Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: студентсем

Шупашкарти МГУТУ филиалӗн ҫурчӗ
Шупашкарти МГУТУ филиалӗн ҫурчӗ

Шупашкарта иртнӗ кунсенче Мускаври технологи тата управлени патшалӑх университечӗн (МГУТУ) уйрӑмре хупасси ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ. Хупнин сӑлтавӗ вара — тӗп ВУЗ Шупашкарти филиал валли уйрӑм ҫурт-йӗр туянма килӗшменнинче иккен. Паянхи кун вӑл 3-мӗш каҫхи шкулӑн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, ку вара паянхи саккунпа килешӳллӗ мар.

Асӑннӑ МГУТУ филталне хупасси ҫинчен хыпар пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче тухнӑ пулнӑ. Университетра вӗренекен студентсен вара Мускаври университета е Чӗмпӗрти МГУТУ уйрӑмне куҫма лекӗ. Шупашкарти филиала ҫӗртмен 30-мӗшӗнче хупма палӑртнӑ.

 

Вӗсем — пулас волонтерсем
Вӗсем — пулас волонтерсем

Ҫак кунсенче Чӑваш Енри 300 студент Сочире килес ҫул иртекен Олимп вӑййине волонтер пулма вӗренет. Виҫӗ кунлӑх курс вӑхӑтӗнче каччӑсемпе хӗрсем лекцисем итлӗҫ, тренингсемпе мастер-классенче ӑсталӑха туптаҫҫӗ. Вӗсемпе Мускавран, Хусантан тата Чулхуларан кисле ҫитнӗ тӗнче шайӗнчи инструкторсемпе тренерсем ӗҫлеҫҫӗ.

Яваплӑ вӗренӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ ятпа студентсене республикӑн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов саламласа ӑнӑҫу суннӑ.

 

Ҫурхи хӗвеллӗ кунсем кӗҫех таврана ӑшӑ пархатарпа тултарчӗҫ. Шӑпах ҫак чуна ҫупӑрлакан ҫурхи кунсенче, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетри чӑваш филогийӗпе культура факультечӗн вӗрентекенӗсемпе хастар студенчӗсем Чӑваш чӗлхин эрни вӗҫленнӗ ятпа Хусан хулине ҫул тытрӗҫ. Вӗсем И.Я. Яковлев пурӑннӑ, ҫӳренӗ вырӑнсене ҫитсе курчӗҫ. Тата ҫавӑн пекех Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗнче Туфан Миннуллин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кӗркури кӗрӗвӗсем» ятлӑ спектакль пӑхрӗҫ. Юнашар пурӑнакан халӑх культурипе паллашни пуриншӗн те усӑллӑ пулчӗ.

 

«Шупашкар хулинчи машин тӑвакан текникумра вӗренекен студента вӗрентекене тискеррӗн хӗненӗшӗн суд 7 ҫуллӑха колонийе ӑсатмалла тунӑ», — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Республикин прокуратуринче.

Следстви материалӗ тӑрӑх юпан 29-мӗшӗнче 19 ҫулхи Сергей Абржин техникум коридорӗнче вӗрентекенпе тытӑҫса илнӗ. Студента тата унпа тӑракан каччӑсене техникум преподавателӗ хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли ҫинчен асӑрхаттару туни килӗшмен пулас.

«Ытти вӗрентекенсемпе студентсем умӗнчех Абржин тата следстви ятне-шывне тӗпчесе ҫитереймен каччӑсем преподавателе ураран ӳкерсе алӑпа-урапа ҫапса-тапса ҫав терийӗх хаяррӑн ватнӑ», — паллӑртаҫҫӗ следстви хутӗнче. Ҫак тискерлӗхе пула преподаватель хытах сусӑрланса инвалид тӑрса юлнӑ.

Хӑйне тунӑ айӑпа Абржин пайӑмлӑ ҫеҫ йышӑннӑ. Студент шухӑшӗпе вӑл вӗрентекен сӑмахӗсемпе килӗшсех кайман, вара чӑтса тӑраймасӑр преподавателе алла чышкӑласа питрен ҫиҫсе янӑ. Ҫакна пула вӗрентекен ура ҫинче тытӑнса юлаймасӑр бетонлӑ урай ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Анчах судӑн медицина эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Сергей Абржин каланӑ сӑмахсем суя пулнине кӑтартнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх туйӑмне яланах хӗмлентерсе тӑракан, наци кӑвайтне сӳнме паман И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑваш наци аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Факультетӑн сумлӑ ӗҫченӗсем чӑваш ҫамрӑкӗсенче наци туйӑмне чӗртсе тӑван чӗлхене, культурӑна хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, наци культурипе ҫыхӑннӑ мероприятисене студентсене яланах хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ яланах ырӑ енчен палӑрнӑ. Мӗнпур факультетри, университетри, республикӑра иртекен мероприятисене студентсем яланах активлӑ хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗренӳсӗр пуҫне май килнӗ таран наци радиовӗн пӗр-пӗр кӑларӑмӗнче калаҫма, чӑваш хаҫат-журналсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма, юрӑ-ташӑ кружоксене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чысне студентсем пӗчӗк мероприятисенче кӑна мар, республика тулашӗнче иртекен конкурссенче те ӑнӑҫлӑ хӳтелеҫҫӗ.

Факультетри 1-мӗш курс студӗнчесен ӗҫӗ-хӗлӗ самаях савӑнтарать. Вӗсен куратор-ертӳҫи Анна Семеновна Егорова доцент хӑйӗн студенчӗсене тӗрлӗрен сумлӑ ӗҫсене явӑҫтарать.

Малалла...

 

Диплом хӳтӗлевӗ
Диплом хӳтӗлевӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен аслӑ шкулти вӗрентӗвне тарӑнрах тата тухӑҫлӑрах тӑвас енӗпе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, студент харӑсах икӗ специальноҫпа диплом илсе вӗренсе тухма та пултарать кунтан. Хастар та пур енлӗ аталанма тӑрӑшакан паянхи ҫамрӑксемшӗн ку питӗ меллӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче те хушма вӗрентӳ ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗркунне пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, факультетра икӗ специальноҫпа хушма курссене ҫӳресе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳллӗ диплом илме майсем пур: пӗрремӗшӗ — секретарь-документовед специальноҫне (курс ертӳҫи — И.В.Мукина доцент), иккӗмӗшӗ — массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне (курс ертӳҫи — Е.П.Чекушкина доцент). Диплом илес текенсен 6 уйӑхлӑх курс программине вӗренсе диплом хӳтӗлемелле. Ҫапла вара, вӗренсе тухакансем харӑсах икӗ аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен редактор специальноҫне суйласа илнӗ студентсем хӑйсен квалификаци ӗҫне хӳтӗлерӗҫ те ӗнтӗ.

Малалла...

 

Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче кӗретсӗр вӗренекен 6 курсри студентсен квалификаци ӗҫӗсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Пӗтӗмпе 12 студент хӳтӗленчӗ. Патшалӑх комиссийӗ вӗсенчен саккӑрӑшӗн диплом ӗҫне «5» паллӑпа, тӑваттӑшӗнне «4» паллӑпа хакларӗ.

Кӗретсӗр вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ специалистсене эпир чун-чӗререн саламлатпӑр, малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунатпӑр.

 

Учитель ӗҫне шкулта ачасемпе ӗҫлесе курман ҫын ӑнланмасть. Айккинчен пӑхсан, ним йывӑрри те ҫук пек курӑнать. Ҫав ӗҫе пуҫӑнсан вара…

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студенчӗсем педпрактикӑран таврӑннӑ ятпа конференци иртрӗ. Ӑна Э.И. Родионова аслӑ преподавательпе Г.Н. Семенова профессор ертсе пычӗҫ. Шкулта вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑ студентсен шухӑш-кӑмӑлне, паллах, пӗлме питӗ интереслӗ.

Чи малтанах 50-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ студентсем — Юлия Витальевна Алексеевӑпа Татьяна Владимировна Капитонова — сӑмах илчӗҫ. Шкула пырса кӗрсенех питӗ хумханнине палӑртрӗҫ пулас вӗрентекенсем. Ачасене итлеттерме йывӑр пулнине те асӑнчӗҫ. Кайран хӑнӑхса ҫитсен вара ачасемпе ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ иккен. Шкултан уйрӑлас та килменнине палӑртрӗҫ маттур студентсем.

Анастасия Анатольевна Медведевӑпа Алевтина Владимировна Матвеева Шупашкарти 24-мӗш шкулта практика тухнӑ. Вӗсем те хӑйсен хавхалануллӑ туйӑмне пытармарӗҫ.

Малалла...

 

Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Мероприяти университетӑн культура керменӗнче 11 сехетре пуҫланать.

Пулас абитуриентсем университетри музейсемпе, аудиторисемпе тата факультетсенчи хатӗрлекен специальноҫсем ҫинчен каласа кӑтартакан экспозицисемпе паллашма пултараҫҫӗ. 13 сехет те 15 минутра университет ректорӗ В.Г. Агаков профессор тухса калаҫӗ, ыйтусем ҫине хуравлӗ.

14 сехетре 434 аудиторире чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ертӳҫисемпе, профессорӗсемпе, преподавателӗсемпе тата студентсемпе тӗлпулу иртӗ.

 

Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университечӗ ҫамрӑксене вӗренме кӗме йыхравлать. Майсем питӗ лайӑх вара: стипендине долларпа тӳллеҫҫӗ, ҫулталӑкне икӗ хут Шупашкара тӳлевсӗр (хӑйсен транспорчӗпе) кайса килме пулать, общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, кунне виҫӗ хут укҫасӑр ҫитереҫҫӗ. ППЭ (ЕГЭ) те памалла мар — собеседованипе (Шупашкартах) йышӑнаҫҫӗ. Ку йыхрав укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑртарах, анчах та пӗлӳ илесшӗн ҫамрӑксене ытларах кӑсӑклантармалла — университета кӗме укҫа тӳлес ҫук.

Ҫак университета вӗренме каяс кӑмӑл пулсан — ҫак хыпар айӗнче хӑвӑрӑн ҫыхӑну мелӗсене ҫырӑр (хушамат, ят, ашшӗ ячӗ; электронлӑ почта, карас инҫесасӑн номерӗ тата ыттисене). Хӑвӑрӑн май пулмасан — ыттисене пӗлтерӗр. Эпир ҫыхӑну мелӗсене университет элчисене парӑпӑр — вӗсем сирӗнпе ҫыхӑнӗҫ (ҫыхӑнӑва ҫапла йӗркелӗпӗр терӗҫ...).

 

Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университетне 1991 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ Н. Назарбаев 329№ Хушӑва алӑ пусса уҫнӑ. Ҫапла май Туркесстан патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗренӳ заведенине паллӑ философӑн тата ӑсчахӑн Ходжа Ахмет Ясауин ятне панӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 30

1898
126
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
101
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем