Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине классикӑлла хайлавсене кӑларас тесе «Раҫҫей культури (2012–2018ҫҫ.)» программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ конкурса хутшӑннӑччӗ. Унта вӑл хӑйӗн проекчӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе «Король Лир» тата «Мамаша Кураж и ее дети» пьесӑсем тӑрӑх спектакль лартма федераци хыснинчен укҫа илме тивӗҫнӗччӗ.
«Король Лир» спектакле театрӑн тӗп режиссёрӗ Станислав Васильев хӑй лартӗ, «Мамаша Кураж и ее дети» пьеса тӑрӑх — Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Айрат Абушахманов. Юлашкинчен асӑннӑ спектакле лартассипе халӗ, ав, ӗҫсем пуҫланнӑ та. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче режиссер чӑваш театрӗн артисчӗсемпе тата пьеса тӑлмачипе, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫипе Порфирий Афанасьевпа тӗл пулнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра рольсене валеҫсе парса репетицие пуҫӑнмалла. Премьерӑна чӳк уйӑхӗ валли палӑртнӑ.
Сӑнсем (16)
Екатеринбург хулинче хальхи вӑхӑтри драматургин «Коляда-Plays» пӗтӗм тӗнчери VII фестиваль иртнӗ. Ӑна паллӑ драматург, актер, сценарист Николай Коляда пуҫарса янӑ иккен.
Унта хутшӑнакансем чи кӑсӑклӑ та ҫӗнӗ пьесӑсемпе сцена ҫине тухнӑ иккен. Унта Раҫҫейри тата Польшӑри, Молдавинчи, Кӑркӑстанри тата Казахстанри 20 коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те. Фестивальте вӑл Гран-прие тивӗҫнӗ. Унта вӑл асӑннӑ драматург пьесипе лартнӑ «Шанель пике» спектакльпе кайнӑ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, жюри членӗсемпе критиксем Валерий Яковлев сценографине пӗр шухӑшлӑн пулса лайӑх енчен палӑртнӑ.
Виҫӗм кун каҫ Шупашкарта «Театр каҫӗ» акци иртмеллеччӗ. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Анчах республикӑра халиччен пулман мероприятие курса савӑнма май килмерӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, урамри спектакле пӑхас тесе пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫитнӗ иккен, анчах ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарнӑран йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫав каҫ ирттерес мар тесе йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗ ҫеҫ вӑл каҫ малтан палӑртнине пурнӑҫа кӗртнӗ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кӑтратнӑ.
Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Театр каҫӗ» акцие ытти театрсем Шупашкар хулин кунӗнче йӗркелӗҫ. Аса илтеретпӗр, Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗн сцени ҫинче вилӗмсӗр «Нарспи» поэма тӑрӑх лартнӑ оперӑна ҫӗнӗрен курса киленме май килӗ. Театр ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен укҫа ҫӗнсе илнӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Георгий Хирпӳ композитор кӗввипе Борис Марков режиссёр сцена ҫине 1967 ҫулта опера евӗр кӑларнӑ-ха. Халӗ ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи Ольга Нестерова тепӗр хут лартасшӑн. Ҫитес ҫул Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 90 ҫитет. Шӑпах ӑна халалласшӑн та оперӑна. Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш режиссёрӗ пулнӑ ҫав ҫын республикӑн опера сцени ҫине 20 ытла спектакль, ҫав шутра оперӑсемпе опереттӑсем, музыка камичӗсем, кӑларнӑ.
Аса илтеретпӗр, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Нарспие» мюзикл евӗр сцена ҫине кӑларнӑччӗ. «Нарспи» спектакль аслисене ҫывӑххине, анчах вӑл ҫамрӑксен чунне витерейменнине асӑрханӑ маттур чӑвашсем — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков драматург — мюзикл ҫырас шухӑша 1989 ҫултах тытнӑ-мӗн.
Республика кунӗ театр ӳнерне юратакансемшӗн кӑҫал тӗлӗнмелле парне хатӗрлерӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вырсарникун, пирӗн республика историйӗнче пӗрремӗш хут Театрсен каҫӗ иртет. Акци каҫхи 11 сехет ҫурӑра пуҫӑнать. Вӑл кун Чӑваш Енӗн патшалӑх театрӗсем Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсенче хӑйсен постановкисене кӑтартӗҫ.
Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла.
Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран теҫҫӗ халӑхра. Тепӗр тесен вӗсем епле ӳсесси пирӗнтен, аслисенчен, килмест-шим вара?
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасене мӗн пӗчӗкрен театра хӑнӑхтарма тӑрӑшать. Ҫавна май вӑл «Театрӑн асамлӑ тӗнчи» конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енпе — сӑмахран, сӑнӳкерчӗк, тӗрӗ, шӑрҫаран илемлӗ япаласем ӑсталаса — кӑтартнӑ. Сӑвӑпа сочинени ҫыракансем те тупӑннӑ. Кирек мӗн пулсан та ачасен театр тӗнчине кӑтартма тивнӗ.
Конкурсра Шупашкарти 1-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекен Аркадий Ефимов, Шупашкарти 55-мӗш шкулти Ирина Андреева, Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Дмитрий Мальгин ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне маттуррисене уйрӑм номинацисемпе те чысланӑ.
Конкурса хутшӑннисен чыславӗ «Амакайӑк ҫулӗпе» спектакльпе вӗҫленнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ.
Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ.
Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пушкӑртстан культурин кунӗсем иртмелле. Кун пирки Культура министерствинче паян иртнӗ пресс-конференцире тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Культура кунӗсене ирттернӗ ҫӗре Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Рустэм Хамитов килсе ҫитмелле.
Мероприятие кӗҫнерникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче официаллӑ майпа уҫӗҫ. Вӑл вӑхӑтра харӑсах темиҫе курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанӑн Наци музейӗн фондӗнчи «Пушкӑрт халӑхӗн пурлӑх культури» экспозицисемпе паллашма май килӗ. Е тата «Пушкӑртстан — Евразин ахахӗ» фотоӗҫсен куравӗ те пухӑннисене кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унтах алӗҫ ӑстисен япалисене тата пушкӑртсен кӗнекисене туянма май килӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче те курав ӗҫлӗ. Наци библиотекине вара пушкӑрт писателӗсем килсе ҫитӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Мустай Карим ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн «Радость нашего дома» спектакльне кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юратакансен кӗркунне ҫитессе кӗтсе тунсӑхлама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак эрнере 2012–2013-мӗш ҫулсенчи юбилейлӑ (театр кӑҫал 95 ҫул ҫитнине уявларӗ) сезон Федор Павловӑн «Ялта» драмипе хупӑнчӗ.
Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ постановкӑсемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Александр Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» пьеси. Кунсӑр пуҫне Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Марина Карягинӑн «Куккуклӑ сехет» пьесисемпе лартнӑ спектакльсемпе куракана кӗркуннех савӑнтарма палӑртаҫҫӗ. Иван Стаднюк драматургӑн «Юратупа кавӑн» камичӗ те ҫынсен кӑмӑлне каясса шанаҫҫӗ.
Сӑмах май, Чӑваш паташлӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗртме уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Ун чухнехи репертуара вӗсем ытларах ача-пӑча спектаклӗсене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне аслисем валли икӗ спектакль — «Тӑххӑрмӗш хутри Асамат кайӑкӗ» тата «Айтар» — кӗртнӗ.
Шупашкар районӗнчи Апаш информаципе культура центрӗнче «Яланах театр» ятпа иртнӗ республикӑри фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен конкурсӗ кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ. Унта районсемпе хуласенчи 84 театр ушкӑнӗ, ҫав шутра 22-шӗ ача-пӑча коллективӗсем, хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурса йӗркеленӗ Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ театрсем уйрӑмах йышлӑ хутшӑннӑ районсемпе хуласене тишкернӗ те ҫапла пӗтӗмлетнӗ: районсенчен ҫӗрпӳсене (10 ушкӑн), вӑрнарсене (9), патӑрьелсене (6), куславккасене (5), элӗксене (4) тата Канаш хулине (5) кӗртнӗ. Ҫын шучӗпе вара элӗксем, ҫӗрпӳсем, шупашкар енсем (сӑмах район пирки пырать), сӗнтӗрвӑррисем тата Шупашкар хули пысӑк йышпа вылянӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсене сумлӑран та сумлӑ тӳресем хакланӑ. Вӗсен йышӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, чӑваш халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |