Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче ҫанталӑк сивӗтет. Анчах кайран пирӗн пата «карчӑк ӑшши» килет.
Паян хӗвеллӗ-ха. Ыран та, шӑматкун, ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара тӑрук сивӗтӗ, 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 1-6 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, тӑм ӳкме пултарӗ. Тунтикун каҫхине ҫил лӑпланӗ, термометр «минус» кӑтартӗ. Ку – чи сивӗ кун. Кайран ӑшӑтма тытӑнӗ.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнчен республикӑна ӑшӑ килме тытӑнать, кӑнтӑрласерен 20 градус ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «карчӑк ӑшши» ҫитес эрнери шӑматкунччен тӑрӗ. Авӑнӑн юлашки 2 кунӗнче кӑна кӗрхи ҫанталӑк пулӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тарӑх, ӑшӑ кунсем шутлӑ кӑна юлчӗҫ. Юнкунччен хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-12 градус.
Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ. Ҫак кунран термометр 20 градусран ытларах хӑпармӗ. Вырсарникун сывлӑш температури климат норминчен пӗчӗкрех пулӗ.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче шӑнтма тытӑнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, уйӑх вӗҫӗччен ҫанталӑк аван пек туйӑнӗ, кӗрхи ҫумӑрсем хальлӗхе ҫук.
Паян кӑшт сивӗрех, типӗ ҫанталӑк пирӗн пата килме тытӑнчӗ. Анчах синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла тепӗр эрнене яхӑн тытӑнса тӑрӗ – кӑнтӑрласерен 22-27 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫсерен вара кӑштах сивӗрех пулӗ: 8-13 градус.
Ахӑртнех, ҫуллахи пек ҫанталӑк авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче вӗҫленӗ. Ҫитес эрнере кӗҫнерникун ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑштах сивӗтӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил ҫурҫӗр енне куҫӗ, 20 градусран ӑшӑрах пулмӗ, ҫӗрле – 6 градус кӑна.
Ҫапах пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал авӑн уйӑхӗн ӑшӑ тата типӗ пулӗ.
Авӑн уйӑхӗ пулсан та ҫулла малалла пырать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере 24-29 градус ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен - 12-19 градус.
Паян-ыран аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫнерникун ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ. Эрне вӗҫнелле кӑштах сивӗтме тытӑнӗ, ҫапах канмалли кунсенче ҫуллахи пек ҫанталӑк тӑрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ иккӗмӗш декада вӗҫленичченех пулӗ. Юлашки декадӑра кӑна кӗрхи ҫанталӑк ҫитӗ.
Астӑватӑр-и: пӗлтӗр те кӗркунне лайӑх ҫанталӑкран пуҫланнӑччӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те уяр ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен тӑрӗ. Кӑнтӑрла 25 градус таран ӑшӑтни пӗрре мар пулӗ. Авӑн пуш уйӑхӗпе танлашать теҫҫӗ те – кӑҫал пуш уйӑхӗн типӗ тата ӑшӑ килнӗччӗ.
Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурри климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ун чухнехи норма – 12-17 градус ӑшӑ, каҫсерен – 4-9 градус ӑшӑ.
Юпа уйӑхӗнче кӗркунне туйӑнма тытӑнӗ, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Ҫумӑр нумайлӑхах килӗ – чӳк варричченех нӳрӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юпан иккӗмӗш ҫурринче сивӗтӗ, юр ҫума лартма та пултарӗ. Анчах, ахӑртнех, ирӗлӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, чӳк уйӑхӗ ытти чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк варринче 25 градус таран сивӗтме пултарӗ, уйӑх вӗҫлениччен юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитме пултарать.
Календарь ҫинче – кӗркунне. Анчах ҫанталӑк ҫулахи пекех ӑшӑ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран ӑшӑ пулӗ. Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ фрончӗ килӗ, хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ.
Эрне тӑршшӗпех хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юнкун 18-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле вара – 5 градус кӑна. Кӗрхи ҫанталӑк пекех туйӑнӗ.
Анчах сывлӑш майӗпен ӑшӑнӗ. Эрнекун 22-24 градус таран ӑшӑтӗ, вырсарникунранпа вара 26 градус таранах ӑшӑ пулма пултарать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн варриччен пулӗ.
Авӑн уйӑхӗн мӗнле килесси пирки пӗлес килет-и? Синоптиксем лайӑх хыпар калаҫҫӗ: вӑл ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ.
Ку «карчӑк ӑшши» кӑна пулмӗ – авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑн-чӑн ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус шӑрӑх та тӑрӗ.
Иккӗмӗш декадӑра кӑштах сивӗтӗ, ҫапах типӗ те сезонпа килӗшӳллӗн ӑшӑ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче тӑрук сивӗтме, пӗрремӗш юр ӳкме пултарать.
Синоптиксем авӑн уйӑхӗ тӑршшӗпех лайӑх ҫанталӑк пулма пултарассине те калаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗнчи сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн хӗвел пӑхма тытӑнчӗ, ӑшӑтса ячӗ. Ку эрнере юнкун чи ӑшӑ кун пулӗ. Ун чухне 30 градус таран ӑшӑтӗ. Каҫхине кӑна ҫурҫӗр енчи округсенче сивӗ фрончӗ иртӗ. Ҫапах сивӗтсех пӑрахмӗ.
Кӗҫнерникун 25 градуса яхӑн ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑр енче шӑрӑх хуҫаланӗ-ха. Кӑштах пӗлӗтсем тухкалӗҫ, анчах ҫумӑр ҫумӗ ахӑртнех.
Эрнекунран каллех уяртӗ, кӑнтӑрласерен 21-26 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 10-15 градус.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗркунне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ.
Республикӑра юлашки 10 кунра 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 10 литр ытла шыв ӳкнӗ. Кун пек ҫумӑрлӑ ҫурла уйӑхӗн юлашки хутчен 4 ҫул каялла пулнӑ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлать. Уйӑх вӗҫӗччен антициклон хуҫаланӗ. Ыран ҫумӑр ҫуса илӗ те юнкунран уяр ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ку эрнере 21-26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-15 градус.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.
Ку канмалли кунсенче Шупашкар юбилейне паллӑ тӑвать. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне?
Ырантан пуҫласа ӑшӑтма тытӑнать. Шӑматкун 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвать, хушӑран аслатиллӗ те авӑтӗ. Уява кайятӑр пулсан сунчӑк илме ан манӑр.
Тунтикунран тинех ҫуллахи шӑрӑх пирӗн пата ҫитӗ. Кӑнтӑрласерен 23-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 11-16 градус. Ҫил лӑпланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк ҫулла вӗҫӗччен пулӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус таранах шӑрӑх тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |