Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ пулин те, вӑл кун ҫинчен паян та Шупашкар хулин хӑш-пӗр ҫыннисемпе ШӖМ ӗҫченӗсем сӑмахлаҫҫӗ.
Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче ирхине Граждански урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кафене вӑрӑ-хурах чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ пулнӑ-мӗн. Асӑннӑ кафе ЧОП сыхлавӗпе усӑ курса тӑнӑ. Ҫурт-йӗрти сигнализаци ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑсем кафене кайса пӑхнӑ. Анчах вӑл вӑхӑталла вӑрӑ тарма та ӗлкернӗ иккен. Хуралҫӑсем нимӗнле иккӗлентерекен пулӑма асӑрхаманнипе каялла ҫул тытнӑ. Вӑрӑ-хурах вара ҫав вӑхӑтрах каферен инҫе мар тӑнӑ. Хуралҫӑсем кайнине сиссенех пӗр иккеленмесӗр таврӑнса икӗ система блокне, 3 монитора, 3 флэшкарта вӑрласа тухнӑ.
Ҫарату вырӑнне полицин 5-мӗш пайӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Кафе пӳлӗмне тӗпченӗ, видео ҫыракан камерӑн материалӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн полици ӗҫченӗсем шырава тухнӑ. Ку вӑхӑталла вӗсем кам ҫаратма пултарнине те пӗлнӗ ӗнтӗ. Хураха полицин 5-мӗш пайӗн ӗҫченӗсем ҫав кунах 19 сехетсенче тытса чарнӑ. Кафене ҫаратаканни Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫапла вара вӑрӑ-хурах кӗске вӑхӑт хушшинчех полицайсен аллине лекнӗ.
Америкӑра ҫемйине усрава илнӗ Александр Абносов тӑван тӑрӑхне — Шупашкара — тарса килни пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хӑй вӑхӑтӗнче вӑйлӑ шавларӗҫ. Каччӑ пирки усал ҫынсен кӑра аллине лекнӗ евӗр йышӑнакансем малтанласа ытларах пулчӗҫ. Шупашкара таврӑнсан Саша урам енне туртӑнни пирки те каярах хыпар-хӑнар тухрӗ.
Те ашшӗ-амӑшӗн юратӑвӗ ҫуккипе, те тата урӑх сӑлтава пула ҫавӑн пек тыткаларӗ-ши вӑл хӑйне — калама хӗн. Анчах каччӑ пӗррехинче Шупашкарти пысӑк лавккасенчен пӗринче вӑрӑ ӗҫӗпе ҫакланни паллӑ. Ытлашши темех туса хуман-ха вӑл — виҫӗ савӑт кофе вӑрлама хӑтланнӑ. Теприсем миххи-миххипе вӑрлаҫҫӗ пуль тенипе ҫавӑн пек хӑтланкаларӑша тӳрре кӑлараймӑн ҫав — саккун умӗнче пурте пӗр. Нумаях пулмасть Александр тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна 200 сехетлӗхе ӗҫлеттерсе юсамалла тунӑ.
Ҫулталӑк ытла ӗнтӗ ҫак сайт пирӗн курӑмсӑр выртрӗ. 2011 ҫул вӗҫнелле пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна каялла тавӑрма питӗ йывӑрччӗ — сӑнсем те нумайччӗ унта, тата движокӗнче те йӑнӑшсем сахал маррине пула тӳрех ӑна чӗртме май ҫукччӗ. Ытти сайтсене те хута ямаллаччӗ те «Чӑваш тӗнчи» пирки майӗпен манса та кайрӑмӑр.
Халӗ, сайтсене каллех тепӗр сервера куҫарма пуҫланӑ май (вӑйлӑраххи ҫине куҫатпӑр, Амстердамран — Питӗре), вӑл сайта хута ятӑмӑр. Анчах пӗр ҫӗнӗлӗх пур: малашне унта регистрациленме май пулмӗ. Маларах регистрациленнисем ҫеҫ усӑ курма пултарӗҫ. Паллах, енчен те сирӗн Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ сӑнсем пур пулсан — вӗсене унта кӗртме май паратпӑрах (ҫырупа ыйтса ярӑр та).
«Чӑваш тӗнчи» — 2006 ҫултанпа ӗҫлекен сӑнсен галерейи. Унта 18 пин ытла сӑнӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен кӗтесӗсене кӑтартакан сӑнсен йышех 5 500 яхӑн. Ҫавӑн пекех эсир унта музейсемпе, тӗрлӗ мероприятисемпе, уявсемпе паллашма пултаратӑр. Сайтҫӑсен альбомӗсенче те сӑнсем сахал мар — 2 500 ытла.
Кустӑрма (Кострома) облаҫри дума депутачӗсем Раҫҫей правительствине сӗнӳ ярасшан иккен — шкул автобусӗсенче те мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курма ирӗк илмешкӗн. Вӗсен шухӑшӗпе сарӑ тӗслӗ мӗлтлетмӗш лартсан шкул автобусне ытти водительсем тӳрех асӑрхӗҫ, хӑйсене асархануллӑрах тытма пуҫлӗҫ.
Кустӑрма облаҫӗнче паянхи кун тӗлне пурӗ 120 шкул автобусӗ шутланать, вӗсенчен 95-ӗшӗ кашни кун шкул ачисене вӗренме илсе каять, уроксем пӗтсен килӗсене леҫет. Пурӗ 3 пин ача вӗсен пулӑшӑвӗпе шкула ҫитет, шкултан таврӑнать.
Чӑваш Енре те сахал мар вӗсем. 300 ытла автобус ялсенчи ачасене шкула ҫитерет. Ҫӗннисемпе те вӗсене улӑштарса тӑраҫҫӗ: пӗлтӗр, сӑмахран, 78 ҫӗнӗ автобус илмелле пулнӑ. Пысӑк пӑтӑрмахсем пирки калаҫу пуҫлас пулсан 2008 ҫулта пулса иртнине аса илме пулать — шкул автобусӗн водительне пула ун чухне Ишек (Шупашкар районӗ) патӗнче пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Телее, никам та вӑйлӑ суранланманччӗ.
Паян ирхи 9 сехет ҫитеспе Шупашкарта Газель ҫаврӑнса ӳкнӗ. 270-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус Трактор тӑвакан проспекчӗн 85-мӗш ҫурчӗ умӗнче инкеке лекнӗ.
ҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ-пуҫ сулахайра пыракан тепӗр маршрут автобусӗн водителӗ хӑйӗн машинне пӑхӑнтарайманнине пула пулса иртнӗ — вӑл 270-мӗш маршрутпа пыраканне пырса ҫапнӑ, лешӗ вара ҫул айккине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра никам та суранланман. Ларса пынӑ пур ҫын та инкек тӳснӗ хыҫҫӑн хӑйсемех саланнӑ.
Паян ирхине Челепи, Тӗмен, Свердловск тата Курган облаҫӗсенче метеорит ҫумӑрӗ тӑкӑннӑ. Уйрӑмах Челепи хули таврашӗ пысӑк сиен тӳснӗ. Тӗнче уҫлӑхӗнчен ӳкнӗ чул катӑкӗ хулара чылай кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Ҫӗр ҫине ӳкес умӗн метеорит сирпӗннине пула (7-8 пин ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче) хӑш-пӗр вырӑнта чӳречесем рамӑсемпе пӗрлех тухса вӗҫнӗ. Чи пысӑк сиен шутне цинк туса кӑларакан савутӑн хӳмипе тӑррине ҫӗмӗрнине кӗртме пулать (Лондонри биржа ҫакна пула цинк хакне те 1 процента хӑпартса янӑ теҫҫӗ).
Пӗр пин ҫынна яхӑн шар аманнӑ — ытларах чӳрече кантӑкӗн ванчӑкӗсене пула. Ҫавӑн пекех ҫӗр ытла ҫыннӑн пульница пулӑшӑвне ыйтма тивнӗ. Икӗ ҫын вӑйлӑ суранланни пирки пӗлтерни тӗл пулать.
Метерорит катӑкӗсем виҫӗ вырӑна ӳкнӗ пулас — иккӗшӗ Челепи облаҫӗнчи Чебаркуль районӗнче (пӗри Чебаркуль кӳллинче 6 метр диаметрпа шӑтӑк тунӑ) тата Златоуст районӗнче. Ӑсчахсен шучӗпе Чебаркуль кӳллинчи метеорит пысӑкӑшӗ 6 метра ҫитме пултарать, вӑл темиҫе тонна таймалла.
Паян Чуллӑ Ҫырти (Тутарстан) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать.
Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ.
Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ.
Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта каллех пӑтӑрмах — тиевлӗ машин локомотива ҫул паман.
Никам та суранланман, тиев машина те вӑйлах ҫӗмӗрӗлмен — анчах та ҫак пӑтӑрмаха пула ҫул пӳлленсе ларнӑ-ларнах. Ҫӗнӗ Лапсартан Шупашкара ҫитес шухашлисен тавраран (е Кӳкеҫ еннелле каякан ҫулпа, е Мӑн Карачурана тухаканнипе) ҫаврӑнса кайма тивӗ.
ПАИ ӗҫчӗнӗсем пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ те ӗнтӗ — машинсен ҫӳревне йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (2)
Паян 20 сехет те 20 минутра Москакасси (Муркаш районӗ) патӗнче М7 автоҫул урлӑ ҫуранҫӳрекенсем валли хывакан кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Пӗр тиев машини сиенленнӗ. Ҫынсем аманман пулас — хальлӗхе кун пирки пӗлтермен.
Хальхи вӑхӑтра машинсем тавра ҫулпа Мӑн Сӗнтӗр урлӑ ҫаврӑнса каяҫҫӗ. Вырӑнта ИӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, ҫулӑм тавраш тухасран ҫывӑхри пушар станцийӗнчен автоцистерна ҫитсе тӑнӑ.
Ҫуранҫынсене каҫма хатӗрленӗ кӗпере хайхи вӑхӑтра туса ҫитереймӗҫ ӗнтӗ — укҫи-тенки енчен те самай пысӑк тӑкак тӳсме тивӗ пулӗ-ха... Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче пӑтӑрмахсем темскер нумайланса кайрӗҫ... Инкек пӗччен килменни пирки калакан ваттисен сӑмахне аса илтерет...
Чукун ҫул ҫинчен ӳпӗннӗ вакунсенче кӑмрӑксӑр пуҫне мазут тата чул катӑкӗсем турттаракансем те пулнӑ. Мазут цистерни хӑяккӑн выртнӑран ун анинчен унти шӗвек юхса тухнӑ иккен. Пурӗ 50 тӑваткал метр ҫӗр сиенленнӗ, хӑй цистерни юсавлах.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьева кунти лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать. Пӑтӑрмах вырӑнӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 100 метр чукун ҫул тата электропередача линийӗн юпи сиенленнӗ. Пӑтӑрмаха сирес тӗлӗшпе пурӗ ҫӗре яхӑн РЧҪ ӗҫченӗ вӑй хурать, 20 яхӑн урапаллӑ техника ӗҫлет. Канашпа Арсамасран 4 юсав пуйӑсӗ килмелле.
Ҫӗмӗрле районӗнчи пӑтӑрмах тунӑ сиене ирхи 4 сехет тӗлне юсаса ҫитересшӗн. Хальлӗхе пуйӑссем Канаш–Красный узел–Арсамас урлӑ пӑрӑнса иртеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тавар пуйӑсӗ юр хыракан составпа сӗртӗнсе ҫапӑннине пула пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |