Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ 75 ҫул тултарнӑ май Интсаграмра ӗнер 19 сехетре тӳрӗ эфир йӗркеленӗ. Ӑна ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова тата театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ертсе пынӑ.
Пӗр сехете яхӑн пынӑ эфир вӑхӑтӗнче театрӑн историйӗпе, унӑн сумлӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ.
Театр 1945 ҫулта Сергей Мерзляков пьеси тӑрӑх «Три подружки» спектакле лартнӑ. Шӑпах Сергей Мерзляков пуҫарса янӑ та ку учреждение. Вӑлах театрӑн пӗрремӗш директорӗ тата режиссерӗ пулнӑ.
Юбилей тӗлне театрта «Чувашскому театру кукол - 75!» (чӑв. Чӑваш пукане театрӗ — 75 ҫулта) онлайн-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавна май вӑл видеосюжетсем тата онлайн-трансляцисем ирттерет.
Чылайӑшӗ ҫак кунсене килтен тухмасӑр ларса ирттерет. Ҫамрӑксем аптӑрамаҫҫӗ-ха: вӗсем онлайн-уроксенче вӗренеҫҫӗ, электрон кӗнекесем вулаҫҫӗ, паллӑ артистсен онлайн-концерчӗсене тата онлайн-спектакльсене пӑхса киленеҫҫӗ, тӗнче тетелӗнче ҫӗр чӑмӑрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫӗнӗ тантӑшӗсемпе паллашаҫҫӗ, вӗсемпе калаҫаҫҫӗ. Хулара пурӑнакан ватӑсене кансӗр — уҫӑлса ҫӳресе вӑхӑта ирттерме те май ҫук вӗсен.
Маларах онлайн-спектакль терӗмӗр те, Чӑваш Енре чӑвашла онлайн-спектакльсем кӑтартмаҫҫӗ. Вырӑс драма театрӗ онлайн-спектакль курма сӗнет-ха. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унччен ӳкернӗ спектакльсемпе фильмсене асӑннӑ учреждени сайтӗнчен уҫласа илме май пур Асӑннӑ учрежденин сайтӗнчи «Сидим дома» (чӑв. Килте ларатпӑр) ярӑмра «Кай, кай Ивана», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», «Ханума», «Юнлӑ туй», «Инҫет телей ҫути» спектакльсем пур.
Ырантан Чӑваш Енри театрсем те карантина каяҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейсем те алӑкӗсене хупаҫҫӗ.
Ырантан театрсем спектакльсене кӑтартма пӑрахаҫҫӗ, музейсенче палӑртнӑ куравсене пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Туяннӑ билетсем каярахпа та вӑйра пулӗҫ. Е вӗсене кассӑна тавӑрса пама юрать.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗ спектаклӗсене онлайн мелпе трансляци парӗ. Аслисен курмашкӑн – 200 тенкӗ, ачасен 100 тенкӗ тӳлемелле. Репертуарпа театр сайтӗнче паллашма пулать.
Хальлӗхе коммерци театрӗсем карантина кайман, вӗсен залӗсем пӗчӗк, 50 ҫын таран вырнаҫмалӑх кӑна. Камерлӑ театр вара 40 билет анчах сутма шантарнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Германири шкул ачисене актер ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Кӗске курса Мускари Владимир Беляйкин режиссер ирттернӗ. Владимир Беляйкин Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пластикӑллӑ икӗ спектакль лартнӑ.
Германи ачисем Шупашкарти 41-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ ентешӗ Чӑваш Ен тӗп хули ҫинчен илӗртӳллӗ каласа кӑтартнине ытарайман — килсе курма шухӑшланӑ. Хӑйсене вырӑс чӗлхи вӗрентекен Светлана Тикуновӑпа пирӗн ҫӗршыв историйӗпе йӑли-йӗркине тишкернӗ, илемлӗ литература вуланӑ. Унтан пирӗн тӑрӑха ик эрнене килнӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Гоголӗн повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» спектакле курас, унӑн режиссерӗпе Владимир Беляйкинпа паллашас килнӗ вӗсен. Шупашкара киличчен ачасем, сӑмах май, асӑннӑ повеҫе вуланӑ. Тӗлпулу ӑсталӑх сехетне ҫаврӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай асӑрханӑ, ҫавна сӑн ӳкерсе Чӑваш халӑх сайтне ярса панӑ.
Чӑвашлӑха упракан тата упрама тивӗҫ организацисен ячӗсене чӑвашла ҫырманни, шел те, тӗл пулать. Сӑмахран, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗн ячӗсене вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.
Халӑх шавӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: театр ҫуртне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ятне малтанласа вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Ҫавна асӑрханисем тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑччӗ. Каярах театр ятне икӗ чӗлхепе шӑрҫаласа хунӑччӗ.
Шупашкарта тепӗр фонтан тума палӑртнӑ. Вӑл унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт умӗнче пулӗ. Халӗ унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ вырнаҫнӑ.
Фонтан унта унччен те пулнӑ-ха, халӗ вара ӑна ҫӗнетесшӗн. Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, театр умӗнче Кадет корпусӗ умӗнчи пекех илемлӗ хальхи йышши светодиодлӑ фонтан пулӗ.
Аса илтерер: Ҫамрӑксен театрӗ ку ҫурта 2016 ҫулта куҫнӑ. Пӗлтӗр «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн унта тӗплӗ юсав ирттернӗ. Халӗ вара театр умӗнчи лапама хӑтлӑлатмалла тата илемлетмелле. Кун валли 10 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче астӑвӑм кунӗсем иртеҫҫӗ. Кун пикри ҫак йӗркесен авторне театрӑн директорӗ Юрий Владимиров пӗлтерчӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, театрта Чӑваш халӑх писательне, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачне, ЧАССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, прозаика, драматурга, режиссера, актера, СССР Писталеьсен союзӗн пайташне Петра Осипова халалланӑ Астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Тӑлӑх ӳссе ҫутта тухнӑ ҫак ҫын ҫуралнӑранпа виҫӗмкун 120 ҫул ҫитрӗ. Астӑвӑм каҫне Шупашкрати пӗрремӗш хула пульницин тӗп врачӗ Татьяна Спиридонова та хутшӑннӑ. Ара.ю ҫав учреждени Петр Осипов ячӗпе хисепленсе тӑрать-ҫке. Петр Осипов врач, Чӑваш Енре сывлӑх сыхлав ӗҫне йӗркелекен пулнӑ. Нумай енлӗ пултаруллӑскер ӑста скрипач, режиссер, актер, киноартист, драматург пулнӑ. Ӗнер «Сурхури сӑри» драмӑна кӑтартнӑ.
Паян театрта Антон Чехов вырӑс ҫыравҫине халалланӑ каҫ иртӗ. Ун пьеси тӑрӑх лартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» камит кӑтартӗҫ.
Ыран, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Моя жизнь – театр / Пурнӑҫӑм — театр» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Кӗнекене СССР халӑх артистне, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерне Валерий Яковлева халалланӑ. Хӑтлав 17 сехетре пуҫланӗ. Кайран «Эс ман чунра (Пихампар чунӗ манра)» спектакль кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе режиссер тата художник-постановщик пулса Валерий Яковлев лартнӑ.
СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш кӗнеке издательствинче «Моя жизнь – театр/ Пурнӑҫӑм – театр» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна издательство Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин гранчӗпе пичетленӗ.
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, професси уявне пухӗҫ. Вӑл 11 сехетре К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫланӗ.
Уява журналистсем, полиграфистсем, хаҫат-журнала валеҫекенсем, ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын, ветерансем пуҫтарӑнӗҫ. Меропряитие тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Сумлӑ тесе шухӑшлакансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш пичечӗн кунне 2000 ҫултанпа кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку кун «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ӑна 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 89 МИХа шута илнӗ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 73 пичет кӑларӑмӗ (61 хаҫат, 11 журнал, 1 сборник), электронлисем 16 кӑларӑм (1 радиопрограмма, 7 телеканал, 8 радиоканал) шутланаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кану кунӗсене Мусквара ирттерӗ. Йыш гастроле Юхма Мишши пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белая шубка для Зайчонка» спектакльпе кайӗ. Ҫула тухма театр «Путешествие в Рождество» (чӑв. Сурхуринчи ҫулҫӳрев) фестивале хутшӑннӑ май кайма тивӗҫнӗ.
Чӑваш пуканисем ҫула кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2 тата 5-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Зеленоград хулинче спекталь кӑтартӗҫ, ытти чухне — Мускаври уҫӑ лапамсенче. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн гастролӗ кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Гастрольет Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Кокшина, Артем Барабанов, Екатерина Захарова, Елизавета Павлова, Юрий Теренин артистсем тата Павел Яргунин сасӑ операторӗ пулӗҫ.
Мускава илсе каякан спектакле 2015 ҫулта лартнӑ. Премьерӑна Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин юбилейне халалланӑ. Юхма Мишшине чӑваш пукане драматургине пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ театрта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |