Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те.
Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ.
Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен.
Нумаях пулмасть Мускаври «Экспоцентр» тӗп курав центрӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ салонӗ пуҫласа иртнӗ. Ӑна ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви, Мускав Праивтельстви, Россотрудничество, Раҫҫейӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати йӗркеленӗ.
Вӗренӳ салонне йӗркелекенсен шучӗпе мероприяти вӗренӳ ӗҫӗнче пулӑшма пултаракан хальхи вӑхӑтри малта пыракан технологисене кӑтартмалла. Салона уҫма ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец, РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Чӑвашран мероприятие Йӗпреҫри ятарлӑ (тӳрленме пулӑшакан) вӑтам шкул-интернатра воспитательте тӑрӑшакан Елена Брусянина хутшӑннӑ. Вӑл сусӑр ачасене вӗрентессине тата воспитани парассине сӳтсе явма йӗркеленӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракансен «Паянхи инновацилле шкул» пӗтӗм Раҫҫейри канашлура пулнӑ. Мероприятирен вӑл ҫавӑнта хутшӑннине ӗнентерекен сертификатпа таврӑннӑ.
Вӗренӳ салонне 7,2 пин ытла ҫын, ҫав шутра — 1500-е яхӑн шкул ачи, хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Польшӑри Пуцк хулинче сусӑрсем хушшинче армспорт енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен иккӗн кӗнӗ. Вӗсем — Сергей Ванинпа Дмитрий Кудряшов. Иккӗшӗ те вӗсем хӑлха начар илтнине пула сусӑр.
Пирӗн республика спорстменӗсем 63 тата 70 килограмчченхи виҫесенче вӑй виҫнӗ. Иккӑшӑӗ те вӗсем команда валли награда кӳме пултарнӑ.
Пӗрремӗш кунхине Сергей Ванин та, Дмитрий Кудряшов та сулахай алӑпа вӑй виҫсе хӑйсен конкуренчӗсене ҫӗнтернӗ. Сылтӑм алӑпа вӑй виҫнӗ чух чемпионатӑн ылтӑн медальне ҫӗнсе илнӗ. Сергей Ванин кӗмӗл призер пулса тӑнӑ.
Ҫулла Дмитрий Кудряшов «A1 Russian Open» пӗтӗм тӗнчери турнирта бронза медале тивӗҫнӗччӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра автобус тӗрӗслевӗ пырать. Сусӑрсене турттарма меллӗ автобуса хӗснӗ газпа ҫӳреттереҫҫӗ-мӗн. Ӑна Шупашкарти 15-мӗш маршрутпа ҫула кӑларнӑ.
Автобус хӑйне епле кӑтартнине икӗ эрне сӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫур эрне ытларах кӑна иртнӗ-ха.
Газпа чупакан техника ҫутҫанталӑка сиен сахал кӳрет тесе ырлаҫҫӗ. Топливо хакӗ те кун пек самай йӳнӗрех ларать-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра автомобиль транспортне газ моторӗ ҫине куҫарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ун йышшисем хальлӗхе республикӑра – 18 автобус.
Сӑнсем (5)
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ Алексей Смирнов пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурс финалне тухнӑ.
Шупашкар каччин проекчӗ чи лайӑх ӗҫсен йышне кӗнӗ. Унӑн сусӑрсем валли шухӑшласа кӑларнӑ транспорт хатӗрӗ инженери тытӑмӗнче чи интереслисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл — патентланӑ пӗртен пӗр проект, Алексей Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ.
Чи лайӑх ӗҫсене Раҫҫей, ют ҫӗршыв инженерӗсем, дизайнерӗсем, МИХ ӗҫченӗсем суйланӑ.
Авӑнӑн 17–19-мӗшӗсенче Улатӑрта сусӑрсен «Пурӑнас тесе» регионсен хушшинчи ыркӑмӑллӑхпа культура фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн хулара куҫ курманнисем тата япӑх куракансем валли вулавӑш уҫнӑ. Кунашкалли республикӑра урӑх ҫук.
Фестивалӗн юлашки кунӗнче гала-концерт иртнӗ. Пантелеимон епископ каланӑ тӑрӑх, фестиваль сусӑрсене пултарулӑхне кӑтартма май парать.
Фестиваль хӑнисене Федор епископ саламланӑ. Вӑл сусӑрсемпе ӗҫлекен пайӑн ертӳҫи. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов каланӑ тӑрӑх, патшалӑх сусӑрсем валли чылай ӗҫ тӑвать. Анчах ку фестиваль вӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пултарулӑха атлантарма кӑна мар, пурӑнма та хистет.
5 ҫулта фестиваль Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи, Раҫҫейри 17 регионти ҫӗр-ҫӗр ҫынна пухнӑ.
Женевӑра хӑлха илтменнисен тата япӑх илтнисен хушшинче Европа чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул-интернатра вӗреннӗ Оля Дорминдотова та кӗнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди бадминтонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Женевӑна Европӑри 16 ҫӗршывран — Австрирен, Болгарирен, Данирен, Францирен, Аслӑ Британирен, Германирен, Литваран, Македонирен, Норвегирен, Раҫҫейрен, Швецирен, Словакирен, Швецирен, Турцирен, Украинӑран, Швейцарирен — килнӗ.
Раҫҫей спортсменкисем малта пынӑ. Алена Соболевӑпа Ольга Дормидонтовӑпа Анастасия Седовӑна тата Ӗпхӳри Карина Хакимовӑна ҫӗнтернӗ. Команда турнирӗнче те Раҫҫей командине ҫитекен пулман.
Сусӑрсене ӗҫе вырнаҫма чӑрт сурмалӑх кӑна тесе калаймӑпӑр. Вӗсене патшалӑх енчен тӗкӗ кӳрес енӗпе ятарлӑ саккунсем те пур. Ҫавсен шутне ӗҫ вырӑнӗсене квотӑпа пӑхса хӑварнине кӗртме пулать. Ун пек саккуна 2011 ҫулта республика шайӗнче йышӑннӑччӗ. Маларах асӑннӑ хутра 100 ҫынтан ытларах ӗҫлекен организацисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 2 процентне сусӑрсем валли уйӑрма, 35–100 ҫын тараннисенче 1,5 процентне палӑртнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шӑмӑршӑ районӗнче 100 ҫынтан ытларах организаци пӗрре кӑна пулнӑ. Ку вӑл — районти пульница. Унта паянхи куна тӑватӑ сусӑр ӗҫлет. 35–100 ҫын таран ӗҫлекен предприятисем районта — тӑххӑр. Ӗҫ вырӑнӗсене аттестациленӗ хыҫҫӑн сиенлӗ тата йывӑр ӗҫ условине кура сусӑрсене ӗҫе явӑҫтарма май ҫук тесе вӗсенчен иккӗшне палӑртнӑ. Ытти 7 организацире 7 вырӑн пӑхса хӑварнӑ та, пӗринсӗр пуҫне ыттисенче сусӑрсене ӗҫ тупса панӑ иккен. Сусӑра Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта йышӑнма хатӗр. Унта е инженер-программист пулса, е биологи вӗрентекенне вырнаҫма май пур.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса Шупашкарти тепӗр ултӑ шкула сусӑр ачасем вӗренме ҫӳрейӗҫ. Тӗп хулари иккӗмӗш, ҫиччӗмӗш, вуннӑмӗш, хӗрӗхмӗш, аллӑмӗш тата аллӑ пиллӗкмӗш шкулсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Шупашкарта 463 сусӑ ача шкулта вӗренет, вӗсенчен 103-шӗ килте пӗлӳ илет. «Ирӗклӗ тавралӑх» федераци программипе килӗшӳллӗн шкулсене ятарлӑ оборудованипе пуянлатма 10 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ.
40-мӗш шкула илсен, сӑмахран, унта урапапа кӗме пандус туса панӑ, классене кӗмелли алӑк уратисене илнӗ, алӑксене сарнӑ. Сусӑр ачасем валли сенсор пӳлӗмӗ уҫнӑ. Туалета та сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ пултӑр тесе йӗркеленӗ.
Украинӑран Чӑваш Ене тарса килсе Сусӑр ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне вӑхӑтлӑх килсе вырнаҫнисене ҫӑмӑллӑхлӑ тарифлӑ сим-карттӑсем валеҫсе панӑ.
Официаллӑ информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика лаптӑкӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене таркайсене ҫӑмӑллӑхлӑ условиллӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерме ыйтса каланӑ. Таркайсемпе Украинӑри тӑванӗсемпе йӳнӗ тарифпа калаҫма май пурришӗн питӗ савӑннӑ имӗш. Любовь Валова ятлӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл кӗрӳшӗн ҫемйишӗн пӑшӑрханать — лешсем унтах юлнӑ. Вӗсен хӑйсен те ниҫта кайма ҫук иккен. Темиҫе кун каялла вӗсен пӳрчӗн кантӑкӗсем юлман, ҫуртӑн стени те ҫурӑлса кайнӑ. Кун пирки вӗсене кӳршисем темиҫе кун каялла пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, ҫурлан 11-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх шыраса 454 ҫын килнӗ, вӗсенчен 21-шӗ таркай статусне илес тенӗ.
Сӑнсем (18)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |