Паян ӑшӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран тата ӑшӑрах пулӗ. Анчах каҫ енне сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑр округсенче юнкун та ҫума пултарать.
Кӗҫнерникун кӑнтӑрла 13-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрле – 3 градус. Хӗвел пӑхӗ.
Ҫитес канмалли кунсенче 22-27 градус таран ӑшӑтӗ, уяр пулӗ, ҫил кӑштах вӑйланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ нормӑран 7 градус сивӗрех пулнине палӑртнӑ. Кун пекки юлашки хутчен 1999 ҫулта пулнӑ.
Хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Телее, чи сивӗ кунсем иртсе кайнӑ, малалла ӑшӑтма тытӑнӗ.
Иккӗмӗш декада нормӑран 3 градус кӑна сивӗрех пулӗ. Ҫитес кунсенче нӳрӗк нумайланса пырӗ кӑна. Ыран ҫумӑр ҫӑвӗ. Шӑматкун ҫӗрле йӗпе юр ҫума пултарать. Кайран каллех шӑнтӗ. Вырсарникун юр, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫӗрле вара шӑнтма пултарӗ.
Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ, эрнекунччен ҫуса тӑрӗ. Ситес эрнере канмалли кунсенче 15 градус таран ӑшӑтӗ.
Ҫанталӑк хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем лӑплантаракан хыпар пӗлтермеҫҫӗ: «ҫӗмӗрт сивви» икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
Кӗҫӗр 5 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, тунтикун та чарӑнмӗ. Ытларикун каҫхине каллех шӑнтӗ.
Ҫитес эрнере кӑнтӑрла 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 0-рен пуҫласа 2 градус таран сивӗ. Йӗпе юр та ҫукалӗ.
Хӑҫан ӑшӑтӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн варринче кӑна.
Ака уйӑхӗ ҫуллахи пек ӑшӑ тӑчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пирӗн пата сивӗ ҫанталӑк килет.
Сивӗ ҫывхарни паянах туйӑнать. Ыран тата сивӗрех пулӗ. Эрнекун вара, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кунӗпе тенӗ пекех юр ҫӑвӗ, ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче каллех йӗпе юр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑрласерен 5-10 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен - 0-5 градус.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулла та шӑрӑх пулмӗ.
Малта – канмалли кунсем. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне? Синоптиксем мӗн хыпарлаҫҫӗ?
Ыран каллех ӑшӑ пулӗ, сывлӑш 23-28 градус таран ӑшӑнӗ. Ака уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 13-18 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ, ҫурҫӗр циклонӗ ҫитӗ. Унтан Арктика сывлӑшӗ килӗ те сивӗтме тытӑнӗ. Хӑш-пӗр кун 5-10 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле шӑнтӗ.
Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, пӗрмай ӑшӑ пулаймасть, сивӗ кунсем те таврӑнӗҫ.
Синоптиксем ыран ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ. Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн хӑрушлӑх шайӗ «сарӑ» пулӗ.
Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑрлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем, ҫыхӑну линийӗсем, хавшак конструкцисем, реклама конструкцийӗсем, ытти япала арканма пултараҫҫӗ. Ҫул-йӗр ҫинче авари пулас хӑрушлӑх та пысӑк.
«Асӑрхануллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.
Урамра ҫанталӑк ӑшӑ пулсан та синоптиксем ӑшӑ япаласене хальлӗхе пуҫтарса хума сӗнмеҫҫӗ. Кӗҫех республикӑна ҫумӑрлӑ, сивӗ ҫанталӑк килӗ.
Паян шӑрӑх, 20 градус ытла ӑшӑ. Ҫӗрле сивӗрех пулӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран уҫӑрах, анчах уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ. Тунтикун каллех ҫуллахи пек 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Каҫ енне вара пӗлӗтсем капланӗҫ, аслати авӑтма пултарӗ.
Ҫитес эрне варринче Арктика сывлӑшӗ килӗ, 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрлесерен вара кӑштах шӑнтма пултарать. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, анчах ҫил вӑйланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникунчченех ҫумӑр ҫукалӗ. Ыран ҫумӑрпа пӗрле юр пӗрчисем те ӳккелӗҫ. Ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.
Унччен палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн пата эрнекун юр килмеллеччӗ. Анчах ку фронт Раҫҫейри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ регионӗсене кайӗ. Пирӗн пата вара ӑшӑ килӗ.
Кӗҫнерникун ҫулла пекех пулӗ: 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ.
Канмалли кунсенче сивӗрех, анчах уяр ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун ҫил лӑпланмӗ-ха, 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ.
Ӗнер республикӑра ҫурҫӗр округсенче пӗрремӗш аслати авӑтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле ӑшӑ ҫанталӑк хальлӗхе вӗҫленет.
Ыран ҫӗрле шӑнтӗ. Вырсарникун кӑртӑрла уяртӗ, 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун вара каллех ҫумӑр ҫӑвӗ - кунӗпех. Ҫил каллех вӑйланӗ.
Эрне варринче ҫил вӑйлӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрла - 10-15 градус ӑшӑ, ҫӗрле 4-6 градус ӑшӑ пулӗ.
Эрнекун йӗпе юр е пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать, сывлӑш температури 0 градус пулӗ. Хальлӗхе ку - малтанлӑха палӑртнӑ прогноз кӑна.
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, метеоҫуркунне 10 кун маларах пуҫланнӑ. Пуш пуҫламӑшӗнче юр 70 сантиметр хулӑнӑш пулнӑ, халӗ – 24 сантиметр кӑна. Ҫак кунсенче юр ирӗлсе пӗтмелле.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вариччен сывлӑш температури улшӑнса тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче сивӗтме, юр ҫума пултарать. Кайран вара типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк, ҫуллахи пекех, тӑрӗ. Кӑнтӑрла 22-27 градус ӑшӑ пулмалла.
Пӗтӗмӗшле илсен ака уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулмалла. Нӳрӗк те сахалрах пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |