Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑмра кӗввинче – ӗмӗрсен сасси» ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: ӑна Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консеваторийӗн доценчӗ, РФ Композиторсен союзӗн членӗ, этномузыковед, искусствоведени кандидачӗ Геннадий Макаров ирттернӗ.
Доцент авалхи музыка инструменчӗсемпе: тӑмрапа тата тункӑрпа — калассин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ. Ӑсталӑх лаҫҫине музыка училищин «Пӗччен тата ушкӑнпа халӑх юррисене юрласси» уйрӑм преподавателӗсемпе унта вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне районсенчи фольклр коллективӗсен ертӳҫисем те пырса ҫитнӗ.
Никита Арсентьев, Иван Иванов, Никита Ильин, Даниил Данилов, Надежда Еремеева, Павел Биктимиров студентсем тӑма тата тункӑр ӑсталӑхне аван пӗлнине кӑтартса панӑ.
20 ҫулти студент, Мускаври аслӑ шкулта вӗренекенскер, Чӑваш Ене килсен ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ун патне хӑйӗнпе «йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам ун ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Палламан ҫын кредитне унран маларах илмеллине, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармаллине каланӑ.
Каччӑ темиҫе кунра ултавҫӑсене 1 миллион та 180 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку йӑлтах тенӗ пек – кредит, 20 пин тенки кӑна хӑйӗн пулнӑ. Палламан ҫынсем татах шӑнкӑравласа ҫине тӑрса укҫа ыйтма пуҫласан кӑна вӑл ултаҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.
Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ студента тапнӑ. Ку видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ.
Студент занятире кансӗрленӗ-мӗн. Ҫавӑнпа хӗрарӑм вӗрентекен ӑна аудиторирен малтан тӗксе кӑларса яма хӑтланать, унтан тапать. Анчах студент ҫавах каялла таврӑнса пӗрремӗш парта хушшине ларать.
ЧР Вӗренӳ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе ведомство тӗрӗслев ирттерӗ.
18 ҫулти студент, Шупашкарта аслӑ шкулта вӗренекенскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Вӑл каланӑ тӑрах, Ватсапра ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, каччӑ ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа хӑйӗн кредит илсе ку ӗҫе пӑчлантарма пулӑшмалла имӗш. Каччӑна телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн онлайн-банкӗпе усӑ курнӑ, ҫамрӑк ячӗпе 100 пин ытла тенкӗ кредит илнӗ.
Ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсем 20 сехет те 10 минутра сменӑна вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн хуралҫӑ кӑна юлнӑ.
20 сехет те 20 минутра вара пляжра хӗр путса вилнӗ. Вӑл Узбекистанран Шупашкара медицина факультетне вӗренме килнӗскер пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра 3 хӗр шыва кӗнӗ. Путса вилнин тусӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ишме пӗлмен. Студенткӑн виллине шывран паян ирхи 6 сехетре ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренекен студентка, Египетран килнӗскер, лавккаран япаласем вӑрласа тухма хӑтланнӑ. Алӑк патӗнче ӑна хуралҫӑсем тытса чарнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, юпан 31-мӗшӗнче вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ лавккаран тӗрлӗ япала вӑрласа тухма хӑтланнӑ, вӗсене кутамккана чикнӗ. Урапа ҫинче выртакан таваршӑн кӑна укҫа тӳленӗ вӑл. Анчах алӑк патӗнче ӑна хуралҫӑсем тытса чарнӑ.
Кӑҫал кӗркунне ҫанталӑк уяр тӑманран республикӑри хуҫалӑхсем пахча ҫимӗҫе пухса кӗртеймен-ха. Ҫӗр улмине те кӑларса пӗтереймен.
Хуҫалӑхсене студентсем те пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӑс пухакан ҫамрӑксем Муркаш районне пулӑшма кайнӑ. Студентсен отрядӗнче пӗтӗмпе 80 ытла яш-хӗр.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗрулми, кишӗр, купӑста, хӗрлӗ кӑшман, ытти ҫимӗҫ ӑнса пулнӑ. Анчах вӗсене йӑлтах пухса кӗртеймен-ха. Тепӗр 378 гектар пахча ҫимӗҫ, 1500 гектар ҫӗрулми кӑлармалла.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 студенчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Студентсен стартапӗ" конкурса хутшӑнса 1-ер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ку укҫапа хӑйсен бизнес проекчӗсене аталантарӗҫ. Сӑмах май, конкурсра 650 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Ҫав йыша пирӗн ентешсем те лекнӗ.
Гранта вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн студентки Елена Астраханцева, экономика факультетӗнче вӗренекен Анна Мишина, химипе фармацевтика факультечӗн студенчӗ Александр Новиков, ЧПУн Улатӑрти филиалӗнче вӗренекен Евгения Тюрюшова ҫӗнсе илнӗ.
Аслӑ шкулта вӗренекен студентка практика тухмалли вырӑн шыраса ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫынна тупнӑ. Ӑна Чӗмпӗрте тытса чарнӑ.
5-мӗш курсра ӑс пухакан хӗр пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче практика вырӑнӗ шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Пӗр ҫын шӑнкӑравласа вырӑн сӗннӗ. Анчах куншӑн 3200 тенкӗ ыйтнӑ. Студентка укҫа куҫарса парсан тин ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ.
Чӗмпӗрте пурӑнакан 21 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл укҫана пӗлӗшӗн карточки ҫине куҫарттарнӑ. Хӑйӗн валли тӗнче тетелӗнче нумай страница уҫнӑ-мӗн.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех хӗрӳ ӗҫсем пынӑ. Унта студентсем, нимеҫӗсем ӗҫленӗ.
Чӑннипе, ку ӗҫе тума пуҫлани пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах - Андриян Николаевӑн агропортречӗ пирки. Халӗ ӑна туса пӗтернӗ ӗнтӗ.
Хастарсем малтан портрета йӗрлесе тухнӑ, унтан кӗреҫе тытса ҫӗре чавнӑ. Агропортрет халӗ ҫӳлтен питӗ илемлӗ курӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |