Раҫҫейре ларакан самолётсене лазерпа ҫутатса экипажа вӑхӑтлӑх куҫсӑр хӑварасси анлӑ сарӑла пуҫланӑ. Ку тӗлӗшпе Ростов хули малта пырать. Ҫак пӑтармахсене шута илсе ӗнтӗ ятарлӑ саккун та хатӗрлеме ӗлкӗрчӗҫ — ҫитес вӑхӑтра ӑна йышӑнса вӑя кӗртме пултараҫҫӗ.
«Вести» канал пӗлтернӗ тӑрӑх кун пек тӗслӗхсем Шупашкарта та пур иккен — нумай пулмасть Мускавран килекен самолёт еннеле лазерпа ҫутатнӑ. Экипажа сиен кӳреймен, самолёт пӗр пӑтӑрмахсӑр ларнӑ.
Нидерландӑн Хоогерсмилд хулинче телевидени турулӗ персе аннӑ — патшалӑхӑн пӗр пайӗнче хальхи вӑхӑтра телекуравпа радио ӗҫлемест.
Пӑтармах пушартан пуҫланнӑ — 100 метр ҫӳллӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вут хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ пулин те — сиенленнӗ конструкци чӑтайман, арканса кайнӑ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманман — хӑрушлӑха туйса вӗсене маларах унтан кӑларнӑ пулнӑ.
Арканса кайиччен ку турул патшалӑхра чи ҫӳллисенчен пӗри пулнӑ. Ӑна 1959 ҫулта хӑпартнӑ — пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 303,5 метр. 1968 ҫулта пӗлӗтсем аялта пулнӑран F-100 самолет ҫак турула тытса тӑракан пӗр пралука татса кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ытла нумай сиенленмен самолет ҫӗр ҫине ларма пултарнӑ, турул вара кӑшт тайӑлнӑ пулнӑ.
Ҫӗрпӳре чӑх вӑрлакана тытнӑ — кун пирки Чӑваш Енӗн ШӖМ сайчӗ пӗлтерет.
Темиҫе кун каялла 47 ҫулхи арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗ патне хӑнана кӗнӗ пулнӑ. Лешӗ, шел те, килте пулман иккен. Самантпа усӑ курас тесе арҫын 5 чӑхха миххе чиксе хӑйӗн килне вӑшлаттарнӑ. Никам та курмасть тенӗ ӗнтӗ вӑл, анчах та кӳршӗ хӗрарӑмӗ асӑрханӑ-асӑрханах. Килти кайӑк-кӗшӗк ҫухалнине асӑрханӑ хуҫа йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, сиене пӗтӗмӗшле 1100 тенкӗлӗх хакланӑ.
Халь ӗнтӗ пуҫиле ӗҫ (уголовное дело) пуҫарнӑ, арҫын ҫакӑн йышши ытти преступленисене хутшӑнни-хутшӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Нумай пулмасть Пушкӑртстанра пулса иртнӗ евӗр пӑтармах паян Удмурт Республикинче пуҫланнӑ. Хӳтӗлӳ министерствин Пугачево посёлок ҫывӑхӗнчи Тӗп ракетӑпа тупӑ тытӑмне пӑхӑнакан ҫар складӗнче снарядсем сирпӗнме пуҫланӑ. Пушар-сирпӗнӳ 18 склада ярса илни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑнти халӑх хыпарланӑ тӑрӑх, Пӗчӗк Пурга районӗнче вырнаҫнӑ посёлок патӗнчи пушар темиҫе ҫухрӑмран курӑнать, сирпӗнӳсем вӑйланса ҫеҫ пыраҫҫӗ. Складсенче 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялсемпе хуласене эвакуацилеме шутланӑ — вӗсене автобуссемпе илсе тухаҫҫӗ.
Сирпӗнӳсем ҫулҫӳревҫӗсене сиен кӳресрен Улапӗкӗ — Пермь автоҫула, Аргыз-Ижевск чукун ҫула хупласа хунӑ.
Пӑтӑрмахра хальлӗхе 7 ҫын таран суранланнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
«Фукусима-1» АЭСӗн хӑрушлӑх шайӗ Чернобыльти авари патнелле ҫитнӗрен ЕП шухӑшӗпе тепӗр темиҫе сехетрен Япунире апокалипсис пуҫланмалла.
Европарламент умӗнче энергетика еврокомиссарӗ Гюнтер Оттингер сӑмахне ӗненес пулсан, япунсен «Фукусима-1» АЭСӗ тӗрӗслев тытӑмӗнчен тухса ӳкнӗ - кун пирки Reuters пӗлтерет.
Еврокомиссар шухӑшӗпе, темиҫе сехетрен Японири лару-тӑру пысӑк катастрофӑна куҫасси патне ҫитнӗ — утравра пурӑнакансен пурнӑҫӗ хӑрушлӑха ӳкме пултарать. АЭС системинчи сивӗтмӗш хатӗрӗсем юрӑхсӑра тухнӑран Гюнтер Оттингер хӑйӗн сӑмахӗнче «эпир халӗ катастрофӑпа питӗ пысӑк катастрофа хушшинче тӑратпӑр» тесе пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Япунири лару-тӑру пирки информаци сахал пулни ҫинчен ӳпкелешрӗ.
Раҫҫей патшалӑхӗн Росатом корпараци пуҫлӑхӗ Сергей Кириенко шухӑшӗпе Японири кризис чи япӑх сценари еннелле куҫни пирки палӑртрӗ. Унӑн шухӑшӗпе, Раҫҫейӗн Инҫет Тухӑҫӗнче пурӑнакансемшӗн хӑрушлӑх халлӗхе ҫук-ха.
Ку пӑтармах чылай патшалӑха хӑйӗн атом энергетикин программине ҫӗнӗрен пӑхса тухма хистенӗ. Китай влаҫӗсем, тӗслӗхрен, ҫӗнӗ атомлӑ электростанцисене никӗслеме чарнӑ.
Паян пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Япунири ҫӗр чӗтренӗвӗ ҫӗр тӗнӗлне 10 сантиметра куҫарнӑ. Кун пирки Италири геофизикӑпа вулканпӗлӗвӗн институчӗн ӑсчахӗсен шухӑшне тӗпе хурса Хыпар РИА пӗлтерет.
Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх паянхи ҫӗр чӗтренӗвӗ 2004 ҫулта Суматрӑра пулса иртнинчен те (ун чухне 6 см куҫнӑ), 2010 ҫулта Чилире пулса иртнинчен те (Реактивлӑ куҫӑм лабораторийӗ пӗлтернипе 8 см куҫнӑ, талӑка 1,26 милиҫеккунт чакарнӑ) вӑйлӑрах пулнӑ.
Пӗлме: Паянхи ҫӗр чӗтренӗвӗ Хонсю утравӗнчен 130 ҫухрӑмра пулса иртнӗ, ун вӑйӗ 8,9 баллпа танлашнӑ. Ҫӗр айӗнчи пулӑмсем 10 метр ҫӳллӗш хумсем кӑларнӑ. Инкек Япунири 300 ытла ҫынӑн пурнӑҫне татнӑ (ку хисеп 1000 ҫына та ҫитме пултарать теҫҫӗ), самай пысӑк сиен кӳнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, кӑнтӑрласенче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗ патӗнчи ҫул тӑваткалӗ ҫывӑхӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — пуш вакунсене туртакан локомотивпа тиев машини ҫул уйӑрайман. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула ку вырӑнти машинсен ҫӳревне чылай вӑхӑта чарма тивнӗ — вӗсем кунта час-часах ҫӳренине шута илсен ҫулсем тем тӑршшӗ пӑкӑланса ларнӑ.
Пӑтӑрмахра тиев машини айӑплӑ пулни куҫ кӗрет. Вӑл чукун ҫулӗ ҫине сиксе тухнине пула тата локомотивӗн хӑвартлӑхӗ пӗчӗк пулманран пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ та ӗнтӗ. Тиев машинин водителӗ сиенленмен — локомотив унӑн хыҫалти пайне аркатнӑ.
Сӑнсем (16)
Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ.
Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ.
Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ.
Ҫурҫӗр Йоркширта Джими Хесельден миллионер вилнӗ тет. Пӑтармахӗ икӗ урапаллӑ электикӑллӑ самокатпа (сӑмах май, ҫак куҫса ҫӳреме май паракан аппарата ун фирми кӑларнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ — сӑртран аннӑ чухне 62 ҫулхи миллионер самокатне тытса чарайман, Варф юханшыва персе аннӑ. Ҫӑлма ҫитнисем пӑтӑрмаха лекнӗ Segway хуҫине пулӑшайман. Полици шучӗпе ӗҫ ӑнсӑртран пулса тухнӑ.
Джими Хесельден Segway самокатсене кӑларакан фирмӑна 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче туяннӑ. Ку самоката вара 2002 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Австри, Франци, Греци, Итали, Венгри, Португали, Чехи тата АПШан 44 штатӗнче усӑ курма ирӗк панӑ.
Ӗнер каҫхи, ҫурлан 19-мӗшӗнче, Чулхулара вӑйлӑ ҫил тухнӑ, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех лӳшкеме тытӑннӑ. Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, аслати кӗрленӗ — шӑрӑх ҫанталӑк хыҫҫӑн килекен ҫумӑр ялан ҫавнашкал.
Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки малтанах пӗлтернӗ пулин те пӗр строительство площадкинче ӗҫе пӑрахас темен пулас — тавра хуралса килнине пӑхмасӑр Родионов урамӗнче ӗҫленӗ те ӗҫленӗ. Шел те кранӗ вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — персе аннӑ. Кабинӑри крановщик ку пӑтӑрмаха пурӑнса ирттереймен — ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑнти ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурта пысӑк сиен кӳмен — кранӗ ҫеҫ хуҫӑлса юрӑхсӑра тухнӑ.
Калас хӑварас пулать — информаци агентствисем нумай пулмасть вӑйлӑ ҫиле пула Питӗрте те икӗ кран персе анни пирки пӗлтернӗччӗ — унта пӗр крановщик аманни пирки, вал чӗрӗ юлни пирки каланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |