Ӗнер каҫхи 10 сехетре «Энӗш» автоҫулӑн 79-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пурте – ҫамрӑк.
Авари Чакаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, Канашран Йӗпреҫе каймалли ҫул ҫинче, пулнӑ. ВАЗ-2112 машина «Форд Фокуспа» ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире икӗ каччӑн тата пӗр хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын амӑшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче арҫын верандӑра пулнӑ. Унта вӑл ватӑ амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна тӗксе янӑ. Лешӗ ӳксен пуҫӗнчен кӗреҫепе 10 хутран кая мар ҫапнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм йывӑр суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ.
Канмалли кунсенче, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Шӑмӑршӑ лесничествинче пушар тухнӑ. 170 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑскере хӑвӑртах сӳнтерме май килнӗ.
Кун пек тӗслӗх Чӑваш Енре пӗрре мар пулнӑ. Ку – 9-мӗш тӗслӗх. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне 13 тӗслӗх пулнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Чулхула облаҫӗнче, Мари Элте вӑрмансем ҫунаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, паян ирхине Шупашкарта сарӑлнӑ тӗтӗм унтан ҫитнӗ.
Паян 15 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта 9-мӗш хутран 5 ҫулти ача ӳкнӗ. Ку инкек Юханшыв урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата 15 сехет те 37 минутра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача чӗрӗ пулнӑ.
Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу, полици ҫитнӗ.
Етӗрне районӗнче ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «ГАЗ-69» автомобиль аварие лекнӗ.
Инкек Лесной ятлӑ ялтан инҫех мар вырӑнта 18 сехетре пулса иртнӗ. 56 ҫулти водитель ту ҫинчен аннӑ чухне ҫул хӗррине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кабинӑра ларса пынӑ 56 ҫулти хӗрарӑм тухса ӳкнӗ, вӑл йывӑр сурансене пула куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Сӑмах май, автомобиле кирлӗ пек регистрацилеменни те ҫиеле тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.
«ГАЗ-69» автомобиле малтан «ГАЗ» предприятире, 1952-1973 ҫулсенче «УАЗ» предприятире кӑларнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ ялӗнче амӑшӗ машинӑпа тапранса кайма хатӗрленнӗ чухне 2 ҫулти ывӑлӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Юрать-ха, ача чӗрех юлнӑ. Анчах ӑна, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ку инкек ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм ВАЗ-2111 машина рулӗ умне ларсан каялла чакма пуҫланӑ та ывӑлӗ ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫмалли вырӑнсенче икӗ хутчен ҫапса хӑварнӑ.
Кӑнтӑрласенче, 12 сехет те 30 минутра, Элкер урамӗнче «Шевроле-Круз» автомобиль 11-мӗш класс ачи ҫине пырса кӗнӗ. Машина рулӗ умӗнче Мари Элти 53 ҫулти арҫын пулнӑ. Шар курнӑ арҫын ача суранланнӑ, ӑна пульницӑна вырттармах тивмен те, анчах тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнче ирхи 9 сехетре 31 ҫулти хӗрарӑм ҫине машина пырса кӗнӗ. Шар курнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма килне янӑ. «Лада-Гранта» автомобиле Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын тытса пынӑ.
Пӑтӑрмаха ҫакланнӑ водительсем иккӗшӗ те урах пулнӑ.
Канаш районӗнчи 20 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мешӗнче пӗлӗшӗпе вӑрманта пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер 18 ҫулти пӗлӗшне ҫӗҫӗпе 4 хутчен чикнӗ.
Халӗ пӗлӗше пульницӑра сипленет.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм ют ҫын ачине илсе кайнӑ. Шӑпӑрлан хулари кӳлмекре кӳмере выртнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртнӗ. Симӗс тӗслӗ кӳмери ача ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫывӑхри полици нарячӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та симӗс кӳмеллӗ хӗрарӑма Ярославль урамӗнче асӑрханӑ. Кам ачине тӗксе пынине хӗрарӑм ӑнлантарса парайман — вӑл вил ӳсӗр пулнӑ.
Пӗчӗк арҫын ачана больницӑна илсе кайнӑ. Тепӗр сехетрен ача амӑшӗ те тупӑннӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, 11 уйӑхри ывӑлне кӳмере ӳсӗр хӗрарӑмпа, хӑйӗн тусӗпе, хӑварнӑ. Аслӑ хӗрӗпе амӑшӗ аттракционсем патне кайнӑ. Телефон кӳмере пулнӑ. Амӑшӗ кайран пӑхать те — кӳме те, ача та ҫук. Вара вӑл ҫынсене полицие шӑнкӑравлама ыйтнӑ.
Икӗ хӗрарӑма та — ача амӑшне те, унӑн тусне те — административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи суд приставӗ суя дипломпа ҫӳренӗ. Вӑл ҫын Суд приставӗсен Улатӑр районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2004-2006 ҫулсенче ҫав ҫын (вӑл ун чухне пристав-исполнитель пулса тӑрӑшнӑ) Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илни ҫинчен диплом туяннӑ.
Асӑннӑ документ арҫынна кайран ҫул уҫса пынӑ. Дипломлӑ этем пысӑкран пысӑкрах ӗҫ вырӑнӗсем йышӑннӑ. Суя диплом алӑра пулнӑран «Юриспруденци» специальноҫа та кӗске вӑхӑтра алла илнӗ.
Пурӑнсан-пурӑнсан ултав ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсен пайне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |