Юлашки икӗ уйӑхра Шупашкарта транспорта пневматика пӑшалӗнчен пени пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӑшалтан балкон ҫинчен персе темиҫе машинӑна сиенлетнӗ ҫынна тытса чарнӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ӑна тӳрех тупса палӑртма май килмен.
Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкскере ака уйӑхӗнче, нумаях пулмасть, тытса чарнӑ. Вӑл — 19 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Вӑл пневматика пӑшалне тата пульӑсене ҫав кун умӗн Ленин Комсомолӗн урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче туяннӑ-мӗн. Хайхискер «тавара» тӗрӗслесе пахма шухӑшланӑ. Пӗр хӗр патне хӑнана пынӑ, балкон ҫине тухнӑ та ҫурт умӗнче ларакан темиҫе машинӑна пенӗ.
19 ҫулти каччӑ тӑватӑ машинӑна сиенлетнӗ. Пӗтӗмпе вӑл 80 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Халӗ ун телӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑнман, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене пенине ҫеҫ ҫирӗплетет.
Пӗр хӗрарӑм ҫӑкӑрти полиэтилен хутаҫа пула чутах чыхӑнса кайман. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Pro Город» хаҫат редакцине Мария Жачева тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑкӑрта… полиэтилен хутаҫ тупнӑ. Ҫӑкӑра Шупашкарти пӗр савут пӗҫернӗ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, хутаҫа ҫӑкӑрпа пӗрле пӗҫерме пултарнӑ.
— Лавккара тырра вӗтетмесӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр туянтӑм. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — унра тӗлӗнмелле япалана асӑрхарӑмӑр. Хутаҫ унта епле лекме пултарнӑ-ха! Прозводство мӗн хӑтланать! Аппетит пӗтрӗ. Чутах чыхӑнса каяттӑм. Ҫак ҫӑкӑра текех туянас килмест, — тенӗ Мария Жачева.
«Pro Город» хаҫат корреспонденчӗ ҫак ҫӑкӑра пӗҫернӗ савутпа ҫыхӑннӑ.
— Кунашкалли пирӗн патра пӗрремӗш хут, — тенӗ производство лабораторийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ильмендерова. — Вӑл ӑҫтан тупӑннӑ — пӗлместпӗр. Савут ҫакна тӗпчӗ. Кунашкалли тек пулмӗ.
Иртнӗ талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Куславккара, сӑмахран, 56 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунса кайнӑ. «Хура мунчана» хутнӑ хыҫҫӑн арҫын вута пӑхса тӑман иккен те ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫивитти айӗнчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ кӳршӗсем пушарпа кӗрешекенсене пӗлтернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме ҫур сехет кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче такамсем ача коляскине чӗртсе янӑ. Ҫулӑма асӑрханӑ ҫынсем часах пушар хуралне пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем икӗ минутрах персе ҫитнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑянта вара ҫулӑм 10 ҫулхи хӗрачана пула сиксе тухнӑ. Вӑл хут тата пир-авӑр чӗртсе янӑ. Ҫавӑнтан хуралтӑ чӗрӗлсе кайнӑ.
Типӗ курӑк чӗртсе яракансем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Пушарпа кӗрешекенсем иртнӗ талӑкра ун пек вырӑнсене 15 хут тухса кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Иван Андреевич Николаева шыраҫҫӗ. Вӑл 1995 ҫулта ҫуралнӑ.
Каччӑ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Ӑҫта вӑл? Никам та пӗлмест. Хӑй 18–20 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ — 176 сантиметр. Тӗреклӗрех, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ, куҫӗсем хӑмӑр. Уйрӑмлӑх палли хырӑм ҫинче пур. Унта 30 сантиметр таршшӗ суран йӗрӗ.
Иван килтен кайнӑ чухне тӗттӗм тӗслӗ сӑран куртка (пилӗкӗ таран), тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, тӗттӗм тӗслӗ сӑран кроссавка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫумӗнче докуменстем пулнӑ.
Иван Николаев ӑҫта пулнине пӗлекенсене 24-20-72, 24-20-73 е 02 (карас телефонран — 020) телефонсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Шупашкарта йывӑр преступленисем тунӑ арҫынсене палӑртасшӑн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри 20–25 ҫулсенче, вӑтам кӗлеткеллӗ, 160–165 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗсем хӑмӑр. Хура тӗслӗ кӗске куртка (капюшонпа), тӗттӗм шӑлавар, кроссовка тӑхӑннӑ.
Иккӗмӗшӗ 25–30 ҫулсенче, вӑтам кӗлеткеллӗ, пичӗ ҫинҫе, куҫ харши ҫӑра. Хӑй хӑмӑртарах тӗслӗ куртка, ҫыхнӑ ҫута калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта каллех… пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хальхинче — троллейбуссене. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре пулса иртнӗ.
Общество транспорчӗ Граждан урамӗнчи ункӑран инҫех мар пынӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра палламан ҫын е ҫынсем пеме тытӑннӑ. Ҫавна май троллейбуссен чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ.
Телее, аманнисем пулман. Аса илтерер: кӑҫал ҫакнашкал пӑтӑрмах тӑватӑ хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче маршрут таксине пенӗ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара ҫав урамрах Васкавлӑ медпулӑшу машинине пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем пушӑн 19-мӗшӗнче тӗп хулари Октябрь: 50 ҫул урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен картишри машинӑсене пеме тытӑннӑ виҫӗ ҫынна (вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансем пулнӑ) тытса чарнӑ.
Вилнӗ крокодил Шупашкар ҫыннисене чутах чӗресӗр хӑварман. Унӑн кӗлеткине суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче юр ирӗлсен тупнӑ.
Крокодила чи малтанах центр ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳрекен ачасем асӑрханӑ. Хӑраса ӳкнӗскерсем кун пирки аслисене пӗлтернӗ. Крокодил Шупашкара мӗнле лекнине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫӑмлатма май килмен. Ҫынсен шухӑшӗпе, вилнӗ крокодила цирк ӗҫченӗсем хӑварма пултарнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те ку Омскри шапито циркӑн «ӗҫӗ» пулнине пӗлтернӗ.
Темиҫе уйӑх каялла, чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче, Шупашкара Омскран килнӗ циркра крокодил вилнӗ-мӗн. Цирк ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӑчӑ пулнипе сывлама чарӑннӑ.
Цирк администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, дрессировщик крокодила ҫӗрле террариума хупнӑ. Тепӗр кунхине чӗрчун вилнине асӑрханӑ. Рептили температурӑна питӗ сисӗмлӗ-мӗн. Ертӳлӗх крокодил вилни пирки пытарман. Анчах унан виллине ӑҫта хуни пирки шарламан.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, дрессировщик вилнӗ чӗрчуна Шупашкар: 500 ҫул паркра хӑварнӑ. Сывлӑш температури сивӗ пулнӑран вӑл ҫуркуннечченех лайӑх упраннӑ.
Крокодила тупнӑ вырӑна ҫитнӗ полицейскисем те ҫакнашкал шухӑшлӑ.
Чӑваш Республикин Арбитраж судне мина хунӑ текен информаци тӳрре килмен. Хӑратакан ҫак хыпара паян, ирхи 10 сехет те 40 минутра, телефонпа хыпарланӑ. Арбитраж сучӗн йышӑну пӳлӗмне шӑнкравлаканӗ арҫын пулнӑ иккен.
Хӑрамалли хыпара илтсен йӗрке сыхлакан органсене часрах пӗлтернӗ. Лешсем тата ытти васкавлӑ службӑсем пӗрле пулса ӗҫе кӳлӗннӗ, сирпӗтекен хатӗре шырама тытӑннӑ. Судра ӗҫлекенсене тата унта пынисене урама йӑпӑр-япӑр кӑларса тӑратнӑ, ҫурта пур енчен ҫавӑрса илнӗ. Кӑнтӑрла тӗлне шырав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Нимле мина та тупман.
Унтан тата тепӗр шырав пуҫарнӑ. Хальхинче — суя шӑнкӑрав хуҫине. Терроризм пирки суйса пӗлтернӗшӗн ӑна 3 ҫуллӑха хупса хума пултараҫҫӗ.
Наркотик сиенӗ пирки шкул ачисене ӑнлантараҫҫӗ-ха, анчах чӑваш ҫыртса пӑхмасӑр ӗненмест темелле-ши… Ку тӗслӗхре шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ. «Шурӑ вилӗм» сутакансемпе тӳре-шара май килне таран кӗрешет, анчах чи малтанах ҫыннӑн хӑйӗн наркотик сиенӗ пирки ӑнланмалла. Ҫамрӑк чухне вара, шухӑ вӑхӑтра, усалли хыҫҫӑн каясси те инҫех мар.
Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухакан 17 ҫулти арҫын ача тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 10-мӗш класра вӗренекенскере наркотик хутӑшне саккунсӑр майпа туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта учительсем арҫын ачан йӑлтӑркка хутлӑ чӗркем пулнине асӑрханӑ. Унта спайс пулни ҫиеле тухнӑ. Кун пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Арҫын ачаран 0,3 грамм наркотик хутӑшӗ туртса илнӗ.
17 ҫулти арҫын ача каланӑ тӑрӑх, спайса вӑл Шупашкарта палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Лешсем каярахпа спайс ӑҫта пулнине пӗлтерсе электрон ҫыру янӑ. Шкулта вӗренекенскер кӑтартнӑ вырӑнтан наркотик хутӑшне кайса илнӗ.
Халӗ следстви пырать.
Владимир Захарова наградана тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Ҫынсене пушарта ҫӑлнӑшӑн.
Елчӗк районӗнчи Элпуҫ ялӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Кооператив урамӗнчи ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта вара 82 ҫулти арҫын тата унӑн 4, 5 ҫулсенчи мӑнукӗсем пулнӑ. Пӳрт ҫийӗн йӑсӑрланакан ҫӑра тӗтӗме ентешӗсем курнӑ. Владимр Захаровпа Алексей Алексеев хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫынӑннине ҫӑлма ыткӑннӑ. Пушар патне ҫитсен Владимир Захаров чӳречерен шала кӗнӗ, Алексей Алексеев урамра юлнӑ. Ҫак вӑхӑталла ачасем урама хӑйсем тӗллӗнех тухма ӗлкӗрнӗ.
Владимир Захаров 82 ҫулти старике тухма пулӑшнӑ, унтан пӳртри япаласене ҫӑлмашкӑн татах шала кӗнӗ. Документсене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ: ҫурт шалтан хӑвӑрт ҫунса пӗтнӗ.
Пушарнӑйсем килнӗ хыҫҫӑн ҫулӑм ҫур сехетрен сӳннӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑшӑн тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем пӑлтӑрта кӑвайт чӗртнӗ-мӗн.
Владимир Захаров чӑн-чӑн паттӑр. Вӑл ҫулӑмран хӑраса шала кӗмен пулсан мӗн пулӗччӗ-ши? Тӗрӗссипе, Владимир Захаров фермерӑн биографийӗнче кунашкалли пӗрре кӑна мар. Темиҫе ҫул каялла вӑл ҫунакан пӳртрен ватӑ хӑрарӑма илсе тухнӑ.
Ку кӑлтӑка прокуратура тупса палӑртнӑ. Ҫапла кӑлтӑка Сӗнтӗрвӑрринчи Геркен ячӗллӗ пульницӑра асӑрханӑ.
Унта наркоманипе чирлисене хӑйсенчен ирӗк ыйтмасӑрах сипленӗ пулать. Наркоманипе чирлисен тӗлӗшпе процедура ирттерес умӗн хайхисен шухӑш-кӑмӑлне ыйтманни сиксе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне нарколог пӳлӗмӗ официаллӑ требованисене тивӗҫтерсе тӑмасть иккен.
Сиплев учрежденийӗнче ытти ҫитменлӗхе те асӑрханӑ. Пӗлтӗр, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен 18 водителе ятарлӑ ҫи-пуҫпа тивӗҫтермен.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ ҫитменлӗхсене пӗтермелли пирки пульницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |