миакарда инфаркчӗ пулнӑ-мӗн.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Судпа медицина тӗрӗслевӗ тума палӑртнӑ. Ҫакна курнисенчен, медерсоналтан ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ.
Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар.
Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн.
2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне чӗртсе яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен маларах та депутат автобусне куҫ хывакансем пулнӑ имӗш. Вӑрлама мар-ха. Хур тӑвассишӗн. Депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, автобуса чӗртсе яриччен икӗ кун маларах техникӑна чулпа персе малти кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Кайран, ав, вутпа кӗллентернӗ.
Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хур тӑвакансене палӑртассине Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар районӗнчи пайӗн тӗпчевҫисем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек пулнӑ вырӑна вӗсем ҫав каҫах тухса кайнӑ, тепӗр кун, тул ҫутӑлсан, тепре ҫитнӗ. Прокурор ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал тӑваканӑн йӗрӗ ҫине ӳкме май килнӗ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне ҫунтарса янӑ. Кун пирки депутат хӑй пӗлтернӗ.
Ку пулӑма ӑнсӑртран пулнӑ темелле мар ахӑртнех. Андрей Кулагин каланӑ тӑрӑх, икӗ кун маларах унӑн ятлӑ автобусне чулпа пенӗ, малти кантӑкне ҫӗмӗрнӗ. Андрей Кулагин ЧР ШӖМӗн министрне Сергей Семенова хӑйне пулӑшу кирли пирки пӗлтернӗ. «Акӑ мӗн пулса тухрӗ», — тенӗ Кулагин.
Тӗрӗссипе, Кулагинӑн автобусне пӗрре мар чулпа пенӗ. Анчах ҫунтарни… Андрей Кулагина питех те кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Ку ӗҫе вӑл политикӑпа ҫыхӑнтарать-мӗн. Ку автобус агитаци тумалли пулнӑ. Вӑл коммерци енӗпе ӗҫлемен. Ку ӗҫе халӗ тӗпчеҫҫӗ.
«Про Город» хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Кириенко килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, раштавӑн 4-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен дачи ҫухалнине курнӑ.
Дачӑна ҫӗрпе танлаштарнӑ-мӗн. Хӗрарӑм ҫав тери тӗлӗннӗ. Ара, вӗсен дачи пулнӑ вырӑнтан халӗ ҫул иртет. Лаптӑк «Рассвет» пахчан пулнӑ. Ҫӗмьене кунта мӗнле те пулин ӗҫсем пуласса никам та пӗлтермен.
Нӳхрепре икӗ дачӑран пухнӑ пахча-ҫимӗҫ упраннӑ. 10 кун каялла хӗрарӑмӑн ывӑлӗ кунта пахча-ҫимӗҫе сивӗрен витмешкӗн килсе кайнӑ. Халӗ ав вӗсем тӑварланӑ хӑяр илме килнӗ те… дача ҫук.
Дачӑрах ҫӗрулми упраннӑ. Ӑна вӗсем кӗркунне лавккаран туяннӑ. Ҫемье ҫӗршӗн ҫапӑҫасшӑн мар, анчах ҫапла киревсӗр хӑтланни кӳрентернӗ. Ара, пӗлтермен те-ҫке-ха.
Халӗ Татьяна Кириенко полицие ыйту ҫырнӑ. Ҫул иртекен вырӑнта халӗ йывӑҫ пӳрт юлашкисем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем ҫунса кӗлленнӗпе пӗрех. Анчах банкӑсен йӗрӗ пачах ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |