Паян, авӑнӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче уяв иртрӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене аслӑрах курса ҫитнисем хӑйсен йышне илчӗҫ. Ҫак пулӑма ҫулленех пысӑк уяв пек паллӑ тӑвасси факультетра тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентшӑн иккӗмӗш кил вырӑнне пулса тӑнӑ «альма матер» пӗрремӗшсемшӗн те ют ан пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ аслӑ курса ҫитнисем. Лилия Тестова (3 курс) тата Алексей Еразумов (2 курс) ертсе пынипе студенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Кунта хаваслӑ юрӑ та янӑрарӗ, тухӑҫ, инди, тутар, чӑваш ташши те тыткӑна илчӗ, сӑвӑ та кӗрлерӗ. Пӗрремӗшсем аслӑ курса ҫитнӗ студентсем пекех маттур пулнине пӗтӗм чун-кӑмӑлтан ӗнентерчӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче университет ректорӗ В.Г. Агаков профессор ҫӗнӗ корпусра вӗренекен студентсемпе тӗл пулу ирттерчӗ. Ректор зала пухӑннисене, уйрӑмах 1-мӗш курссене, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламларӗ, ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Ҫӗнӗ курпусра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Тин кӑна филологсемпе историксем вӗренекен 5 хута строительсем илем кӗртсе пӗтерчӗҫ. Ректор ҫакӑн пек юсав ӗҫӗсем ытти хутсенче те пуласса шантарчӗ. Тирпейлӗ те хӑтлӑ пӳлӗмсене ҫӗнӗ техника хатӗрӗсем илем кӳрӗҫ, вӗренӳре пулӑшса пырӗҫ. Ҫавӑн пекех, В.Г. Агаков студентсен пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Ятлӑ стипендисене хута ярас, ытти вузсене тӗрлӗ конференцисене тухса ҫӳрес тата ытти ӗҫсенче пулӑшма шантарчӗ. Авӑн уйӑхӗнче пур студента та стипенди парса хавхалантарасси пирки пӗлтерчӗ. Тӗлпулу савӑнӑҫлӑ концерпа вӗҫленчӗ.
Авӑнӑн 1-мӗшӗ — пӗлӳ тӗнчинче вӑй хуракансемпе тӗрлӗ ҫӗрте вӗренекенсен уявӗ кӑна мар тӗрӗссипе. Пиртен кашниех хӑй вӑхӑтӗнче шкул сукмакне такӑрлатнӑ, ҫавӑнпа пурте ӑна уяв пек йышӑнма пултараҫҫӗ. Университет та Пӗлӳ кунне ҫулсерен чыслӑн уявлать. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчӗн студенчӗсемпе преподавателӗсем кӑҫал та туслӑ йышпа пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене саламларӗҫ, чи пӗрремӗш сумлӑ документа, студент билетне, пачӗҫ. Вӗренме кӗнисене факультетӑн пултаруллӑ юрӑҫ-студенчӗсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе пӗтӗм кӑмӑлтан чыс турӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинче Курбатов купсасен ҫурчӗ пур. Хальхи вӑхӑтра вӑл пушанма та пуҫланӑ ӗнтӗ — ҫурт ишӗле пуҫланӑ май унта никам та пурӑнасшӑн мар.
Нумай пулмасть ҫурта Тихвинти Турамӑш хӗрарӑмсен мӑнастырӗ туяннӑ. Респуликӑн Патшалӑх Канашӗн Депутачӗ Валерий Андреевпа мӑнастырь Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗшӳ тунӑ — халӗ унта институт стеденчӗсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫурта юсама тытӑннӑ. Хастар хальлӗхе студентсем кивелнӗ штукатуркӑна сӗвеҫҫӗ, ҫуп-ҫапа кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Ҫурта юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн кунта ӑс-хакӑл вырсарни шкулӗ вырнаҫӗ.
НАР | 07 |
Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн факультетӗнче диплом ӗҫӗсене хӳтӗлеҫҫӗ. Андрей Данилов, костюм уйрӑмӗн студенчӗ, Атилла патшан тумне хатӗрленӗ (Ертӳҫи Николай Балтаев). Ҫак ӗҫе комисси пысӑка хурса хакларӗ. Пуян та хаклӑ костюма тума Андрея Алексей Иванов (Аксар), хавхалантарнӑ. Атилла тумне «Атӑлҫи Арсем» илемлӗ фильмра усӑ кураҫҫӗ. Чӑвашсен историне ҫутатакан ҫак кинора хунсен тапхӑрне анлӑ ҫутатма палӑртнӑ. (сценари авторӗ Н. Сидоров, режиссерӗ В. Иовлев).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |