Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗн ҫумӗ пулса Вадим Ефимов ӗҫлет. Ку тилхепене вӑл хӑҫантарах туртма пуҫланине татса калаймастпӑр, Вадим Петрович филармонинче ӗҫленине ӗнер тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Вадим Ефимов тӗрлӗ ҫулта Вырӑс драма театрне, Чӑваш драма театрне ертсе пынӑ, унтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата обществӑпа ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулчӗ. Вӑл «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) издательствӑпа полиграфи комплексӗн ертӳҫин лавне те туртрӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗ пулса 2 ҫул тӑрӑшрӗ.
Вадим Ефимов 1973 ҫулта Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче аспирантурӑра ӑс пухнӑ. Вырӑс тата Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ. Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те тӑрӑшнӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн опера труппин заведующийӗ Константин Ефремов 60 ҫул тултарнӑ.
Константин Вениаминович — Чӑваш Енре ҫулсерен иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсӗн лауреачӗ.
Пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи вокал уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан унӑн пултарулӑхне тӳрех асӑрханӑ. Ҫамрӑк вокалистсен Ф.М. Лукин ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче вӑл лауреат ятне тивӗҫнӗ. 1994 ҫулта Константин Ефремов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера артистӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗнче вилончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ Светлана Григорьева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Григорьева Шупашкарта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Студент чухнех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Вӑл Гнесинсен оркестрӗпе Англири сценӑсем ҫине те тухнӑ. Вӗренсе пӗтерсенех вӑл Мускаври М.И. Глинка ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче, ҫавӑн пекех К.С. Станиславский тата и Вл. И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Артист-инструменталист евӗр вӑл «Ногу свело» рок-ушкӑнпа тата Вика Цыганова эстрада юрӑҫипе ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2015 ҫултанпа виолончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗ (ертӳҫи — Сергей Павлов) ларӑва пухӑннӑ. Унта 2021 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене тишкернӗ.
Кӑҫал туса ирттерме палӑртнисенчен Шупашкарти урамсене театрӑн сумлӑ ӗҫченӗсен ячӗсемпе пама май килнине асӑнса хӑварнӑ. Театр ӗҫченӗсен союзӗ хула администрацине ятарлӑ хут ҫыни сая кайман — республикӑмӑрӑн тӗп хулинче Алексей Красотин, Тамара Чумакова, Вера Голубева тата Зоя Ярдыкова урамӗсем пур.
Чӑваш академи драма театрӗпе юнашарах тенӗ пек вырнаҫнӑ Арбатра Театр скверӗ пулӗ. Оперӑпа балет театрӗпе юнашар килес театр пахчи ӗрчетме тытӑнасшӑн.
Унсӑр пуҫне килес ҫул опера артисчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ режиссерсемпе актерсен «Вӑрттӑн ӗмӗт» регионти конкурсне, шкул ачисен театр темипе ҫырнӑ сочиненийӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвне т.ыт.те ирттересшӗн.
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи маэстрӑн юбилей концерчӗ иртӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, фортепиано ӑсти Юрий Трепов кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ.
Юрий Иванович Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен тата унти аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Ставрополь крайӗнчи Пятигорскра ҫуралнӑскер 1980-1995 ҫулсенче Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ҫамрӑксене музыка тӗнчине илсе кӗрет. Профессор.
Шупашкар районӗнчи Л.В Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ачасем вӗрентекенсемпе пӗрле Пушкин карттипе усӑ курса Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне кайнӑ. Унта вӗсем Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!» спектакль курнӑ.
«Спектакль режиссерӗ хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Наталья Сергеева, художникӗ Светлана Зверева, композиторӗ Людимла Чекушкина. Куракансене икӗ пайлӑ драма ҫав тери кӑмӑла кайрӗ, вӗсем Никита Яковлевич Бичуринӑн кӑткӑс та ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗпе татах та ҫывӑхарах паллашрӗҫ, — пӗлтернӗ шкулти чӑваш челхипе литератури учительница Алина Николаева «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи шкул страницинче.
Спекталь хыҫҫӑн ачасемпе учительсем Н. Сергеева режиссерпа асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
«Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла.
Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав каҫ театрта Ярослава Пулинович ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакле кӑтартнӑ. Юбиляр Жанна сӑнарне калӑпланӑ.
Наталия Сергеевӑна юбилейпа республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата ыттисем саламланӑ. Тӑван, Шупашкар, районӗнчен те делагаци пырса ҫитнӗ.
Аса илтерер: Наталия Сергеева юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать.
Иртнӗ эрнере Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци театрӗсен «Атӑлҫи юмахӗ» регионсем хушшинчи IV фестивалӗ иртрӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫав кун «Улах» этно-тӗлпулу йӗркеленӗ. Мероприятие асӑннӑ фестивале пуҫарса янӑ мухтавлӑ Иосиф Дмитриева халалланӑ. Унта паллӑ режиссёра аса илнӗ, ҫавӑн пекех фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Фестивалӗн ятарлӑ дипломне ҫамрӑксен театрӗн ӗҫӗ те тивӗҫнӗ. Дипломпа «Юность на семи ветрах» спектакле «чи лайӑх актёр ансамблӗшӗн» чысланӑ. Ҫак театрӑн артистне Антонина Казеевӑна «Юность на семи ветрах» спектакльти Матрешкина Марианна сӑнарӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире палӑртнӑ. «Чи лайӑх ҫивӗч пьеса» тесе Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Юность на семи ветрах» спектакле йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ директор пулӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Мӗншӗн тесен ӑна нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн президентне суйланӑччӗ.
Пукан пушаннине кура Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви директор пулас кӑмӑллисен кадр резервӗ валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен докуменчӗсене чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑнма пуҫланӑ, хутсене асӑннӑ ведомствӑна чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ҫитерсе ӗлкӗрмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |